Короткие
Ҫав поездах тӑвалла хӑпаракан тӗле ҫитсе, — 1 м/сек² чухлӗ пӗртикӗс чакса пыракан хӑвӑртлӑхпа пыма тытӑнсан, унӑн хӑвӑртлӑхӗ секунда хушшинче — 1 м/сек чухлӗ улшӑнать, вара вӑл пӗр секунда иртсен v₁ = 10 м/сек + (-1 м/сек) = 9 м/сек пулать, икӗ секунда иртсен v₂ = 9 м/сек + (-1 м/сек) = 8 м/сек пулать тата малалла та ҫаплах.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Хӑйӗн питех те паха критикӑлла произведенийӗсенче («Об эстетическом отношении искусства к действительности» (1855 ҫ.), «Очерки гоголевского периода русской литературы» (1855 — 1856 ҫҫ), т. ыт.) Чернышевский материализмла эстетика принципӗсене аталантарнӑ, искусство пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑнса тӑнине сӑлтавласа панӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Виҫӗм кун республикӑра иртнӗ пӗрлехи информаци кунӗнче палӑртнӑ тӗп темӑсем – Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвне пӗтӗмлетесси, 2016 ҫулӑн тӗллевӗсене палӑртасси, ҫуркунне шыв илессинчен сыхланасси, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннах интереслентереҫҫӗ.
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Наттал аппа унӑн мӗн сиксе тухнине ыйтмарӗ, ача хӑех каласа пачӗ: шкултан чупса килнӗ-мӗн те вӑл, сӗтел ҫинче пуҫламан ҫавра ҫӑкӑр курсан, ӑна тӑвар сапа-сапа ҫиме тытӑннӑ, юлашки чӗллине тытсан тин аса илех кайнӑ: ара, амӑшӗ валли хӑвармаллаччӗ ҫуррине, унран ыйтмасӑр, вӑл киле килмесӗр пуҫламалла та марччӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Акӑ, Акимова хирӗҫлемерӗ вӑл, хӑй Тылымра пулса курни, унти парти райкомӗнче «Чувашия» стройучастокӑн ӗҫ меслетне ытти стройорганизацисенче сарма шутланине ҫеҫ пӗлтерчӗ, пирӗн ҫамрӑксем юр хӳсе тултарнӑ палаткӑсенчех пурӑнма хӑнӑхса ҫитнӗ иккен, тӗлӗнетӗп, нихӑшӗ те хӑй ирӗккӗн пӑрахса килекен ҫук терӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Лавҫӑсем утсене эхэхейлетсе хӑвалани, йӗс шӑнкӑравсем пикенсех тинкӗлтетни, хуҫисен кӑмӑлне сиснӗ лашасем хастаррӑн тулхӑра-тулхӑра илни, вӗсен такан ҫапнӑ урисем ҫул хыттине тӑпӑртӑк-тӑпӑртӑк кӳплеттерни, ҫуна сулнӑка ҫапӑннӑ самантсенче хӗрарӑмсем сехӗрленсе кӑшкӑра-кӑшкӑра яни кӑна илтӗнсе тӑрать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑн пек вырӑнсене автор епле юсанине тимлӗ сӑнанӑҫемӗн эпир вӑл тӑван чӗлхемӗрӗн литература нормисене ҫирӗп пӑхӑннине, грамматика правилисене уяса ҫырнине, хӑй калас тенӗ шухӑшсене витӗмлӗрех те усӑмлӑрах палӑртма чӗлхе мелӗсене суйласа илнӗ чухне хӑш принципсене тӗпе хунине лайӑх курма пултаратпӑр.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
Анлӑ ларура Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ Евгений Семенов Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ ҫурхи призыв мӗнле пынипе, призыв комиссийӗн ӗҫӗпе кӗскен паллаштарчӗ, ҫар комиссариатне килессинчен пӑрӑнса ҫӳрекен призывниксемпе вырӑнсенче уйрӑммӑн ӗҫлемеллине ҫивӗчлетрӗ.
Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04
Вара, пӳрте кӗрсе, хӑнана кайма тумланчӗҫ: иккӗшӗ те шур кӗпе ҫийӗн хура бант ҫыхрӗҫ, хура костюм тӑхӑнчӗҫ, ҫунасем ҫине така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпсем йӑтса тухса хучӗҫ, вара учительпе арӑмне пар лашаллӑ ҫуна ҫине лартрӗҫ, хӑйсем кайри ҫуна ҫине ларчӗҫ те яри уҫса пӑрахнӑ хапхаран урамалла тухса вӗҫтерчӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл йывӑр тӗттӗмлӗх витӗр Аслӑ Октябрь ҫутатнӑ кунсенче чӑвашра ирӗклӗ те ҫутӑ пурнӑҫ тӑвассишӗн ӗҫ халӑхӗн тӑшманӗсемпе хӑюллӑн кӗрешет; вӑл граждан вӑрҫи пынӑ юнлӑ хирсенче ютсемпе ҫапӑҫать; вӑлах, каярахпа, юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратассишӗн, хӑш чух выҫӑ пулин те, пӗр ӳпкелешмесӗр йывӑр ӗҫе тӑрать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
«Пирӗн вӑл вӑхӑтри хӑрушӑ тата пӗр вӑхӑтрах паттӑр ҫулсене ӗмӗрлӗхе асра тытма мӗн кирлине пӗтӗмпех тумалла. Кӑҫалхи ҫул пирӗн асаттесемпе аттесен паттӑрлӑхӗпе ырӑ ӗҫӗсем тата хальхи вӑхӑтра Тӑван ҫӗршыва, пире хӳтӗлекен ҫар ҫыннисен хастарлӑхӗ ҫинчен нумай лайӑххи илсе килтӗр»,— тенӗ Олег Анатольевич.
Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫине, Ҫӗнтерӗве халалланӑ // Галина ЕГОРОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... halallana/
«Сирӗн общество ӳлӗм ӗҫе вӑйлатас шанӑҫ пур, — терӗ. — Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче регионсен ертӳҫисен умне 5-10 ҫул хушшинче ҫынсене пурӑнмалли вырӑнпа туллин тивӗҫтерме тӗллев лартрӗ. Сирӗншӗн ҫуртсем валли тимӗр конструкцийӗсем хатӗрлеме ҫул уҫӑлӗ».
Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
«Паян хаҫат, 1930 ҫулта тухма тытӑннипе танлаштарсан, пачах урӑхла, ҫӗнӗлле ӗҫлекен массӑллӑ информаци хатӗрӗ. Халӗ вӑл пичет кӑларӑмӗ ҫеҫ мар, официаллӑ сайт урлӑ та, социаллӑ сетьсенче те, Телеграм-каналра та район хыпарӗсемпе ытти информацие оперативлӑ пӗлтерсе тӑрать», – пӗтӗмлетрӗ Светлана Валериевна.
Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche
Левентей малашне колхозра мӗнле бригадӑсем пулмаллине ҫырать: пилӗк-ултӑ бригада тырпул акса тӑваканнисем, пӗр бригада пахча ҫимӗҫ лартса тӑвать, икӗ бригада выльӑх-чӗрлӗх пӑхмалла (пӗри — лашасене, тепри — ытти выльӑх-чӗрлӗхе), пӗр бригада строительство енӗпе ӗҫлемелле, пӗр бригада кок-сагыз ӳстермелле.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн салам сӑмахӗнче аграри секторӗнче тӑрӑшакансем кӑтартусене ҫулсерен ла- йӑхлатса пынине палӑртрӗ, малалла та пысӑк ҫитӗнӳсемпе ӗҫлеме патшалӑх енчен кӳрекен ҫӑмӑллӑхсем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ.
Ял хуҫалӑхӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсене чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%8f%d0% ... 0%d1%80ec/
Хӑнасемпе район ҫинчен пысӑках мар видеоролик пӑхатпӑр, патефон итлетпӗр, чӑваш халӑх инструменчӗ - шӑпӑр мӗнле янӑранине кӑтартатпӑр, ну, паллах ӗнтӗ, Андриян Николаев лартнӑ космос хурӑнне ыталатпӑр, кӑмӑл туртӑмне тупатпӑр, - каласа парать Пишпӳлекри музей пӗрлешӗвӗн директорӗ Роза Гамзатовна Иванова.
Вырӑнти культурӑна хӑнӑхаҫҫӗ те пӗчӗк тӑван ҫӗршыва хаклама тытӑнаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... na-3846772
«Ачасем шкулта ирттернӗ ҫулсем вӗсемшӗн чи лайӑх вӑхӑт пулччӑр тесе тӑрӑшмалла. Паллах, пирӗн республикӑна вӗренӳ тытӑмӗнче пухӑннӑ чи лайӑх шкул йӑли-йеркисене сыхласа хӑварас пулать», - палӑртнӑ Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров вӗренӳ енӗпе республика канашлӑвӑн пленум ларӑвӗнче, 2019 ҫулхи августӑн 16-мӗшӗ.
Шкулти чи лайӑх йӑла-йӗркесене упраҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3895210
Ҫӳҫӗ вӑрӑм чух Гарри Стопкинра, Христосра, Левене вӑрманта чиксе пӑрахма пултарнӑ шаймӑкра, ҫын сӑнӗ пур пекчӗ, халӗ вӑл, шаклаланса кайнӑ ҫӑхан евӗр, вӑрманҫа шутсӑр кураймасӑр пӑхса ларать: «Смотри, мраҫ-ҫ!.. Пуҫна касса хӑҫан та пулин каска пуканӗ тӑватпӑрах санне!..» тени янӑраса каять вара Левен хӑлхинче.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хӗр-ачи ыйхӑ тӗлӗшӗпе ашшӗпе калаҫнӑ: «Атте, пирӗн Толик калаҫма вӗренет. Атте, пирӗн сана курас килет!..» — тесе вӑл тӗлӗкӗнче калаҫнине илтсен, Танюк чӑтайман вара, вырӑн ҫинчен тӑрса, лампа ҫутнӑ, вӑрӑм ҫӗре кӗскетес кӑмӑлпа алӑ ӗҫӗ тунӑ, кӑвак ҫутӑ хӑпарасса кӗтсе, пӑрланса шӑннӑ чӳречерен пыра-пыра пӑхнӑ.
Ҫутӑ хуҫи // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 65–91 с.
Тӗслӗхрен: таксировщик, строгальщик, токарь-расточник, полировщик, слесарь-инструментальщик, заточник, такелажник, обрубщик, газорезчик, техник-теплотехник, спайщик, инженер-электроник, слесарь-моторист, кабельщик, газоэлектросварщик, фрезеровщик, кабельщица, фрезеровщица, такелажница, заточница т. ыт. те.
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.


