Короткие
Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев ертсе пынӑ жюри конкурса пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ: «Чӑвашла вулакан хальхи проза» номинацире 2014 ҫулшӑн Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», 2015 ҫулшӑн Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнекисем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Девлизер ялӗпе иртнӗ чухне Шигалейпе Ту енчи мӑрсасем те ҫулталӑк ҫурӑ каялла, Новоград Свияжский хулине туса пӗтерсенех хӑйсем кунта ырӑ курса пурӑннине, Ту енчен килекен чӑвашсемпе ҫармӑссене шертнӑй грамӑтӑсем панине аса илчӗҫ пулас, хӑлаҫлансах тем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кун пек писательсем шутне, сӑмахран, украина писателӗсем Тарас Шевченко, Иван Франко, азербайджан писателӗ Ахундов, грузин писателӗ Акакий Церетели, осетин поэчӗ Коста Хетагуров, чӑваш поэчӗ Константин Иванов, коми писателӗ Иван Куратов, казах поэчӗ Абай тата ыттисем те кӗреҫҫӗ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, районпа пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те эпир маскировка сеткисем яватпӑр, пирӗн хӗрарӑмсем ҫак ыйту патне яваплӑ пыраҫҫӗ, кашни пунктра яваплӑ ҫынсем пур, пирӗн уйрӑм ушкӑн пур, унта эпир кашни сеткӑна сӳтсе яватпӑр, канашлатпӑр тата тӳрлететпӗр.
Михайловкӑри волонтерсем 100-мӗш сеткӑ явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... vn-3896337
Пасар эрехне сыпса, паттӑрланас ӗмӗтпе вӑл, хупаха кӗрсе, пӗр пулӑштухрине, хам тавӑм хам сывлӑхшӑн пултӑр тесе, сывлӑш ҫавӑрса илейми хыпаланса ӗҫет, кирлӗ кунта кирлӗ пуласса пӗлсе, икӗ шӑкальнике кӗсйине чиксе, шурӑ перчеткеллӗ парка пӳрнисене выляткаласа, ларса каять малалла.
Нарт-нарт кӑвакал // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 172–190 с.
Февралӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа Вӑрмар поселокӗнче ашшӗпе ывӑлӗ - Александрпа Евгений Бойковсем - урам командисем хушшинче «Хӗллехи классика» ятпа пилӗк туртан тӑракан юр ҫинчи мини-футбол вӑййисем ирттерме пуҫлани, унта пӗтӗмпе ултӑ команда хутшӑнма кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.
«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15
И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелӗнчи филиалне ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агрономсемпе инженерсем, бизнес-центрта зоотехниксемпе ветеринари специалисчӗсем, выльӑх- чӗрлӗх йышлӑ усракансем ҫавра сӗтел хушшине пухӑнчӗҫ.
Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch
ХVI-пе XVII ӗмӗрсенчи производство ӗҫӗсен ытти нумай енӗсем ҫинче, механика задачисене татса парассипе тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑскерсем ҫинче чарӑнса тӑмасӑр, кунта ҫакна палӑртӑпӑр: механика науки аталанассине (ку ӗнтӗ ялан ҫавӑн пек пулса пырать) пуринчен ытла вӑрҫӑ ӗҫӗ хытӑ тӗртсе тӑнӑ.
2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
— Волковсен ҫемйи пурӑннӑ ҫурт, Вагнерсен ҫурчӗ /унта подпольщиксем радио итлеме пухӑннӑ/, нимӗҫ фашисчӗсем Польша чиккинчен пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗнӗ вырӑнсем, Николай Алексеевич тутарнӑ ДОТсем, истори пӗлтерӗшлӗ ытти паллӑ пулӑмсемпе паллӑсем пулас фильмӑн кадрӗсене кӗчӗҫ.
Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ҫавӑн пекех вӑл «Республика королӗсенчен пӗри», «Мораль жрецӗ» ятлӑ памфлетсенче тата «Кампа пӗрле эсир, «культура ӑстисем?» ятлӑ статьяра капиталистсем пӗтӗм пурнӑҫа, этемӗн шухӑшӗпе ӗмӗтне, унӑн кӑмӑл-туйӑмӗсене ылтӑн миххипе пусарса лартма хӑтланнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.
Мирпе коммунизмшӑн кӗрешекен аслӑ писатель // Аркадий Ӗҫхӗл. Ялав. — 1951. — № 6. — 4–6 с.
Девлизер мӑрсана, ку таврари ҫӗрсемпе вӑрмансен хуҫине, вырӑссем пӗр ҫулталӑк каяллах темле сутӑнчӑк ӗҫшӗн (Нургали каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисене йышӑннӑшӑн) Сӗве хулинче ҫакса вӗлернӗ иккен, ывӑлӗсем Иван патша кунталла ҫарпа килме тухни ҫинчен илтсенех ҫемйисемпе Хусана тарнӑ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах вӗсене пӗр-пӗринпе епле шайлаштарса пымалла, хӑҫан урӑх чӗлхе сӑмахӗсене йышӑнмалла, хӑҫан тӑван чӗлхе никӗсӗ ҫинче тунӑ терминсемпех ҫырлахмалла — ҫак ыйту урӑх чӗлхесенчен сӑмахсем йышӑнас туртӑм вӑйлӑ палӑрнӑ чухне терминологи ӗҫӗнче тӗп ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать.
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Кӑҫал ачасен канӑвне йӗркелессипе, сывлӑхне ҫирӗплетессипе, вӗсене хушма пӗлӳ парассипе, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хевтесӗр ачасене психологи-педагогика енӗпе тата халӑха социаллӑ пулӑшу парассипе, культура сферинче рыноксене анлӑлатса социаллӑ пӗлтерӗшлисен хисепне пысӑклатасшӑн.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Хуть те темле ирӗк пултӑр кунта, хуть пылпа та кулачпа тӑрантарса усраччӑр, Чӑвашра хура ҫӑкӑр та кулленех ан лектӗр, вӗренме те ан илччӗр (кӗнекесем тӑрӑх вӗренме пурпӗр никам та чараймасть мана), урамра та ман еннелле тиркесе пӑхчӑр («кулак ачи!») пурпӗрех Чӑваша таврӑнмалла ман.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Клавдия Васильевна асаилӗвӗсем чуна пырса тивеҫҫӗ: «Фельдшера вӗренме 280 ача пуҫӑннӑччӗ, 57-ӗн вӗренсе пӗтертӗмӗр, арҫын ачасем пурте вӑрҫа тухса кайрӗҫ. Кӑнтӑрла вӗренеттӗмӗрччӗ, каҫхине фронтсенчен аманса килнӗ салтаксене госпитале вырнаҫтараттӑмӑрччӗ, вӗсене пӑхаттӑмӑрччӗ».
Тепӗр ентеш-ветеран 101 ҫулта // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... 101-culta/
Чаплӑ уҫнинче район администрации пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусем тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Александрович Данилов, вӗренӳ пайӗн начальникӗн заместителӗ Инна Петровна Данилова, 3-мӗш вӑтам шкул директорӗ Владислав Иосифович Петров, шкул ачисем, педагогсем пулнӑ.
Районта вунпӗрмӗш "Ӳсӗм точки" уҫӑлчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... ch-3933774
«Ял хуҫалӑх продукцийӗн хакӗсем пӗр пек тӑманни вӗсене планласа акса-лартса хӑварас енӗпе чӑрмантарать. Акӑ, иртнӗ ҫул ҫӗрулмин пӗр килограмне 30 ытла тенкӗпе сутрӑмӑр. Кӑҫал вара — 8—9 тенкӗпе анчах. Сӗт хакӗ те палӑрмаллах чакрӗ», — тет «Рассвет» ЯХПК председателӗ М.Р.Афанасьев.
Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/
Пуҫларӗ вара ҫакскер укҫа-тенке шултӑрка тытакансене, апат-ҫимӗҫре тиркевлисене, хаклӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнса япшар ҫӳрекенсене, киносемпе театрсен куравҫисене, хаҫат-журнал ҫырӑнакансене чӑкрашса хаяр пӑрӑҫ хыптарма, йӗплӗ хулӑпа ӗселеме, вӗри тип мунчара имретме, мӑка пӑчкӑпа сӗрме…
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Тунтикунхи канашлура вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн управляющи компанийӗсен ӗҫне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ май Олег Николаев Пӑрачкаври ӗҫ-пуҫпа кӑсӑкланчӗ: ҫынсем унта ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫмелли шыв ҫукки пирки чан ҫапаҫҫӗ иккен.
Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar
Тепӗр пысӑк ӗҫсенчен пӗри – хамӑр тӑрӑхра ҫӗр ӗҫченӗсем кирлӗ пек пахча ҫимӗҫе лартса ҫитӗнтерни, ял хуҫалӑх валли уйӑрнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе те яваплӑха туйса ӗҫсене йӗркелесе пыма пикенетпӗр тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche


