Короткие
Вӑл та, ытти учительсем те хӑйсен хавхаллӑ сӑмахӗсенче пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тухакан, хӑйсем вӗрентсе ӳстернӗ ҫамрӑксене сывлӑх та сӑваплӑ шӑпа, палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама чӑтӑмлӑх та тӑрӑшулӑх сунчӗҫ, пурнӑҫ вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрешӳ пулнине те, телее ӑспа та ӗҫпе ҫеҫ туптама май пурри ҫинчен те аса илтерчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Виҫҫӗмӗш вырӑнта Илдар Алимов (Шурут вӑтам шкулӗ), Августин Мусорин (Шурут вӑтам шкулӗ), Джамиль Минуллин (Урмаел вӑтам шкулӗ), Матвей Чернов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Даниил Ефремов (Нӗркеҫ вӑтам шкулӗ), Джамиль Каримуллин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Егор Тумаланов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) пулчӗҫ.
Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/
Ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсем уйрӑмах пӑшӑрханаҫҫӗ, синоптиксен асӑрхаттарӑвӗсене ирӗн-каҫӑн тимлесех тӑраҫҫӗ, куҫа уҫнӑ-уҫман чӳречерен пӑхаҫҫӗ — уяр-и паян е ҫук, Интернетра ҫанталӑк прогнозне тишкереҫҫӗ, уй-хирте вӑхӑта вӑрла-вӑрла тенӗ пек ӗҫлеҫҫӗ, мӗн акса-лартса ҫитӗнтернине епле те пулин пуҫтарса илме тӑрӑшаҫҫӗ.
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16
Вӑрӑсем, жуликсем, взятка илекенсем, харам пырсем, социализмла харпӑрлӑха ҫаратакансем сахалланса, сайраланса пыни — нумай енчен пирӗн милици ҫыннисем хӑйсен ӗҫне пӗрмай лайӑхлатнинчен, хуть те хӑҫан та сыхӑ пулнинчен, вӗсем хӑйсен пархатарлӑ та ырӑ ӗҫне халӑхпа, общественноҫпа тачӑ ҫыхӑнса туса пынинчен килет.
4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Владимир Ильич Ленин, 1905 — 1907 ҫулсенчи революци мӗншӗн ҫӗнтерейменнин сӑлтавӗсене тӗпчесе, шӑпах миллионшар хресченсен айванлӑхӗ, вӗсен патриархаллӑ шухӑш-кӑмӑлӗ, йӗркелӗхпе организацилӗх ҫитменни, хуласенчи рабочисемпе ҫыхӑнманни, унталла-кунталла сулӑнкалани поражени патне илсе пынӑ та, тесе кӑтартса панӑ.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Халь акӑ ир тӑрсан ӗҫе васкамалла мар, кунӗпех канлӗхре пурӑнатӑн, анчах ватӑ ҫыншӑн кӗлеткере ыратакан вырӑнӗ тӑтӑшах тупӑнать, ҫавӑнпа пӳртрен урама тухмастӑп, кӗнеке алла тытатӑп, телевизор пӑхатӑп е радио итлетӗп - сехет йӗппи ҫаплипех малалла шӑвать те, каҫ пулнине те сисместӗп вара тепӗр чух, - пӗлтерчӗ ватӑ.
Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html
Санюк ытти кирек хӑш арҫынна та ҫунтарса яма пултаракан, упӑшки ҫине пӑхсан вара сасартӑк йӑвашланакан пысӑк куҫне мӑч-мӑч тутарчӗ те, мӑшӑрне хирӗҫлеме хӑяймасӑр, стакана тытрӗ, чӑпӑрт сыпса пӑхрӗ, хаяр эрехе хӑнӑхманскер, ҫавӑнтах чыхӑнса кайрӗ, ал лаппине ҫӑварӗ умӗнче сулла-сулла, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса ячӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпах ӗнтӗ Юрий Александрович хисеплӗ юбиляра куҫа куҫӑн тӗл пулса саламламасӑр пултарайман, депутат ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗпе, «За заслуги перед землячеством» медальпе, парнепе чысларӗ, кинемей хаҫат вулама юратнине илтсенех ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулшӑн районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫата ҫырӑнса пачӗ.
90 ҫулпа саламланӑ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/13724-90-cul ... a-salamlan
Тӗп инженер хӑй патне тӗрлӗ ыйтупа пыракансене йышӑнмасӑр виҫӗ-тӑватӑ сехете яхӑн Иринӑна ӗҫ вырӑнӗнче ҫын пурнӑҫӗшӗн уйрӑмах хӑрушӑ «уҫӑ» вырӑнсем, хӑпарса тӑрса ӗҫлемелли «ӳсӗр» пусмасемпе лесасем, йывӑрӑш ҫӗклемелли юсавлах мар хатӗрсем пирки каласа асӑрхаттарчӗ, вӗсем ялан юсавлӑ пулмалли ҫинчен систерчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Каллех пуҫларӗ мотор чыхӑна-чыхӑна кӗрлеме, мӗкӗрме, ӳлеме, каллех кустӑрмасем, анра-сухраланса ҫаврӑнса, вут апачӗн каяшне, лапра-ҫӗпрене хыҫалалла, машина хыҫнелле, урӑм-сурӑм сирпӗтрӗҫ, «калашниковран» шатӑртаттарчӗҫ, анчах паҫӑрхиллех вӗсен «шӑлӗсем» хӑйсен хушшине чыхнӑ йывӑҫ-турата ниепле те «витеймерӗҫ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Антун ӗҫ-пуҫ ҫапла ҫаврӑнса килессе малтанах шутласа хунӑ пулас, хайхи кӗрӗк кӗсйинчен пӗр кӗленче «Красный восток» туртса кӑларчӗ те: — Ма кӗрес мар, кӗрес, ахальтен ӑшӑтса ҫӳрерӗм-им ҫак эрехе, — терӗ, ҫавӑнтах тилхепене сулахай енчен туртрӗ те ывӑнма пӗлмен Тӑвӑл сарлака урама чуппине чакармасӑр вӗҫтерсе кӗчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пушмакне хывса лартса, чӗрне вӗҫҫӗн утса кӗчӗ Акимов шалти пӳлӗме, пружинӑллӑ кравать умне ҫитсен хытса тӑчӗ: пӗчӗк Сашук, сылтӑм аякӗ ҫинчискер, сулахай аллипе Наҫтаҫа мӑйран кӑшт аяларахран ҫӑтӑр ыталанӑ, хӑрах урине ун пилӗкӗ ҫине хунӑ, кӑштах уҫӑ тутипе хӗрӗн ҫара хулпуҫҫине перӗнсе, мӑш-мӑш мӑшлатса ҫывӑрать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, райадминистрацин структура подразделенийӗсен, ӗҫ тӑвакан влаҫӑн территорири, федерацири тата республикӑри органӗсен вырӑнти ертӳҫисем республикӑран килнӗ информаци ушкӑнӗн членӗсемпе пӗрле районти ялсемпе шкулсенчи ӗҫ коллективӗсемпе, халӑхпа тӗл пулнӑ.
Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Халь ак ҫак ята ашра каласанах урӑхларах пӑхрӗ ун ҫине: шут мар ку, ытахальтен, ыттисенчен уйӑрас е асӑнма меллӗ пултӑр тесе панӑ ят мар — «Аким-паша» тесе, Иваҫсемпе Виссарионсем чун тарӑхӑвӗпе ыратӑвне пӗлтереҫҫӗ, участокра самана улшӑннине — ҫӗнӗ пуҫлӑх «баронсемпе графсен вӑхӑтне» тавӑрасшӑннине систереҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
1971 ҫулта тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарь» сӗнекен сыпӑнтарни «стыковка» сӑмах термин шайнех ларса ҫитеймест, мӗншӗн тесен стыковочный узел, стыковочная установка тенисене сыпӑну узелӗ, сыпӑну установки тесе куҫарни йӗркеллӗрех илтӗнет (танлаштарӑр: сыпӑнтарни узелӗ, сыпӑнтарни установки тени пачах янӑрамасть):
Чӑваш чӗлхинчи термин тумалли мелсемпе хаҫатсенче мӗнле усӑ кураҫҫӗ // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.
«Ҫакӑ вӑл рынок условийӗсенче производство калӑпӑшне ӳстермелли, ҫав вӑхӑтрах ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтермелли, округри агропромышленность комплексне аталантармалли тепӗр пӗлтерӗшлӗ утӑм» - ҫапла хак панӑ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов «Батыревский» пӗрлешӳри ял хуҫалӑх отраслӗн аталанӑвӗ пирки.
Ҫӗнӗ вите ҫӗкленет // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52846-c-n- ... e-c-klenet
Самана хушши йывӑр пулнӑ пулсан та, мӑн ҫынсем хуйхӑ-суйхӑпа пусӑхнӑ пулсан та — хӗрача чӗрине ҫутҫанталӑк илемӗ те кӑтӑкланӑ, ӑнлансах ҫитме ҫук ӑрӑмлӑ япаласем те пулнӑ ҫӗр ҫинче уншӑн, хӳхӗм ӗмӗтсем те тин ҫеҫ сӑмсаланнӑ — пӗр ҫынсем ахлатни ҫеҫ чӗрене шар! ҫурнӑ, час та часах хаваслӑ кӑмӑла сирсе сӗвӗрӗлтернӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Лева, аварирен трест кантурне таврӑнсан, чи малта приӗмнӑйри тӗкӗр умӗнче хӑйне хӑй тиркевлӗн пӑхса илчӗ: лӗпкере чылай сайралнӑ ҫӳҫӗ, сарӑскер, тӑнлавсем патнелле хулӑнланса анать, пичӗ те шурӑ мар — сарӑ кӗренрех, хӑмӑр та хӗсӗкрех куҫӗсем хӗм сапаҫҫӗ, сӑмсин икӗ енӗпе кӑштах шатра пур, янахӗ сарлака, мӑйӗ хулӑн.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Суйлавӑн юлашки итогӗсене хак парса, «Юманите» хаҫат ҫапла ҫырать: «Версальри суйлав хальхи историре палӑрса юлчӗ, халӑх историйӗн тапхӑрӗ пулса тӑрать. Суйлавра никам иккӗленме пултарайман политикӑллӑ чӑнлӑх палӑрнӑ: «Европа ҫарӗ» текенскерне хирӗҫ пыракан хӑватлӑ юхӑм мӗнпур ҫӗршывӗпе ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать.
Тӗнчери лару-тӑру // И. Артемов. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.
Картишӗнче Калюков, пуҫне каҫӑртса, питне пӗлӗтрен ҫаплах вӗттӗн пӗрӗхекен ҫумӑрпа йӗпетсе уҫӑлтарчӗ, унтан Минин уҫах хӑварнӑ хапхана хупрӗ, чӳрече кантӑкне чӗрне вӗҫӗпе кӑтӑртаттарса, Машука чӗнсе кӑларчӗ те: — Эс ыттисем пек ӳсӗр мар, асту вара, ман йӗкӗтсем, темскер, сыхлӑха ҫухатрӗҫ паян, — тесе асӑрхаттарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.


