Корпус чувашского языка

Короткие

Пӗвери уйӑх чӳхеннӗ май — пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗ, сарӑлса кайса таткаланчӗ; акӑ, ун ҫути йывӑҫ тӑрри витӗр ӳкрӗ те, вӗтӗ хумсем шунӑ май, шыв ҫинче вакланчӗ, ванчӑкӗсем, вуншар ылтӑн пулӑ вылянӑ пек пӗрре чӑма-чӑма тухрӗҫ, тепре ҫиелтен ишсе ҫаврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӑвашсем унта хутшӑнса пурнӑҫри тӗрекне шыраҫҫӗ, туссем, ҫӗнӗ тӗллевсем тупаҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем илеҫҫӗ, – терӗ мероприятие уҫнӑ май ҫулҫӳревсене йӗркелекенӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков.

Помоги переводом

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Ҫул хӗррисемпе йӗркен-йӗркен лартса тухнӑ кӑвак чиесем, персик, черешня, чинар йывӑҫҫисем ҫинче ҫерҫисем, чепченсем, чие, вӗлтӗрен кайӑкӗсем чӗрӗм ыйхине татса, чив-чив чивлетсе те чӗвӗлтетсе, чӑвлатса та чӑйӑлтатса, ирех тем шавлаҫҫӗ, канашлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ун чухне Петӗр Хусанкай М.Захаровӑн «Юрла, чӗрем…» кӗнекине редакцилесе пӗтернӗ, Чӑвашрадио ентешӗмӗр ҫинчен темиҫе передача ирттернӗ, композиторсем хӑш-пӗр сӑввисене юрӑ хывма суйласа илнӗ — ҫаксем пурте ӑна ҫӗнӗ сӑвӑсем ҫырма хавхалантарнӑ.

Помоги переводом

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Культурӑпа социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫи Е.Матюшова вулавӑшсемпе Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе йышӑннӑ Хушӑвне тӗпе хурса ӗҫе йӗркелемелли пирки калаҫрӗ.

Помоги переводом

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

«Хальхи вӑхӑтра Старокучербаево ялӗн клубӗ — хальхи хӑтлӑ ҫурт, унта пӗлтерӗшлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. «Культура» наци проекчӗн шайӗнче тӗп юсав культура ӗҫченӗсемпе халӑх валли чӑн-чӑн парне пулса тӑчӗ, — ӑнлантарнӑ Культура министерствинче.

Помоги переводом

Пушкӑртра юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-4004336

Фондӑн республикӑри филиалӗн ӗҫӗпе туллинрех паллашас тесен ҫак ссылка ҫине пусмалла: https://vk.com/public220653548. «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фонд уйрӑмӗ асӑннӑ адреспа вырнаҫнӑ: г.Уфа, ул.Мингажева, 107. Ӗҫ вӑхӑчӗ: кашни кун 9.00 сехетрен пуҫласа 18.00 сехетчен.

Помоги переводом

Вилнӗ паттӑрӑн ашшӗ-амӑшне газ кӗртме пулӑшнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... hn-3945829

Сӳнтӗкӗн кӑварланнӑ чӳречисем, сарӑ симӗс раща, хура нӑрӑ-тракторсем, ула-чӑла ӗнесем тата вӗсем патнелле утакан Улькапа Аксинья Григорьевна ҫине курмасӑр тенӗ пек пӑхса ларакан Манюка хӑй пурнӑҫӗн Тараспа ҫыхӑннӑ татӑкӗ-сыпӑкӗсем аса килеҫҫӗ…

Помоги переводом

1 // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 118–153 с.

Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин Ҫӗпрел районӗнчи салтак-каччӑсем республикӑра нумай ҫул хушши чи лайӑххисем пулса шутланнине, тӗрлӗ чаҫсен командирӗсенчен салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене Тав ҫырӑвӗсем килнине палӑртса иртрӗ.

Помоги переводом

Тӑван ҫӗршывшӑн служить тӑвасси — пысӑк яваплӑх // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ak-iavaplx

Кулаков хӑй бригадинчи строительсене сӑнаса шухӑша кайрӗ: улшӑнчӗҫ вӗсем, пӑх-халӗ, ним чӗнмесӗр ӗҫлеҫҫӗ, хӑпаракан стена ҫине пӑхнисӗр пуҫне ниҫталла та пӑхмаҫҫӗ; нимле хавхалану та ҫук ал-ура хусканӑвӗнче, нимле кӑмӑл та курмастӑн пит-куҫсенче.

