Корпус чувашского языка

Новые

Вӑл: «Мӗншӗн ҫапса ӳкертӗн кукӑле?» — тесе ятлаҫма тытӑнсан, Ула Тимӗр пуҫне пӗксе, айӑплӑн, кӗскен ҫеҫ хуравларӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Класа учительница кӗчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина вара пӗрле вӗренекен арҫын ача мӗне пирки ҫапла «сирпӗнсе» кайнине сисрӗ пулас: мӑрт туса, тутине те мӑкӑрӑлтармарӗ, Ула Тимӗр ҫапла кӳрентерни ҫинчен шарлак куҫҫуль юхтара-юхтара элеклеме ашшӗ-амӑшӗ е пӗрремӗш класс ачисене вӗрентекен учительница патне сиккипех чупмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрачаран ҫак тӑрлавсӑр алхасушӑн каҫару ыйтмаллаччӗ те, ҫук ҫав, пӗрремӗш класс шӑнкӑрчи ҫакна тума хӑйне алла илеймерӗ, ун ӑсӗ-пуҫӗ те тӑруках ҫаврӑнаймарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна Ула Тимӗр ӑнланать-ха.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук, ку кулӑш сӑлтавӗ мар.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кулмалла-и?

Йӗрсе ямалла-и?

Ула Тимӗрӗн паҫӑр ҫеҫ хӑмпӑланса хӑпарнӑ хӑюлӑхӗ хӑмпӑ пекех палт! палтлатсах сӳнчӗ: мӗн тумалла ӗнтӗ халь.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хӑйне айӑпсӑра кӑларма пуҫран нимех те ӑслине ӑсласа кӑлараймасӑр, шӗл-л хӗрелсе, Полинӑна хӑййӑн пӑхса, тӗрӗнсе, тӗкӗр-тӗкӗр тӑрать, Полина та, шанк хытса, тӗлӗнсе, витӗрех тӗсесе, арҫын ача куҫӗнче ҫак хӑтланӑш сӑлтавне-тӗшшине шырать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Халех шӑпӑрпа шӑлса пуҫтарнӑ пултӑр кукӑль юлашкисене!» — кӑшкӑрашкаларӗ вӑл.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна курса ачасем ихӗлтетме, лӑхӑл-лахӑл кулма пуҫларӗҫ, класа тем тӗллевпе кӗнӗ техничка, Ула Тимӗре питлесе, ват сысна ами пекех ҫихӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хӑй те сиссе юлаймарӗ — Полина аллинчи кукӑль касӑкне аллипе шап! шаплаттарчӗ — кукӑль пичӗ сӗтел айнелле вӑнк! вӑркӑнчӗ, пӗтӗм урайне, чалтӑррр! сирпӗнсе, кукӑль ӑшӗ хупласа хучӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Епле чӑтса ирттермелле-ха ку саманта.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра ун умӗпех Полина утса иртни курӑнчӗ, анчах хӗрача куҫӗсем ун ҫине «хӗм сапма» мар, ӑна пач та асӑрхамарӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр те класра юлташӗсемпе айкашкаласа, елпӗрсе тӑратчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Коридорта та атса кайнӑ ача-пӑча кӗр-шавӗ йӑтӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасенчен ытларахӑшӗ, килхушшинелле тухса юхнӑскерсем, ҫуйхашаҫҫӗ, чӗнкӗлтетеҫҫӗ, ҫӗмӗрлешеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе кӑрт-карт тӗрткелешеҫҫӗ, алхасаҫҫӗ, парттӑ хушшинче тӗкӗшсе ларакансем те пур.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кукӑльне кишӗрпе ҫӑмартаран пӗҫернӗ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех вӑл унтан икӗ аллипе кукӑль касӑкӗ тытса, ӑна ҫӑтӑххӑн ҫырткаласа, сӗтеклӗн чӑмла-чӑмла, класа таврӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сайт:

Статистика

...подробней