Короткие
Ун уҫлӑхне ытла ҫывӑха килсе ларнӑран вӑл Атӑлпа иртсе ҫӳрекенсенчен чӑлӑш-чалӑш мӑрьеллӗ, ҫӗтӗк ҫи виттиллӗ пӳрчӗсене ҫеҫ мар, ӳкме пуҫланӑ картисене те, хуралса ларнӑ мунчисене те, ҫыран хӗррипе сапаланса тухнӑ вӗтӗ киммисене те, ним йӗркесӗр купаланса выртакан вут-шанкӑ шаршанӗсене те пытараймасть.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗр чӗлхе тупса пӗр-пӗрин чун калинккисене яриех уҫса ярсан, пӗр-пӗринпе ӗмӗрлӗхех пӗр сӳнми юратӑва тӗвӗлӗнме сӑмах татсан, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрне ыталаса илсе чуп тума та хатӗрччӗ вӗсем, пуласлӑхӑн асамлӑ тӗнчинелле ҫутӑлса, ҫунатланса, ҫумма-ҫумӑн, алла-аллӑн тытӑнса «асамат кӗперӗ айӗпе утаканскерсем»…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вера Павловнӑн чаплӑ «тӑваттӑмӗш тӗлӗкӗнче» вӑл социализмла малашлӑхӑн паллисене кӑтартса парать, унта социалла тата политикӑлла пусмӑртан ирӗке тухнӑ этемлӗх малта тӑракан нӑукӑпа техникӑн пӗтӗм хӑвачӗпе ҫӗнӗ те телейлӗ пурнӑҫ тума, пӗр-пӗрне тӑванла пулӑшса, коллективла ӗҫлесе пурӑнма усӑ курать.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑнах, 1928 ҫулта, колхозсем тума пикеннӗ вӑхӑтра, Леонтий ҫемйине малтан этем чӑтайми пысӑк налуксем (тӳлеймесен, пысӑк штраф) хурса тултарнӑ, унтан хӑйне, мӑшӑрне, Михаил аслӑ ывӑлӗпе (кӗнеке авторӗн аслашшӗне) арӑмне ялти ҫын ретӗнчен кӑларса суйлав прависенчен хӑтарнӑ, лишенец ярлӑк ҫакса янӑ.
Тымарсем тарӑн пулсан... // Николай ЛАРИОНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/52460-tyma ... n-pulsan-2
Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров ҫакӑн пек ӑмӑртусем ирттерни регионшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене паралимп дисциплинисене анлӑрах сарма, ҫӗнӗ спортсменсене явӑҫтарма тата Чӑваш Енре ҫак ҫул-йӗре аталантармалли ҫирӗп тытӑм йӗркелеме витӗм кӳрет тенӗ вӑл.
Чӑваш Ен йӗлтӗр спорчӗпе тата биатлон енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри стартсен центрӗ пулса тӑнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/09/111
Ушкӑн варринче йӑрӑс пӳллӗ, клеш шалавар, тӑрӑнчӑк ҫухаллӑ шурӑ лавсан кӗпе тӑхӑннӑ кервен ҫамрӑк «пӑрҫа урапипе» чӑк тумланнӑ, ҫивӗтне симӗс лентӑпа ҫивӗтлетнӗ, ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе тулса якалнӑ нар питлӗ (вӑрман витӗр тухнӑ чух пилеш сапаки ҫапӑннӑ-ши?) тӑпӑл-тӑпӑл хӗр пӗрне-пӗри чунӗсене уҫса тӑраҫҫӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Юлашки ҫулсенче центрта ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленни, ҫулсем хӑтлӑланни, ача-пӑча лапамӗсем, спорт площадкисем йышланни, нумай хваттерлӗ ҫурт таврашӗсем капӑрланни тата ытти те патшалӑх ялта пурӑнакансен интересӗсене мала хунине, вӗсен пуҫарулӑхне ырланине, ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫа кӗртнине ҫирӗплетсе парать.
Патӑрьел - округ "тӗкӗрӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51135-pat- ... krug-t-k-r
Вӗсем хушшинче (эпӗ аслӑраххисенчен тытӑнатӑп) С. В. Элкерӗн «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» кӗнеки, унӑннах Сочиненисен икӗ томӗ, В. И. Краснов-Аслин «Вутра» тата «Тӑвалла» романӗсем, Мӗтри Кипекӗн «Кайӑк тусӗ» романӗпе «Ӗҫре пиҫнисем», «Уйӑх витӗр ҫул курӑнать» повеҫӗсем, Степан Асланӑн «Алла аллӑн», «Хӑват» романӗсем.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
«Ҫак ҫул ӑнӑҫлӑ ирттӗр, эпир вара педагог статусне ҫӗклес, сирӗн чун-хавалӑра ҫирӗплетес, кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтерес тесе хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑвӑпӑр. Ачасем — пирӗн пуласлӑх. Вӗсем мӗнле ҫитӗнесси аслисенчен нумай килет. Ҫак тӗлӗшпе ашшӗ-амӑшӗн те, педагогсен те яваплӑх пысӑк», — палӑртрӗ вӑл.
Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/
Тирпей-илем кӗртесси, йывӑҫ-тӗм лартасси, йӑлари хытӑ каяшсене турттарса тухасси, культура ҫуртне тата ытти обществӑлла ҫуртсене тивӗҫлипе тытса тӑрасси, право йӗркисене пӑснине хирӗҫ кӗрешесси тата ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе ытти ӗҫсене пурнӑҫласси яланах тӗп вырӑнта пулнӑ, малашне те пулӗ.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Чи малтанхи каҫ театра кайсан Зиминцев инженер Аньӑна епле кӗтмен ҫӗртен чуптунине те, ӑна хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен епле хӗрӳллӗн каласа панине те, Аня умӗнче хӑйне епле мӗскӗннӗн тыткаланине те, юлашкинчен Аньӑна Ленинградран урӑх хулана куҫса кайма чӗннине те, — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗлтӗм эпӗ ҫав каҫхине!
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хӑвӑн управдом сӗтелли хушшине лартӑн, слесаре, водопроводчике, дворнике черетлӗ ӗҫ тума хушрӑн, тахӑшне ҫурт тӑррине юсаса пама пултӑн, тахӑшне домоуправлени шучӗпе ремонт туса памастпӑр, терӗн, унтан манӑн отвечӗшӗн тӳлесе янӑ телеграмма ҫинчен аса илтӗн те ҫырса хутӑн: «Вилнӗ… Хурӑнташсем пулман…»
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Миккула халат тӑхӑннӑ хӗрарӑмӑн ҫак сӑмахӗсем перӗнчӗҫ: «Ҫӗнӗ фабрикӑра кунашкал стансем пулмаҫҫӗ, анчах ӗҫлес принципӗ вӗсен пӗрешкелех. Халлӗхе ҫак станпа пир тӗртме вӗренетпӗр. Шӑпланӑр. Халӗ пурте пӑхӑр. Машинӑна ак ҫапла хута ямалла…» — тесе, ҫав хӗрарӑм пир станне мӗнле хута ямаллине ӑнлантарчӗ.
Тӑлӑх ӳснӗ каччӑсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
1953 ҫулта Сталин вилнӗ хыҫҫӑн амнистипе тӗрмерен кӑларнӑ пулсан та вӑл кайранхи ҫулсенче те хӑйне общество приговорӗпе сакӑр ҫуллӑха тесе Ҫӗпӗре кӑларса янине те, спецпоселенинчен тарнӑ тесе судпа айӑпласа сакӑр ҫула яхӑн ӗҫлесе юсанмалли лагере хупса лартнине те тӗрӗс мар решени тесе шутласа пурӑннӑ.
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2
Кӑҫал нумай хутлӑ ҫуртсенче юсав ӗҫӗсем ирттерме 4823,8 млн тенкӗ, Комсомольскинчи Канаш урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра электроэнерги системине юсама 1,6 млн тенкӗ, К.Антонов ячӗллӗ микрорайонти 14-мӗш ҫурт тӑррине витме 2,5 млн тенкӗ, К.Антонов микрорайонӗнчи 2-мӗш ҫуртра шыв системине юсама 680 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/
Акимов ӑна хӑратасшӑн ҫеҫ ҫапла каларӗ, Морозовӑна тӳрех кӑларса яма май ҫуккине пӗлмест мар вӑл: бухгалтера улӑштарма уҫӑмлӑ сӑлтав, трестри главнӑй бухгалтер ирӗкӗ кирлӗ, ку ирӗк пулмасан та пултарать; ирӗкӗ пулсан та, ҫӗнӗ бухгалтер килсе пӗтӗм хутсене йышӑнмасӑр та Лукерья Морозовна тухса каймасть.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Турунов пирки «этем мар, копер тукмакӗ…» тенине илтнӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ кун иртсенех ҫакскер, Аликов, трафарет туса хатӗрлет те, унпа усӑ курса, леш хайхи ӳкерчӗкпе сӑмахсене (сӑвай ҫапакан копер тукмакӗпе «Эпир завод лартатпӑр…» текен сӑмахсене ӗнтӗ) бригадӑри ҫынсен курткисем ҫине сӑрла-сӑрла лартать.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӑна уҫма Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, турнир пуҫаруҫи тата спонсорӗ Наталия Андреева, «Паттӑр» спорт шкул директорӗ Анатолий Афанасьев тата муниципалитет округӗнчи волейбол федерацийӗн председателӗ Сергей Викторов, ҫавӑн пекех спортӑн тава тивӗҫлӗ ветеранӗсем хутшӑннӑ.
Депутат парнисемшӗн // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51568-depu ... rnisemsh-n
Ҫапла вара, «Нарспи» поэмӑн содержанийӗ — вӑл чӑваш халӑхӗн, ытти халӑхсен шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан ӗмӗт-шухӑшсем, халӑхӑн сывӑ ӑс-пуҫлӑ ҫыннисем ҫав вӑхӑтри пурнӑҫа, ӗҫпе кӗрешӗве, телей, юрату ыйтӑвӗсене мӗнле ӑнланнине, поэт хӑй ҫав ыйтусене мӗнле ӑнланнине сӑнлӑхсемпе кӑтартса пани пулса тӑрать.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Муниципалитет округӗнчи ача-пӑча библиотекинче «Пӗлӳ» обществин лекторӗ Гульнафис Азмукова Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулӑн 9 класӗнче вӗренекенсемпе Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсене халалласа «Хӗрарӑмсем тылра тата вӑрҫӑра» темӑпа калаҫу ирттерчӗ.
Хӗрарӑмсем вута та кӗреҫҫӗ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53022-kh-r ... -ta-k-recc


