Корпус чувашского языка

Новые

Сӑнӳкерчӗк айне «ҫурт-йӗр трестенчи чи лайӑх прораб» тесе ҫырнӑ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анук хаҫатра Акимов сӑнне курах кайрӗ, — тӳрех сивӗ ҫапрӗ унран!

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анука куҫран пӑхсах сисрӗ пуль-и ҫамрӑк хӗрарӑм унпа килӗшменнине, — тепӗр кунне Кӗтери пӗчӗк хаҫат илсе пычӗ: «Ҫакӑ мар-и сан Акимову, кур-ха», — терӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫапла пулнӑ — ҫаплах пулать те имӗш вӗсем пур чух.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ӑшӑ сӑмахсӑр выҫӑхсах ҫитнӗ Анукшӑн унпа ларни сиплӗ шыв пекех: чуна та ҫӑмӑл пек, пурӑнас шанӑҫ та майӗпен хӗмлене пуҫларӗ, тӗрӗссипе, Кӗтерин чылай сӑмахӗсене — «турӑ йӑлт курни», «турӑ саккунӗ», «ҫылӑхлӑ тӗнче», «чуна турӑ кӗртесси», «турӑ сучӗ» тата ыттисене — ҫамрӑк хӗрарӑм ӑнлансах ҫитеймерӗ; ӑна йӑлт ӗненес-тӗк, Анукӑн пурнӑҫӗ ҫавнашкал килсе тухнӑшӑн, Фомасем-Акимовсем ҫавнашкал хӑтланнӑшӑн ним тӗлӗнмелли-тарӑхмалли те ҫук имӗш.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Питӗ хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитрӗ вӑл Кӗтерие.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ним те ҫыхмалла марччӗ пек иккӗшне, ни ӗмӗт-шухӑш, ни ҫулӗ-вӑхӑчӗ, ни пурнӑҫӗ, — ҫавӑнпа Кӗтери тепӗр куннех килессе тӗлленменччӗ те Анук; ҫакна пӗлнӗ пекех каласа пуҫларӗ лешӗ: «Кӗтмерӗн-и, хӗрӗм, ай-ай, лайӑх шутламан-ҫке эс ман ҫинчен, ай-ай, лайӑх мар, пӗлсе тӑр, хӗрӗм, пурте вӗсем мар».

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Малтанхи кунсенче тӗлӗнерех итлерӗ Анук, мана пуҫласа кураканскерех ӑҫтан-ха пӗлет чуна мӗн хӗснине?

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫаплах шутлан, хӗрӗм, ҫапла шутлама сӑлтавӗ лавӗпех те…»

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Эс халь, хӗрӗм, пурнӑҫ пӗтрӗ тетӗн, ниҫта никам ҫук мана ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен тетӗн ӗнтӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Кӗтери хӑй те Анукран сахалах тӳсмен пулас — ун хуйхине чӗре патне илсе пуплерӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Акимов патӗнчен ыр шухӑшпа килмеҫҫех.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Малтан Анук ун ҫине шикленсе пӑхнӑччӗ; Акимов прораб хушнипе ҫитрӗ-тӗк — пӗтрӗ-ӗ-ӗм!

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мӗнле лекнӗ вӑл больницӑна тата епле пӗлнӗ ухмаха ереслех кулянакан Акашина патне никам пырса ҫӳременнине — ыйтман куна Анук, ватӑ хӗрарӑм хӑй те шарламан.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тӗтреллӗ, сивӗ йӗпхӳ пӗрӗхнӗ кун Анук койки умне, пукана ҫывӑхарах шутарса, Кӗтери пырса ларать.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Кирлӗ мар эп никама та, — ирӗксӗрех шухӑшларӗ Анук, — мӗн пурнӑҫӗ халь».

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Квартал вӗҫӗнче ӗҫ ытла нумайран килнӗ-ши ҫакӑ е пӗри теприн ҫине шаннӑран?

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Анук ялне хут ҫырса яма е шӑнкӑравласа пӗлме нихӑшӗ те ӑс ҫитереймест.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Бригадӑра ун сӑмахне ӗненеҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Ялта ачи е амӑшӗ чирлесе ӳкнӗ пулӗ-ха, темех мар, справка илсе килет ак — йӑлт тӳрре тухӗ», — ку хутӗнче те лӑплантарать прораб хӑйне хӑй.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней