Корпус чувашского языка

Короткие

Паянхи кун Ҫулавӑҫсен ушкӑнӗнче Светлана Никитина, Елена Филиппова, Альбина Самохвалова, Лариса Павлова, Любовь Уляхина, Ирина Трофимова, Альбина Прокопьева, Ираида Казакова, Альбина Егорова, Ренаида Прокопьева, Валентина Васильева, Мария Семенова, Виталий Филиппов тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кашнин ӗҫӗ пӗлтерӗшлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kashni-cyin-pulas ... kirle.html

Дмитрий Краснов министр Раҫҫей турисчӗсем юлашки вӑхӑтра глэмпинг патне туртӑннине, ҫитес вӑхӑтра хӑнасем кӑна мар, Чӑваш Енре пурӑнакансем те хӑйсен канӑвне шыв хӗрринче, ту аййкинче тата йывӑҫсем ҫинче вырнаҫнӑ хӑйне евӗрлӗ ҫуртсенче йӗркелеме пултарассине асӑнса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Глэмпинг патне туртӑнаҫҫӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/31/%d0%b3%d0 ... %d0%b0cce/

Винт линине тӑвакан гипотенузӑна пӗр-пӗр паллӑ кӗтес чухлӗ тайӑлтарсан, винт хӑйне хӑй тормозлакан пулать: вара унӑн тӗнӗлӗ тӑрӑх темӗнле вӑй тивсен те, винт ҫавракӑшне нимӗн чухлӗ тытса тӑракан вӑй та тивмест пулсан та, сӗртӗнӳ вӑйӗ тытса тӑнине пула, винт хускалма тытӑнмасть.

Помоги переводом

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Патша вӑхӑтӗнче чӑвашсем хӑйсен юррисене пытанса, ҫырмасенче, юрланӑ пулсан, урӑх халӑхсем умӗнче ҫӑвара уҫса тулли сасӑпа юрлама вӑтаннӑ пулсан, совет влаҫӗ панӑ ырлӑхсене пула чӑваш халӑхӗ ирӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнчӗ, — ҫӗнӗ саманара унӑн юрри те кӗрнеклӗн янраса кайрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш искусствин паллӑ деятелӗ // Васидий Долгов. Ялав. — 1951. — № 6. — 27–28 с.

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Дар» общество ҫумӗнчи ярмӑрккара Куславкка, Елчӗк, Муркаш районӗсем пахчаҫимӗҫ, сӗт, шашлӑк сутнӑ, «Фиалка» суту-илӳ центрӗн лапамӗнче хула халӑхӗ ЧР Апат-ҫимӗҫ фончӗн, Ишлей райповӗн, Вӑрнарпа Комсомольски районӗсенчи кил хуҫалӑхӗсен продукцине туяннӑ.

Помоги переводом

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хӑйӗн критикӑллӑ статьисенче Белинский уйрӑмах Пушкин, Лермонтов, Гоголь, Островский, Кольцов тата ытти писательсен творчествисене тӗплӗ те анлӑ тишкерсе, вӗсене тивӗҫлипех пысӑк хак парать, вӗсен идейӑллӑ пахалӑхӗпе творчествӑллӑ ӑсталӑхне никамран та лайӑх уҫса кӑтартать.

Помоги переводом

В. Г. Белинский // Ялав. Ялав. — 1951. — № 6. — 32 с.

Халӑхӑн революципе граждан вӑрҫи ҫулӗсенчи паттӑрлӑхӗ, совет саманинчи халӑх пурнӑҫӗ тӗпренех ҫӗнелсе улшӑнни, ҫавна май ҫынсен шалти кӑмӑлӗсем те улшӑнни, вӗсем чунӗпе пуянланни, илемленни, телее халӑх ӗҫӗнче тупни ҫинчен, вӗсем таса юратӑвӗсем ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ сӑвӑҫ.

Помоги переводом

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Гоголь самодержавипе крепостла йӗрке пурпӗрех пӗтессине ӑнланман, вӑл ун чухне тин ҫуралакан революциллӗ демократипе ҫыхӑнман, анчах та хӑйӗн произведенийӗсенче патша саманин, помещиксемпе демократи стройӗн ирсӗрлӗхне, ҫӗрӗклӗхне, ултавлӑхне калама ҫук лайӑх кӑтартса панӑ.

Помоги переводом

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Хӑй вӑл чее ҫын йӑлипе шахвӑртса кӑна калаҫрӗ, хӑйӗн кӑмӑлне палӑртнинчен ытларах Карамыш шухӑш-кӑмӑлне пӗлме тӑрӑшрӗ, юлашкинчен, Чалӑм мӑрсипе чӑваш ӗмпӗвӗ пӗр-пӗрин тӗлӗшӗнчен хаяр тӑшмансем пулса тӑнине ӗненсе пӗтерсен ҫеҫ Тукай пирки усал сӑмахсем хуша-хуша хума тытӑнчӗ.

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗри тунсӑхпа шухӑшлав теми, халӑх хурлӑхне (анчах вӑл хурлӑх чун-чӗре пархатарлӑхне ӳстернӗ) ытла та хумханмалла кӑтартаканскер, ерипен хыҫа юлать поэма вӑйлӑ та тапса тӑракан ритмсем ҫине куҫать Ҫак ритмсем итлекенсен чӗринче вӗҫӗ-хӗррисӗр пурӑнас килнин туйӑмне вӑратаҫҫӗ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑвӑртлӑх сикчевлӗ улшӑнакан вӑхӑт хушшисене кӗскетнӗҫемӗн хӑвӑртлӑхсен графикӗн хуҫкаланчӑк линийӗ тӳрӗ линиллӗ АО график патне ҫывхарса пырать, тата куҫса пынин ҫулне хисеп енчен кӑтартакан прямоугольниксен лаптӑкӗсен сумми те ОАDС трапецин лаптӑкӗ патне ҫывхарса пырать.

Помоги переводом

1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

«Социаллӑ предпринимательсен йышӗ ӳссе пыни пӗчӗк тата вӑтам бизнес аталанӑвӗнче социаллӑ ыйтусене татса пама, социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсене анлӑлатма, халӑхӑн хӳтлӗхсӗр сийӗсене ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшакан ҫул-йӗрӗсенчен пӗри», — тет экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов.

Помоги переводом

«Социаллӑ» статус ҫӑмӑллӑх кӳрет // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %b5%d1%82/

Пур ӗҫе те ӗлкӗрекен ҫамрӑк агроном хӗрсен пурнӑҫне хастар хутшӑнать: вӗсене вӑл пӗрерӗн-пӗрерӗнех хӑй ертсе пыракан хор кружокне илентерет, кашнине кирлӗ кӗнеке тупса парать, тӗрӗ ӗҫне вӗрентет, ҫамрӑк пурнӑҫра пӗр-пӗр пӑрӑнӑҫ сиксе тухсан, хай пӗлнӗ таран усӑллӑ канаш парать.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӗлхе строительстви «чӗлхесен литература формисене йӗркелесе аталантарнинче, пуплевре усӑ курма сӗнекен нормӑсене суйласа илсе пропагандӑланинче, ҫырулӑха лайӑхлатнинче е ҫӗнӗ ҫырулӑх туса хунинче, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан тӗрлӗ чӗлхесене шайлаштарса пынинче» палӑрать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Ҫапах та тӗнче илемӗпе киленсе пурӑнакансем сиссех ҫитерейменни, курӑнакан курмӑша курсах пӗтерейменни те пур ҫакӑнта, тӗнчен куллен-кун, самантсерен пиртен тарса-тарса пыракан, вӗҫсӗрлӗхе пат та пат тумлакан ӗшенми тӗрӗслӗх, пиртен чӗптӗм те ӑс ыйтман вирлӗ юхӑм, ҫаврӑну пур.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку вӑл ӑслӑлӑхпа производствӑн мӗнпур (е ытларах) отраслӗсенче харпӑр хӑй терминологине йӗркелесе аталантаракан чӗлхесемшӗн те (сӑмахран, вырӑс, акӑлчан, украин, грузин чӗлхисемшӗн), пӗчӗкрех халӑхсен чӗлхисемшӗн те (сӑмахран, чӑваш, бурят, осетин чӗлхисемшӗн) пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

«Сире суйлав иртсе кайнӑ ятпа саламлатӑп, анчах суйлав кампанийӗ вӗҫленнӗ ятпа мар. Лайӑх депутатшӑн ҫак кампани халӗ пуҫланать ҫеҫ -ха. Сире пурне те хӑвӑрӑн кулленхи ӗҫӗрпе суйлавҫӑсем йӑнӑшманнине ӗнентерсе пама, тепӗр суйлавччен пысӑк опыт пухма сунатӑп», — терӗ А.Цветков.

Помоги переводом

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«2024 ҫула ҫӗршыв президенчӗ Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫакӑ каллех ҫакна палӑртать: ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси, ҫемьене, амӑшсене, аттесене пулӑшасси тата ачалӑх пирӗн улшӑнми приоритетсем», — палӑртнӑ Радий Хабиров, пӗлтӗрхи ҫырупа Республика Пухӑвне тухса каланинче.

Помоги переводом

Тухӑҫлӑ пулӑшу // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... hu-3883079

— Конкурса хутшӑнма «Ворота на Восток» Республикӑри ведомствӑсем хушшинчи форум» проекта хатӗрлерӗмӗр, ӑна пирӗн ентеш Карим Абдрауфович Хакимов — совет дипломачӗн, араб ҫӗршывӗсенчи Совет Раҫҫейӗн Пӗрремӗш полномочиллӗ представителӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Помоги переводом

Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3876042

Йыснана тата сыснана кӑларакан шӗвеке пӗр сӑлтавсӑрах, виҫерен те шутран тухса, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ейӗве ярӑнса лаккани те сахал мар пулчӗ, ҫавна пулах вӑл эрех чирӗпе чирлесех кайрӗ, ҫутӑ куна урӑ куҫпа курайми те пулчӗ, кӳпченӗ пичӗ тӗксӗммӗн ҫатраланса, самаях сӑнсӑрланчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней