Корпус чувашского языка

Короткие

Хӑвӑрт-хӑвӑрт салтӑнчӗ, ҫӳҫне, майра хӗрӗ пек, пуҫӗ ҫине пуҫтарса хучӗ, саланса каясран ӑна ик-виҫ тӗлтен приколкӑпа ҫаклатрӗ, физкультура урокӗнче хӑнӑху упражнени тунӑ чухнехи пек алли-урине тӑскаларӗ, темиҫе хут кукленчӗ, сиксе тӑчӗ те шыва шампӑртатса кӗрсе кайрӗ, тулли хул-ҫурӑмне вылятса, ишме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Предпринимательсене ҫавӑн пек пулӑшу памалли мерӑсем кирлӗ тесе шутлатӑп, ӗҫ-хӗл пуҫламӑшӗнче кӑна мар, хӑйсен ӗҫне тахҫанах аталантаракансемшӗн те, сӑмахран, предприятие малалла анлӑлатма, оборудовани туянма тата ытти ҫавӑн пек майсем патшалӑх парать пулсан, унпа усӑ курмалла, — палӑртать Андрей Смолов.

Помоги переводом

Республикӑн инвестици политикин тӗп инструменчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ch-3876256

Шупашкаралла килекен «Чувашия» фирмӑллӑ пуйӑс Ҫӗрпӳ станцинчен тапранса кайсанах, улттӑмӗш вакунри ҫиччӗмӗш купере килекен пӗр 23-25 ҫулсенчи питӗ кӑмӑла каймалла сӑнлӑ пассажир чӑматанне ҫӳлти сентре ҫинчен антарса, лайӑх кӑна туртса ҫыхрӗ, унтан пальтине, ҫӗлӗкне, перчеткине тӑхӑнчӗ те чӳрече умне ларчӗ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫак кунсенче хӳтӗлевпе массӑллӑ ӗҫсен уйӑхлӑхне тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫулталӑкне халалласа пограничник ветерансемпе - Анатолий Быковпа, Николай Тинюковпа, Михаил Харитоновпа, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе, Дизель позывнойпа ҫӳрекен РЭБ батальон командирӗпе тӗл пулу йӗркелерӗмӗр.

Помоги переводом

Паттӑрпа - куҫа-куҫӑн // Валентина АППАКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52443-patt ... kuca-kuc-n

Чӑнах та, Леон Вирьялов тем пек хитре пулсан та, Салампи ӑна пурпӗрех юратса пӑрахмасть, Анатолий Алмазова ҫеҫ савать, мӗншӗн тесен вӑл таса чунлӑ чӑваш хӗрӗ: ҫынна пӗр хитрешӗн ҫеҫ юратмасть, апла пулсан маларах асӑннӑ пӗтӗмлетӳ автор позицине хирӗҫ пырать, ҫавӑнпа кӑларса пӑрахать те ӗнтӗ вӑл ӑна текстран.

Помоги переводом

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Сӑмахран, хуҫалӑх ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнипе е ӑратлӑ выльӑх усранипе, хуҫалӑха ҫӗнӗлле йӗркеленипе /ӳсентӑрана чир-чӗртен тата сӑтӑрҫӑсенчен биологи мелӗпе хӳтӗленипе, тумлам меслечӗпе шӑварнипе, тислӗке витерен кӑлармалли система вырнаҫтарнипе, биотопливо энерготытӑмӗпе усӑ курнипе/ ҫыхӑннисем.

Помоги переводом

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ ҫулта РФ Вӗренӳ министерстви тата Пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс организаци йӗркеленӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫи йышне пирӗн республика та кӗме пултарчӗ, электротехника енӗпе ҫывӑх вӑхӑтра регионсен хушшинчи вӗренӳ компетенцийӗн центрне йӗркелемешкӗн ирӗк илчӗ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ыттисем йӑлтах Иванмучилле ятсем: Питӗрпе Упнер Касантейсем, Уксак Якку, Услей Данилов-Комодри, Кӑмкан, Сажикалкин, Урлӑ Лав, Йӗмӗ аннӑ Натоль-Матоль (Хан Патти), Утлан, Юхха Лаҫҫипе М. Евлепи, Пурхиле Агафонов, Х. Уйташ, Шӗвӗ Сӑмала, Хура Чаршав, Тивет-Кель, Хветӗр Кивер, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Ясарпи Лайкки…

Помоги переводом

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Савӑнӑҫа пайлама Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, администрацин финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова, Пӑлапуҫ Пашьел ял территорийӗн начальникӗ Владимир Никитин, Патӑрьел муниципалитет округӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Петр Ларев тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Уяв умӗнхи савӑнӑҫ // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52166-uyav ... hi-sav-n-c

«Районта пурӑнакансем хӑйсен ентешӗсемпе мӑнаҫланаҫҫӗ, вӗсене пур ҫӗрте те пулӑшаҫҫӗ, малти линири салтаксене кирлине гуманитари ҫӑкӗсем пуҫтараҫҫӗ. Ҫак тӗслӗхсем ҫитӗнекен ӑрушӑн стимул тата ориентир пулса тӑраҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыв службипе хӳтлӗхӗн пӗлтерӗшне кӑтартса параҫҫӗ», - палӑртнӑ Айдар Шайдуллин.

Помоги переводом

Оборона министерстви Пушкӑрт ҫыннине паттӑрлӑхпа профессионализмшӑн наградӑланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... an-3884510

Чӑнах та ӗнтӗ, Лаптев суранӗсем ӑна ун чух тӗлӗнтернӗччӗ те: пушар патӗнче механик пачах та курӑнмарӗ, ял Советне те ӑна килӗнчен чӗнсе пычӗҫ, анчах ҫынсен умӗнче вӑл хӑйне питӗ хӑюллӑ та паттӑр, патшалӑхшӑн чиксӗр пысӑк ӗҫ тунӑ пек тыткаларӗ, Анатоли ҫине ҫилленнӗн, ӳпкеленӗн тата куҫ айӗнчен кӑна пӑхкаларӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

1932 ҫулта тухнӑ «Терминсен вырӑсла-чӑвашла словарӗн» пӗрремӗш кӑларӑмӗнче (обществӑпа политика терминӗсен пайӗнче) конкретно сӑмаха конкретлӑ, патриархальный сӑмаха патриархаллӑ, субъективный сӑмаха супйективлӑ куҫарнӑ, анчах ахтоном, конкрет, патриархал, супъектив формӑсем чӗлхере хӑй тӗллен ҫӳремеҫҫӗ.

Помоги переводом

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

— Паян Раҫҫейри ӗҫлӗ общество умӗнче ҫӗнӗ производство тата суту-илӳ тапхӑрӗсем тӑвас, тӗп сферӑсенче — строительствӑра, машинӑсем тӑвассинче, ял хуҫалӑхӗнче, вӑрман промышленноҫ комплексӗнче, туризмра приоритетлӑ инвестици проекчӗсене хута ярас енӗпе пысӑк тӗллевсем тӑраҫҫӗ, — палӑртнӑ Сергей Катырин.

Помоги переводом

Сергей Катырин Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2023" инвестици сабантуйне хутшӑнакансене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3272144

РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн сотрудникӗсем ҫул ҫитмен ачасем тата ҫамрӑксем наркотик хатӗрӗпе, алкогольпе, чикарккӑпа ан явӑҫччӑр тесе тӗрлӗрен мероприяти, тӗл пулу ирттереҫҫӗ, ачасем йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче кӑнтӑрла та, каҫхине те тухса рейдсем йӗркелеҫҫӗ тата ытти те.

Помоги переводом

Ҫул ҫитмен ача преступлени сӑлтавӗ ан пултӑр // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52923-cul- ... -an-pult-r

Чӑваш республикинчи культурӑ строительстви те социализмпа коммунизм тунӑ тапхӑрсенче мӗн пур нацисемшӗн литературӑпа искусствӑна хӑватлӑн аталантарса чечеклентерме, ҫавнашкалах обществӑн кашни членӗн творчествӑлла пултарулӑхӗсене пур енчен те аталантарма чи паха майсем пулса тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Хамӑн вӑрӑм ӗмӗрте мӗн кӑна курмарӑм тата тӳссе ирттермерӗм пулӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсем уйрӑмах асаплӑ пулчӗҫ. Ҫав синкерлӗ пулӑм ҫӗршывра пурӑнакан кашни ҫынна пырса тиврӗ, йывӑр пулсан та тӳснӗ, чӑтнӑ, яланах ҫутӑ тата телейлӗ малашлӑха шаннӑ», — ҫапларах пуплет пурнӑҫри тумхахлӑ кун-ҫулне тишкернӗ май кинемей.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Анлӑ ларура чӑн малтанах «Чӑваш Республикинчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр» хысна учрежденийӗн Патӑрьел муниципалитет округӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Марсель Сафиянов социаллӑ йывӑр лару-тӑрури 14-18 ҫулсенчи ачасене вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе мӗнле ӗҫлесе пыни пирки паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r

Оринин территори пайӗн пуҫлӑхӗпе ваттисен тата пенсионерсен канашӗсен ертӳҫисем Орининти вӑтам шулӗнчи ачасен «Лучики» ансамбльне тата «Муркаш» халӑх фольклор ансамбль ушкӑнне Ваттисен кунне паллӑ тума пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑшӑн ӑшшӑн тав туса малашне те ӑнӑҫу, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑлпа уявларӑмӑр // Александр ШАРИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... yavlar-m-r

- Ӗҫлемелле, умри ӗҫе чуна парса пурнӑҫламалла, юратса тунӑ ӗҫ ӗмӗре тӑсать, ҫамрӑклӑха упрать, ыранхи куна шанса пурӑнма пулӑшать, - терӗ ялти пурнӑҫа суйласа илнишӗн хӑй мӗн шутланипе кӑсӑклансан Вера Николаевнаӗ 5 ачаллӑ ҫемьере ялта ҫуралса ӳснӗскер, вӑл мӗн пӗчӗкрен килти хушма хуҫалӑхри ӗҫпе туслӑ ӳснӗ.

Помоги переводом

Юратать вӑл ялта пурӑнма // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma

Анчах та Гаджиевпа Курмышова итленӗ хыҫҫӑн темлерех туйӑм ярса илчӗ ӑна, тӗрӗссипе, ҫак туйӑм паҫӑр Маржанад ятлӑ сестрапа калаҫнӑ чухнех чӗмеленме тытӑннӑччӗ: ҫӗр чӗтреннине паттӑррӑн тӳссе ирттернисене, ҫав тери пысӑк инкекпе йывӑрлӑхра та ах! тесе ҫухалса кайман тӑвансене халех-халех пулӑшас килчӗ унӑн.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней