Короткие
Эсир ӑна ҫывӑхра тупаймӑр, ҫавӑнпа, кӗҫӗн лейтенант юлташ, чылай шала кайса ҫӳреме тивет, — майор сӗтел ҫинчи топографи карттине кӑранташ вӗҫӗпе тӗкӗнчӗ, — ак ҫак квадратра пурӑнакан ватӑ вӑрман хуралҫи сире пӗр радисткӑпа ҫыхӑнтарма пултарать.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Еркӗнсем, иккӗш тӗл пулса, пӗр-пӗр ҫӗрелле пӑрӑнсанах, Ҫӗпритуна килсе систермелле: — Чӳречерен виҫҫӗ ҫеҫ шӑкӑртаттарӑр, ҫавӑнтах сиксе тухӑп. Мӗн тумаллине унта куҫ курӗ, — терӗ вӑл, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ ӑҫтиҫуксен пуҫӗсене кӑрчамапа татах пӑтратса.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тимофей Николаевич хыҫҫӑн кайнисенчен хӑшӗ-пӗри — беляевсем, тюмеровсем, мясниковсем, алексеевсем, кондратьевсем т. ыт. — пӑшал кӳпчекки те ҫисе курнӑ, анчах самана вӗсем тапӑннипех улшӑнман: куланайӗ те, патша йӗркийӗ те пушшех хытса пынӑ кӑна.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗрле пуҫтарӑннӑ самантра маттур та тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене: М.Н.Лепешкин водителе, Асанкассинчи лавкка заведующине Е.В.Яндровӑна, В.П. Краснова повара, М.В.Зимцова сутуҫӑна «Центрсоюз. 190 лет потребительской кооперации России» медальсемпе чысларӗҫ.
Тӗллев – туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтересси, паха продукци сӗнесси // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%82e%d0% ... %81%d1%81/
Савӑнӑҫа ял ҫыннисемпе пайлама муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Комсомольски больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, муниципаллӑ округ Пухӑвӗн депутачӗсем хавас пулчӗҫ.
Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/
Патшалӑх сумне тивӗҫнисен йышӗнче - санитаркӑран пуҫласа ревматологи уйрӑмӗн ертӳҫи таран ҫӗкленнӗ Таисия Прокопьева, Галина Албутова агроном, Валентина Героева вӗрентекен, шкул директорӗ Луиза Иванова, Наталия Сергеева артистка тата ыттисем.
Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Регион ертӳҫи пуҫне хунӑ ҫар ҫыннисен амӑшӗсемпе ачисене чун-чӗререн хурлани ҫинчен каланӑ, вӗсене Шаймуратов генерал орденӗсене панӑ, вӗсен пуҫне хунӑ салтакӗсене ҫар задачисене пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартнӑшӑн наградӑланӑ.
Пишпӳлек районӗнче Радий Хабиров пуҫне хунӑ боецсен ҫемйисемпе тӗл пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... ln-4047716
Вӗсем ачасене ку центр уҫӑлни питӗ ӑнӑҫлӑ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен «Ӳсӗм точки» центрта хальхи информаци технологийӗсемпе, вӗренӳ хатӗрӗсемпе оборудовани вӗренӳ пахалӑхӗпе усӑ курма май паракан вӗренӳ хатӗрӗсемпе тата ытларах усӑ курӗҫ.
Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкулта "Ӳсӗм точки " уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... -n-3928148
Пӗрлехи информаци кунӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев республика уйӗсемпе вырӑна тухса паллашрӗ, ӗҫлӗ ҫул ҫӳрев вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнчи «Пионер» агрофирмӑна тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен «Мелилотус» кооператива та ҫитсе курчӗ.
Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/
Ахтупай утать-утать те ыттисенчен чипертерех туйӑнакан ҫулҫа алла илсе ҫавӑркаласа пӑхать е, такама пама хатӗрленнӗ пек, ӑна кӗсйине чикет; тата пӑртак кайсан ӑна паҫӑрхинчен те илӗртӳллӗрех ҫулҫӑ курӑнса каять, вӑл чӑтаймасӑр ӑна та илсе чикет.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Туплашкапа ҫаврашка хушшинчи сывлӑш юхӑмӗн хӑвӑртлӑхӗ ҫав тери пысӑк пулнӑ пирки, ҫав пӗрхӗм ҫаврашка ҫине пусни атмосфера пусӑмӗнчен те пӗчӗккӗрех пулма пултарать, ҫавӑнпа та вара атмосфера пусӑмӗ ҫаврашкана туплашка ҫумне пусса ҫыпӑҫтарать.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Вӗсене ҫак ӗҫ вӑрттӑнлӑхне, кӑткӑслӑхне ку системӑра нумай ӗҫленӗ В.Петров пай начальникӗ, А.Васильева тӗп казначей, А.Павлова тӗп бухгалтер-тӗп казначей, Т.Димитриева аслӑ казначей, Л.Короткова секретарь-машинистка хӑнӑхтарса вӗрентсе хӑварнӑ.
Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet
Ӑнлантару сӑмахӗ, определени позицине йышӑннӑскер, талккӑш ятне кӑтартать пулсан, тӗп сӑмах (япала ячӗ) ҫав паллӑ ячӗпе вырӑн ҫыхӑнӑвӗнче тӑрать, ӑнлантару сӑмахӗ вӑхӑт пайӗн ятне кӑтартать пулсан, япала ячӗ вӑл сӑмахпа вӑхӑт ҫыхӑнӑвӗнче тӑрать.
Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.
«Паянхи куна фермӑра пӗтӗмпе мӑйракаллӑ шултра выльӑх 600 пуҫа яхӑн, вӗсенчен сӑвакан ӗне 231 пуҫ, пушмак пӑрусем — 70, ултӑ уйӑха ҫитмен пушмак пӑрусем — 50 пуҫ, ултӑ уйӑхран пӗр ҫулталӑка ҫитейменнисем — 50 пуҫ, самӑртма хупнӑ вӑкӑрсем — 100 пуҫа яхӑн.
Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat
Калама ҫук анлӑ та ирӗк тӗнчен пӗр пӗчӗк вӑрттӑн кӗтессинче ҫапла икӗ ҫамрӑк чун тӳпе шупкаличчен, ҫӑлтӑрсем вӗтеличчен ларчӗҫ, ӳпӗнтернӗ пысӑк хуран пек ҫаврака тӳпе ҫӗр каҫиччен хӑйӗн вырнаҫӑвне епле улӑштарса, ҫаврӑнса пынине те асӑрхамарӗҫ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ак ӗнтӗ вӗсем, куҫсем, ҫавракалансах пысӑкланса кайрӗҫ, хӗрарӑм сӑн-питӗнче самантрах ӑшӑ, кӑсӑклӑ кулӑ та ҫеҫке ҫурчӗ: вӑтӑр ҫулхи ҫырӑ, кӗрнеклӗ арҫын арӑм тума хӗр е хӗрарӑм шырать; пӳ ҫӳллӗшӗ ҫӗр утмӑл сантиметр та пӗр миллиметр; ялта пурӑнать.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Эсир шаннӑ тивӗҫе пӗлсе пурнӑҫланӑран, халӑх шухӑшне тарӑннӑн ӑнланнӑран тата унпа тачӑ ҫыхӑнура пулса пысӑк ӗҫсене пурнӑҫланӑран ҫитӗнӳсем пулаҫҫӗ, халӑхӑн пурнӑҫ шайӗ ӳсет, районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономики те малаллах аталанса пырать.
Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/
Вӑл мӑшӑлтатса хапха айӗнчен упаленсе тухать те хуҫи хыҫҫӑн чупма пӑхать, анчах та лешӗ пит аякра вашкӑнса, йӳле янӑ пиншакне парашют пек хӑмпӑлчӑлантарса пынине курать, хуҫи пек хӑвӑрт чупма пултарайманнишӗн пӑшӑрханса, вӑрӑммӑн йынӑшса ярать.
Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ӑна ӑсатма ҫакӑн чухлӗ халӑх килни аван-ха вӑл, эппин, ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗнче Саррине кирлӗ ҫын тесе шутлаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ ӑна, анчах, тепӗр енчен, ку ӑсату пирки паян-ыранах Бурнаш пеккисем пӗлеҫҫӗ-ҫке, ун пирки ҫийӗнчех Хусана систерсе хураҫҫӗ.
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Курмышовӑн ку ыйтӑвӗ те — «Кунта вӑл хӗр ҫураҫма килмен пуль-ҫке?» тенӗ иккен вӑл, — Ренӑна ӑшӑрхаттарсах ячӗ: тем тесен те, ӑна намӑс кӑтартасшӑн Александр Прокопьевич, унӑн упӑшкине, Сережӑна, кураймасть те ӗнтӗ, арӑмне те пулин чӗпӗтсе илесшӗн.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.


