Новые
Сӑмах май каласах хӑварам — вӑхӑчӗпе чӑваш литературинче урӑхла шухӑшсем те ҫуралаҫҫӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кӗтсе илеймессе те туять пулӗ сисӗмлӗ чӗрипе: «Сана шанаканӗ, ҫакна ҫыраканӗ Ҫӗр айӗнче выртӗ тӑлӑххӑн ун чух, Хӑй ҫийӗнчи ҫӗрӗ ӑна пусса анӗ, Сан чапна курмашкӑн тӑма пулас ҫук».
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑ ҫеҫ шиклентерет: кӗтсе илӗ-ши ӑна поэт?
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫав чӑваш «ҫӗн ӗмӗрӗн ҫӗнӗ» ҫынни пулнине курас килет поэтӑн, вӑл каланӑ сӑвӑ, вӑл хайланӑ юрӑ чӑн ирӗккӗн янӑранине илтес кӑмӑллӑ вӑл.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑнпа ыран патне чӗнет те Ҫеҫпӗл, сӑмаха шанать, чӑваш ачине кӗтет: «Вӑхӑт ҫитӗ. Чӑваш чӗлхи те тимӗр татӗ», «Чӑваш ачи, сассуна пар!», «Килсем! Эс пур, — ҫук мар», «Тин ирӗке тухрӑн, тӗп чӑваш чӗлхи!»…
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Пурнӑҫпа вилӗм» хушшинче ҫав паянлӑх, йывӑр кӗрешӳре, ик тӗнчен хирӗҫ тӑрӑвӗнче ҫуралать вӑл.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑнпа паянхи те пурах Ҫеҫпӗл пултарулӑхӗнче, тен, ӑна та пачах курмасӑр тӑмалла мар-и акӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫак ҫирӗп ӗненӳ, хӑш-пӗр чух паянхи куна шанманни («шӑршлӑ каҫ йывӑрри») асаплӑхра «чӑваш ячӗ таҫта аслатиллӗ саспа» чӗрӗлнине туйса тӑнинчен те килнӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тен, ҫавӑнпах «ӗмӗт наклоненийӗ», пулас вӑхӑт таппи хытӑ сисӗнет сӑвӑҫ хайлавӗсенче: «иртӗ ҫав (иртнӗ вӑхӑтӑн тискерлӗхӗ. — Г. Ф. ) самана»; «Вӑхӑт ҫитӗ, вӑхӑт пулӗ: Ҫӗн йӗрке килсен,… юхмӗ тек куҫҫулӗ, Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ хӗвелӗ ҫунӗ ҫутатса»; «пуласси хӗвел пекех ҫап-ҫутӑ»; «Интернационал кӗперӗ анӗ»; «Чӗрере ачашшӑн ҫунӗ, ҫулӑмланӗ Тантӑшлӑх, тӑванлӑх, юрату кӑварӗ»…
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Паянлӑхра телей тупаймасть вӑл, ун оптимизмӗ те килес кунсен ытарлӑхне туйса тӑнинче палӑрать хӑш чухне.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
В. Г. Родионов сӑнанӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗлӗн трагедийӗ те эстетика тӗлӗшӗнчен кӑтартуллӑ — сӑвӑҫ шавах ырӑ вӑхӑт килессе шанать, ӑна ыранлӑхра кӗтет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫ юрӑҫи пулнине асӑрханӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Унччен эпир поэт оптимист пулнине мала хунӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
… Ахальтен мар поэт сӑввисем хӑш чух проза ритмне ҫывӑх, вӗсенче анлӑ эпикӑлӑх таппи вӑйлӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Поэтӑн сӑнарлӑхӗ те ҫавна май пӗтӗм тӗнчене ярса илекен, ытамлакан, витерекен сӑнлӑх-сӑнар — «тапранӗ кӑвар кайӑкла», «кун-ҫул утти», «чӗрӗлет чӑваш ячӗ таҫта аслатиллӗ саспа», «Эй, эсир, чӗррисем!»
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ахальтен мар поэт чӗнсе, тилмӗрсе, ыйтса каланӑ чух ытларах ватӑсем, чӑвашсем, Ҫӗнӗ кун, вӑхӑт, Ҫӗн поэт, чӑваш ачи йышши пӗтӗмлетӳллӗ сӑнарсем ытларах тӗл пулаҫҫӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑхӑт анлӑшӗ, тӗнчери пулӑмсен хӑвачӗ тухать куҫ умне.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
-Лӑх, -лӗх аффикссемпе хушӑнса пулнӑ япала ячӗсем те, повторлӑ, ик хут калакан сӑмахсем йышлӑ пулни те («хуп-хура, сип-симӗсӗн», «хар-хаяррӑн», «хӗрлӗ-хӗрлӗ…), эпитетсем, предложенисем, фразӑсем анлӑ пулни те («вӗри вутлӑ ҫулӑм», «ӗлӗкхи ӗмӗрсен ӗмӗлки», «чӑваш чӗлхи ҫеҫке ярса чечекленсен»…) туйӑма вӑйлатнипе пӗрлех панорамӑллӑ сӑнсем ӳкерме пулӑшать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Поэтшӑн сӑмах таппи, ун ӳсӗмлӗхӗ сарӑлса пыни, ҫавна ӗненни мала тухнине пӗлтерет вӑл.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӗнсе, тилмӗрсе, хистесе калани вара синтаксис ӑшне-чиккине шӑнӑрласа пырать.