Корпус чувашского языка

Короткие

«Чӑваш Енри аграри секторӗн аталанӑвӗн тӗп факторӗ – ялта фермерсен ӗҫне аталантарасси. Ҫавна май ҫынсене ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтерес, ялта ӗҫлесе пурӑнма илӗртес, ҫемье институтне ҫирӗплетес ыйтусене те татса пама пулать», - тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ С. Артамонов.

Помоги переводом

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Анчах халӗ вӑл хӑйне хӑй унпа темле хаяррӑн шӳт туса илнӗ пек, хӑйне ача вӑййинчи пек куҫӗсене тутӑрпа ҫыхса малалла уттарнӑ пек, унтан курса тӑракансем ахӑлтатса кулнӑ май куҫӗсене салтнӑ хыҫҫӑн хӑй тӳрккессӗн тата каймалли ҫӗрелле мар, пачах урӑх еннелле утнине ӑнланнӑ пек туйрӗ.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗншӗн тесен Ярусов ӑна треста стройбазӑсӑр хӑварнӑшӑн, плансене кирек те мӗнле тултарас тӗллевпе «хушӑран юрӑхсӑр меслетсене те тиркеменшӗн» самаях тиркесе илчӗ; хӑшпӗр стройуправлени пуҫлӑхӗсем рабочисемшӗн ыр тӗслӗх пулманнине, вӗсене Пятин пурпӗрех хӳтӗленине уҫҫӑн асӑнчӗ.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тӗпчев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, радикаллӑ тӗнчекурӑмлӑ ҫамрӑк, маларах ислам тӗнне йышӑннӑскер, 2024 ҫулхи март уйӑхӗнче социаллӑ сетьсенчен пӗринче Мускаври «Crocus City Hall» суту-илӳпе кану центрӗнче теракт тунӑ хурахсен ушкӑнӗн киревсӗр ӗҫне тӳрре кӑларакан материалсем вырнаҫтарнӑ.

Помоги переводом

Ырри патне ҫитермест // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... citermest/

Крепость ҫине тупӑран персе тӑнӑ хушӑра Кӗркке ялан турра кӗл турӗ: пулӑш вырӑссене хӑвӑн хӑватупа, ҫӳлти турӑ, ним юлми аркатса тӑкчӑр вӗсем Ар-Сӗнтӗр крепоҫне, ханӗ те, Мамич-Бердейӗ те, Усеин-Сеичӗ те чул купи айне пулччӑр, мана та ан хӗрхен, эп те ҫак тамӑкран чӗррӗн тухам мар терӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан планеркӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ, кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри – социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ таварӗсен хакӗсене шайлаштарса пырасси, пурнӑҫра кулленех кирлӗ таварсене сӑлтавсӑр ӳссе каяссинчен сыхӑ тӑрасси.

Помоги переводом

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

– Енчен те ертӳҫӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакӑ вӗсен тӗллевӗ мар тет тата федераци ресурсне кӗтсе илсен тин мӗнле те пулсан ӗҫ туса ирттерме палӑртать пулсан регионӑн ҫак ертӳҫи кун хыҫҫӑнхи ӗҫсӗрлӗх ӳснипе ҫыхӑннӑ кӑмӑллӑ мар лару-тӑрушӑн яваплӑха хӑйӗн ҫине илӗ, – асӑрхаттарнӑ премьер.

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Тепӗр художник ашшӗ, хӑрушӑ портрет ӳкернӗскер, хула тулашӗнче, Коломнӑра пурӑннӑ («ку вӑл столица та, провинци те мар; Коломна урамӗсене кӗрсенех ҫыннӑн мӗнпур ҫамрӑк ӗмӗчӗсем сӳнсе ларнӑ пек пулаҫҫӗ. Кунта пуласлӑх ҫук, кунта шӑплӑх кӑна, столица юхӑмӗнчен ларса юлнӑ юшкӑн кӑна»).

Помоги переводом

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Кайран вара, бухгалтер е ҫав ӗҫе тӗпченӗ комисси председателӗ пулнӑ пекех, питӗ тӗплӗн, васкамасӑр, пушара кӑларакан ҫын колхоза, халӑх хуҫалӑхне, патшалӑха миҫе пин те миҫе ҫӗр тенкӗлӗх сиен тунине пӗлтерчӗ; судья решени йышӑннӑ чух вӑл чеен систерсе каланипе те усӑ курчӗ пулмалла.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

Н.С. Хрущев литературӑпа искусствӑ работникӗсен творчествӑллӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ хальхи вӑхӑтра — парти ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас, ҫӗне шухӑш-кӑмӑлла ҫынсем ӳстерес задачӑсене пурнӑҫлассине чи кирли вырӑнне хунӑ вӑхӑтра уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑннине кӑтартса парать.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пухӑннисене Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, Вӑрмар районӗнчи пограничниксен пӗрлӗхӗн председателӗ Герман Боредский, Вӑрмарти территори пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Виссарионов, РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ветеранӗ Михаил Пуклаков тата ыттисем те ӑшшӑн саламларӗҫ.

Помоги переводом

Пограничниксем ялан стройра // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12013-pogran ... an-strojra

Вӗсем пулас пулсан-и, картунта та ток пулӑшнипе телевизор пичӗ хавассӑн ҫуталса лармалла, кӗпе ҫумалли машина хӑйӗн мӑрӑлти юррине кӑмӑллӑн юрла-юрла кӑтартмалла; хулари троллейбус пек, утюг, чашлатса та пӑшлатса, сӗтел ҫинче хӑйне кӑтартнӑ маршрутпа каллӗ-маллӗ хавассӑн чупмалла.

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Туррӑмӑра яланах кӗл-тӑвӑр: Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пулӑшса тӑма ан пӑрахтӑр, пирӗн салтак-тӑвансене Патшана тӗрӗс пӑхӑнса тӑма, хамӑр Ҫӗр-шывшӑн тӳрӗ ӗҫлеме вӑй патӑр, пирӗн вӑрҫа кайнӑ тӑвансене, пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр тӑшманпа ҫапӑҫса, ӑна ҫӗнтерме, сывлӑх, хӑват, тӳсӗмлӗх патӑр.

Помоги переводом

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Тӗрлӗ регионтан килнӗ ачасем ирхи апатлану хыҫҫӑн сменӑна уҫма хатӗрленчӗҫ: Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи», Петӗр Хусанкайӑн «Таня» поэмӑсенчи сыпӑксене, тӗрлӗ поэтӑн сӑввине пӑхмасӑр калама хӑнӑхрӗҫ, чӑваш ташши лартрӗҫ, тӗрлӗ юрӑ вӗреннӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ линейка иртрӗ.

Помоги переводом

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Паянхи чаплӑ пулӑма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа пӗрле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин спорт министрӗ Василий Петров, Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов, спорт ветеранӗсем, вырӑнти халӑх пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Кунта Элӗк муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Терентьев, округ кураторӗ - Шупашкарти Валентина Егорова ячӗллӗ Олимп резервӗсен спорт шкулӗн директорӗ Михаил Андреев, Вӑрнарти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн сотрудникӗ Анатолий Данилов, вӗренӳ учрежденисен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Шупашкарти, ҫавӑн пекех Красноармейскинчи, Муркашри, Канашри тата Комсомольски округӗсенчи Волонтер пӗрлӗхӗсем маскировка сечӗсене, окоп ҫуртисене, квадрокоптер, автоклав, кӑмака-буржуйкӑсем, портативлӑ газ баллонӗсем, ӗҫмелли шыв, типӗ яшкасемпе апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме витӗм кӳнӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СВО паттӑрӗсене тӑтӑшах халӑх ырӑ кӑмӑлпа пулӑшупа тивӗҫтернине асӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/18/111-1

Саккун кӑларакансем 21 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксене алкоголь шӗвекӗсем сутма чармашкӑн пуҫару тунине вара ОК членӗ, паллӑ адвокат Генри Резник хуравларӗ: «18 ҫула ҫитнисене ҫара илетпӗр. Вӗсене хӗҫ-пӑшал тыттаратпӑр, вӑрҫа вилмешкӗн яма пултаратпӑр, анчах эрех сутма юрамасть иккен...»

Помоги переводом

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пушкӑртри Давлекан районӗнче, «Аслы-Куль» ҫутҫанталӑк паркӗн территорийӗнче «Раҫҫей шывӗ» акци шайӗнче экологи субботникӗ иртнӗ. Субботнике хутшӑнакансем Асликуль ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, ҫакӑн пирки регион Экологи министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Пушкӑртра Асликуль кӳллин ҫыран хӗрринчи территорине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3805958

Рабочисем свай ҫапмаллине майӗпен ҫӳле хӑпартаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен энергине ҫӳле хӑпартнӑ свай ҫапмаллин потенциллӗ энергине куҫараҫҫӗ; унтан ҫак потенциллӗ энерги кинетикӑлла энергие куҫать, ҫак кайранхи энерги вара, ҫӗрӗн сопротивленине ҫӗнтерсе, свая ҫӗре ҫапса лартас ӗҫе каять.

Помоги переводом

4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней