Новые
Хӗрачасем хушшинче Полинана та курсан, Ула Тимӗр хӑйӗн янкӑр тӳпери каҫхи вӑййа тухнӑ пӗчӗк ҫӑлтӑр савӑнӑҫне ниепле те пытараймарӗ, меллӗ май ҫаврӑнса тухсан хӗрачана ҫурӑмӗнчен е хулпуҫҫийӗнчен лӑп-лӑп ачаш тукаласа та илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ой-ара-рай-я-рай-яй-я!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ой-йо-йо-йо-йо-йо!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Йытти питӗ лайӑхчӗ, Ампар айӗнчен тухмастчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Той, той, той тесе Пурнас йытта пусрӑмӑр, Тирне сӳсе илтӗмӗр, Параппан туса килтӗмӗр.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак халӗ те ҫӗлӗкӗсене хӑю сӑрнӑ виҫӗ яшӑ «сарӑ автан» параппан ҫапсах, капашсӑр ҫӗмӗрӗлсе, ҫакӑн пек юрӑпа пырне хырать:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ача-пӑча шӑв-шавне айӑн-ҫийӗн туй-ҫуй кӗрлевӗ, юрри-ташши, купӑсҫӑсем сӗвелекен кӗвӗ, параппан сасси хупла-хупла хурать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр-пӗрне тӗксе аялалла ярӑнтарса яракансем те, мекӗлчек хуҫса, чикӗл-макӑль туса кӑп-кӑпӑш юр ӑшне пашлатакан та, лаплатакан та пур.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӑшлаткаласа, сӑмсисемпе нӑшлаткаласа, юр ашса, тӗмеске тӑррине мӗшӗлтисем чакаланкаласа, ҫӑмӑллисем вашкӑнса хӑпараҫҫӗ те пӗрисем урисемпе, теприсем купарчисем ҫине ларса, виҫҫӗмӗшӗсем пӗр-пӗринпе «пуйӑсланса» ҫыхӑнса, айкашса, ихӗрсе, лӑри-лари, ҫӑри-ҫари ҫуйхашса ярӑнса, аялалла вайкӑнаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗтӗм шапӑлкка ача-пӑчашӑн, ытларах шӑркалчӑшӑн, кӗҫӗн класра вӗренекенсемшӗн — арҫын ачасемшӗн те, хӗрачасемшӗн те — халӗ ҫакӑнта сурхури мӑйӑрне сапнӑ тейӗн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Митрохинсен кил-ҫурчӗ умӗнчех, урам урлӑ леш енче, ҫӗр, мӑкӑрӑлчӑк ҫамкаланса, вашакланса, пӗчӗк сӑртах ҫаврӑннӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах вӗсем халӗ аслисен ури айӗнчех «кусӑркаланса», кӑпӑр-кӑпӑр явӑнса-тӗркӗшсе е тытмалла-хӑвалашмалла выляса арпашӑнмаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсен «туйӗ», паллах, вӑйӑ-кулӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Туй курма пынисен шутӗнче ача-пӑча та чылаях.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Туй тесен тукмак та тӑрса ташша илтернӗ пулать те-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсен «вутлӑ-хӗмлӗ», кӗрӗс-мерӗс ташши-юррине параппан пӑнтӑртатни-тӳнклетни, питлӗх чанклатни, шӑпӑрпа сассине пӗр нотӑра вӗҫертсе тӑсса какӑртни, купӑс, тӑмра кӗввисем, ама, хушпу, тевет, алка, шӳлкеме тенкисем чанкӑл-чанкӑл чанкӑлтатни, чанкӑр-чанкӑр чанкӑртатни, шӑнкӑл-шӑнкӑл «вут хурса», чӗрӗ вӑй кӳрсе тӑраҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Туй ҫи-пуҫӗ туй халӑхне те пӑхса тӑранмалла мар капӑрлатнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шакӑрчаллӑ ҫунисене те, ут хатӗрӗсене те тӗрлӗ-тӗрлӗ лентӑсемпе, эрешсемпе йӳпсӗнтермеллех илемлетсе, ӗлккенлетсе пӗтернӗ; касса чӗнтӗрленӗ пӗкӗсем айне пӗчӗк йӗс шӑнкӑравсем, пӗкӗсен икӗ енне ҫӳҫеллӗ, ярапаллӑ виҫшер тутӑр ҫакнӑ; ҫунисен ларкӑчисемпе хыҫӗсем ҫине килте тӗртнӗ кавир е кашма сарнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сарай ҫывӑхӗнче урлӑ-пирлӗ сӑрланӑ, мӑйракаллӑ, тимӗрленӗ хыҫлӑ-кӳмеллӗ ҫунасем кӳлнӗ, шерепеллӗ, йӗс тӳмеллӗ, йӗс ункӑллӑ кутлӑх тӑхӑнтартнӑ тӑватӑ ӑйӑр тӑпӑртатса, пуҫне уха-уха тӑрать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗрпе каччӑ тӑванӗсем сӗтел тавра ларса тухнӑ та халӑх йӗркипе туй йӗркине тӑваҫҫӗ.