Короткие
Ҫак тапхӑрта сахал тупӑшлӑ граждансене, пӗччен ватӑсене, сусӑрсене пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарас, социаллӑх енӗпе, йӑлара пулӑшас тӗллевпе тӗрлӗ акци, тӳлевсӗр концертсем, ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем пулаҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене, вӑрӑм ӗмӗрлисене, ҫемье ӑшшине чылай ҫул упрама хевте ҫитернӗ мӑшӑрсене хисеп тӑваҫҫӗ.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Япали ку, пирӗншӗн пулсан, пӗрре те мухтанмалли япала марччӗ: чӗрик-чӗрик, шӑлтӑр-шалтӑр сас туса, ӑҫта та пулсан анса каям е пырса тӑрӑнам та вуҫех ҫӳрейми пулам, вӗҫлентӗрех вара асаплӑ ӗмӗрӗм, тенӗ евӗр, ялан ҫул айккинелле пӑрӑнма хӑтланса, ҫилсӗр ҫанталӑкри ҫӗтӗк пӗлӗт татӑкӗнчен те хуллентерех шуса пыратчӗ вӑл.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫав каҫ Хӗлимун тикӗт сӗрнӗ аттине, чылайранпа тытманран тусанпа витӗннӗскере, мунчалапа шӑлса тасатрӗ те тӑхӑнса ячӗ, пӗртен-пӗр кӗпи салтакран илсе килнӗскер кӑначчӗ те, ӑна силлекелесе пиҫиххипе хытӑрах туртса ҫыхрӗ, унтан алӑкне уҫҫисӗр ҫӑрапа питӗрен пек туса ҫаклатса хӑварчӗ те хуллен аслӑ урамалла уттарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсен «вутлӑ-хӗмлӗ», кӗрӗс-мерӗс ташши-юррине параппан пӑнтӑртатни-тӳнклетни, питлӗх чанклатни, шӑпӑрпа сассине пӗр нотӑра вӗҫертсе тӑсса какӑртни, купӑс, тӑмра кӗввисем, ама, хушпу, тевет, алка, шӳлкеме тенкисем чанкӑл-чанкӑл чанкӑлтатни, чанкӑр-чанкӑр чанкӑртатни, шӑнкӑл-шӑнкӑл «вут хурса», чӗрӗ вӑй кӳрсе тӑраҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Георгий Федоров хайлавӗсенче полемика – лирикӑллӑ геройӑн шалти хирӗҫӗвӗпе ҫӗннине шырани палӑрать. Вӑл чӑваш литературинче феномен, ӑна никампа та танлаштарма ҫук. Хайлавӗсенче тӗссен палитри питӗ вӑйлӑ. Ҫыравҫӑна ӑнланас тесен ун шайне ҫӗкленмелле. Паллах, поэт пултарулӑхне тӗпчемелли пайтах», – терӗ критик.
Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/
Ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ социаллӑ ӗҫченсем, вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑла условийӗсемпе интересленсех тӑраҫҫӗ /сӑмах май, асӑннӑ тапхӑрта хӳтлӗх органӗсемпе учрежденийӗсенче тулли мар ҫемьери пӗр ачана шута илнӗ, хальхи вӑхӑтра 29 ҫемьере ҫитӗнекен 61 ача шутра тӑрать/, вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти хатӗрлеҫҫӗ.
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Анчах вырӑс терминологийӗнче -ость суффикслӑ япала ячӗсем -н суффикс йышӑнса тепӗр хут паллӑ ятне куҫаҫҫӗ, танл: яркий — яркость — яркостный, жидкий — жидкость — жидкостный, разный — разность — разностный, стойкий — стойкость — стойкостный, плоский — плоскость — плоскостный, емкий — емкость — емкостный т. ыт. те.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Вӑрмар районӗн Хисеп кӗнекинче ҫырнинчен: «Н.П. Хаймуллин 1927 ҫулхи сентябрь уйӑхӗччен Вӑрмар районне йӗркелес ӗҫре комисси председателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Октябрь уйӑхӗн-че ӑна районти Советсен съездӗнче Вӑрмар райсовет депутачӗсен ӗҫ тӑвакан комитет председательне суйланӑ, ҫак должноҫра вӑл 1927—1929 ҫулсенче ӗҫленӗ».
Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/
«Университетра вӗреннӗ тапхӑрта та эпир вӗсене чи малтанах Яковлев панӑ халала ӑша хывма вӗрентетпӗр, мӗншӗн тесен халалра пурнӑҫа йӗркелесе пымалли тӗп самантсем уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ, студентсем ҫав ӗҫе хӑнӑхса пыраҫҫӗ, аудиторире вӗреннӗ май, аудитори тулашӗнчи ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ май, тӗрлӗ ӑслӑлӑх ӗҫне хутшӑннӑ май».
«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943
Тилли халӑх йӑлипе хӑй миҫе ҫул пурӑнасса куккукран ыйтанҫи пулать, ҫав вӑхӑтрах куккука ӗненмест, хӑйне ҫеҫ шанать, куккука ӗненес пулсан та вӑл ҫакна аван чухлать: тӗнчере никам та икӗ ӗмӗр пурӑнса курман, икӗ ӗмӗр пурӑнма май пулсан, «ырӑ улпутсем» нихҫан та вилмӗччӗҫ, халӑха пусмӑрласа пурӑнӗччӗҫ те пурӑнӗччӗҫ…
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
2021 ҫулта — 2 электрокардиограф, 9 дефибриллятор, медицина служби валли ятарлӑ автомашина, 2022 ҫулта — 3 дефибриллятор, 3 электрокардиограф, маммограф, медицина служби валли ятарлӑ 2 автомашина, 2023 ҫулта — 4 дефибриллятор, 3 электрокардиограф, видеоэндоскопи тытӑмӗ, медицина служби валли ятарлӑ 2 автомашина кӳрсе килнӗ.
Медицина учрежденийӗсене — ҫӗнӗ оборудовани // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12413-medits ... borudovani
ҪӖНӖ ҫул умӗн Туҫа территори пайӗнчи Вӑтаел ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑма урнӑ тилӗ тапӑнни, ҫавна май тискер чӗрчун виллине Шупашкарти ветлабораторинче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вируса малалла аталанма парас мар тесе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн указӗпе иртнӗ ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗнчен карантин пуҫланни пирки вулакана пӗлтернӗччӗ.
Урнӑ тилле пула йӗркеленӗ карантин вӗҫленнӗ // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/52844-urn- ... in-v-clenn
Чӗрчун тӗнчипе ҫут ҫанталӑкӑн уйрӑмах сыхлакан лаптӑкӗсене хӳтӗлекен тата вӗсемпе усӑ курассине йӗркелекен дирекци ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Геннадий Исаков тата Тутарстанри «Анат Кама» наци паркӗн наукӑн аслӑ сотрудникӗ Ринур Бекмансуров ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Муркаш районӗсенчи вӑрманта пулнӑ.
Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ С.Михайлов, ял хуҫалӑх, экономика тата инвестици ӗҫӗн управленийӗн начальникӗ В.Чернов, ял хуҫалӑх уйрӑмӗн начальникӗ В.Васильев ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи ака ӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫланине хаклама хире тухнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе унти лару-тӑрӑва пӑхса тухнӑ.
Хире тухса хак панӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%85%d0 ... b0%d0%bda/
2005 ҫулта районти комиссариат вӑтам тата аслӑ вӗрентӳ заведенийӗсене вӗренме яма 13 ҫамрӑка суйласа илнӗ, анчах та ҫав шутран 4 каччӑ ҫеҫ вӗренме кӗме пултарнӑ: И.Данилов, А. Самылкин(Хӗрлӗ Чутай гимназийӗ), С. Ефимов (Хӗрлӗ Чутай гимназийӗ, Шупашкарти Лебедев ячӗллӗ лицейра вӗреннӗ), А. Максимов (Мӑн Этменти вӑтам шкул).
Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20
Пӗрремӗш кӗнекен аннотацийӗнче ҫапла каланӑ: «автор чӑваш ялӗнчи пӗр кил-йышӑн сакӑрвун ҫул хушшинчи пурнӑҫӗпе ӗҫне-хӗлне тӗпчесе те сӑнаса савӑнӑҫлах мар пӗтӗмлетӳ патне пырса тухать: малашне те ҫакӑн евӗрлӗ манерпе пурӑнсан-ҫараҫлансан чӑваш урӑх халӑха, манкурта, ҫаврӑнса кайма пултарать е пачах пӗтсе ларать».
Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2
Повеҫӗн иккӗмӗш кӑларӑмӗнче автор персонажсене вырӑнсӑр калаҫтарнӑ вырӑс сӑмахӗсене кашни хутӗнчех чӑвашлатма тӑрӑшать: здрасьте — салам; земляк — пӗр ялсем; Большой театр — Пысӑк театр, простой садовод — ахаль пахчаҫӑ; стройка — ҫурт; ҫӳллӗ каблукпа — ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмакпа; воински эшелон — ҫар эшелонӗ т. ыт. те.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
Терминологире вара паллӑ ятӗнчен пулнӑ -ота суффикслӑ япала ячӗсем тепӗр хут паллӑ ячӗн суффиксне йышӑнма пултараҫҫӗ, танл.: мерзлый — мерзлота — мерзлотный, высокий — высота — высотный, долгий — долгота — долготный, широкий — широта — широтный, частый — частота — частотный, полный — полнота — полнотный т. ыт. те.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Вӑл кайнӑранпа икӗ эрне иртсенех, акӑ, туйса илчӗ: Степан унсӑрӑн пурӑнаймасть, пурнӑҫ унсӑр ытла та кичем, тӗксӗм, тӗлӗнмелле те, кунран-кун ӳсекен микрорайон та халь урӑхларах — малтанхи пек илемлӗн курӑнмарӗ, савӑк шухӑш ҫуратмарӗ; арӑмӗн сывлӑхӗ те хӑратрӗ, ӑҫтан пӗлес, тен, шӑпах ҫак самантра аптраса ӳкрӗ пулӗ те.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Муниципалитет округӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Волков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗтӗмпе 38984 гектар ҫинче акса-лартса хӑвармалла, ҫав шутран 23334 гектар тӗш тырӑ, 361 гектар — ҫӗр улми, техника культурисем — 1666 гектар, пахча ҫимӗҫ — 94 гектар, выльӑх апачлӗх культурӑсем 13529 гектар.
Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/