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫавӑн чухне мӗнпур ҫутҫанталӑк: хирсем те, вӑрмансем те, ялсем те, хуласем те, уйӑх ҫутинче кӑваккӑн йӑлтӑртатса юхакан юханшывсемпе пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе те, — пурте, пурте этем чунӗ ҫинчен, унӑн таса юратӑвӗ ҫинчен асамлӑ юрӑ юрланӑ пек туйӑнчӗ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Старообрядец е сектант салтаксен ҫемьисене те, вӗсем арлӑ-арӑмлӑ пулни ҫинчен кирлӗ кӗнекесенче ҫырса хуман пулсан та, ун ҫинчен волостной правление пӗлтерсен, арлӑ-арӑмлӑ пулни ҫинчен чиркӳ кӗнекисенче ҫырнисемпе пӗрех, хыснаран пулӑшу тухать.

Помоги переводом

Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.

Дагестанра ҫӗр чӗтреннипе арканнӑ хулана ҫӗнӗрен ҫӗклеме кайнӑ чӑваш строителӗсем патне аякри ҫулҫӳреве тухса килсен, «Здравствуй, Дагестан!» ятлӑ кӗнеке ҫуралчӗ, уншӑн ӑна Дагестан республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Хисеп грамотипе чысларӗ.

Помоги переводом

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Миршӗн кӗрешесси — пирӗн писательсен тӗп задачисенчен пӗри, Александр Алга ҫакна лайӑх ӑнланать кӑна мар, вӑл ҫак кӗрешӗве хӗрӳллӗн хутшӑнать, унӑн вӑрҫа хирӗҫ, мире хӳтӗлесе ҫырнӑ сӑввисем яланах вӑйлӑ та витӗмлӗ, вулакансен чӗри патне пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Тӑван ҫӗршыва, Раҫҫей суверенитетне хӳтӗлеме хатӗр салтаксене пулӑшнӑ, пулӑшатпӑр та. Ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене кӳрекен пулӑшу мерисем пурте сыхланса юлаҫҫӗ. Вӗсене тимлӗх уйӑрасси — тӗп приоритет», - тенӗ ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

Регион шайӗнчи тӳлеве ӳстернӗ // Эвелина Михайлова . http://gazeta1931.ru/gazeta/12547-khal-k ... t-43-11030

библиотек┃а 1. библиотека ┃┃ библиотечный; ача-пӑча ~ и детская библиотека; куҫса ҫӳрекен ~а передвижная библиотека; библиотека-передвижка; ~ а техникумӗ библиотечный техникум 2. библиотека; килти ~а домашняя библиотека; ~а пух собирать библиотеку.

Помоги переводом

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Вырӑс чӗлхинчи типовая мастерская термин — чӗлхене хальтерех кӗнӗ япала, ҫавӑнпа та ӑна терминологи словарӗсенче те, куҫару словарӗсенче те тупма ҫук, анчах та чӑвашларах ӑна типлӑ мастерской теме пулать (типовый проект «типлӑ проект» тенӗ пек).

Помоги переводом

Тулли тата ҫурма калькӑсем // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.

Ятман савӑнать: халиччен вӑл ялти ҫынсем ҫырӑвӗсене ҫапла пӗр-пӗрне вулаттарнине нихҫан та курман, ҫыру вӑл яланах вӑрттӑн япала пулнӑ, ӑна хӑйӗн ячӗпе илнӗ ҫын ҫеҫ хӗпӗртесе е хурланса вуланӑ, халӗ авӑ фронтран килнӗ ҫырӑва ҫур ял пӑхмасӑр пӗлет.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемпе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ-строительство, ҫул-йӗр тата хӑтлӑх управленийӗн начальникӗ Равиль Ямалетдинов тата администрацин культура, туризм тата информаци тивӗҫтерӗвӗн пай начальникӗ Наталия Никитина паллаштарчӗҫ.

Помоги переводом

Виҫӗ ҫулхи бюджета йышӑнчӗҫ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52088-vic- ... jysh-nch-c

Терминологи ӗҫӗнче тата ак ҫакӑн пек ҫитменлӗх пурри сисӗнет: хӑш-пӗр словарь авторӗсем, вӗсене кура хаҫатра ӗҫлекенсем те, аффикс вырӑнне уйрӑм сӑмахсемпе усӑ курса, терминсене каллех вӑрӑмлатса яраҫҫӗ; кун пекки ӑнлава тӗтрелетме те пултарать.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней