Корпус чувашского языка

Короткие

Сӑмах-юмах пӗтрӗ пулӗ тесе вӑл ӑнсӑртран тӗл пулнӑ ҫынсенчен пӑрӑнса кайма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Северьян текенни, ун шухӑшне пӗлнӗ пекех, качча хул хушшинчен ҫатӑртаттарса тытрӗ те: — Ан васка, килне ҫитме ӗлкӗрӗн, тата ыйтмалли пур, — терӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен тухнӑ словарьсенче панӑ юрӑхлӑ терминсене малашнехи словарьсенче те ҫаплипех сыхласа хӑварма тӑрӑшмалла: терминсене кашни словарьте тӗрлӗрен парса пыни терминологие пӑтрашупа йӗркесӗрлӗх, словарьпе усӑ куракансене йывӑрлӑх кӳрет ҫеҫ.

Помоги переводом

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Пӗр хытӑ япаланах тивекен темиҫе параллельлӗ вӑйӑн равнодействующине тупмалла пулсан, малтан ҫак халь тупнӑ правило тӑрӑх икӗ параллельлӗ вӑя хушмалла, унтан кашни тупнӑ равнодействующине хушмасӑр юлнӑ параллельлӗ вӑйсенчен пӗринпе хушмалла.

Помоги переводом

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫимӗк хӗвелӗ паян Ҫӗрпе алӑ тытсах туслашасшӑн тейӗн: ҫиччӗмӗш хутри тӗнчеренех ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа чӗрӗ вӑй пиллес-кӳрес тесе-ши, ытла та аял аннӑ, ӑшшӑн, евӗклӗн ҫиҫет, анчах хӑй ҫине тӳррӗн, куҫа чарса пӑхнине хапӑлламасть — шартать, йӑмӑхтарать.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Коробкӑна пӗр-пӗр тарӑнӑшне антарсан, М манометрӑн уҫӑ сыпӑкӗнчи шӗвек хӑпарать: ҫурхах шал еннелле авӑнса кӗрсе коробкӑри тата резина трубкӑри сывлӑша хӗсет, вара хӗсӗннӗ сывлӑш манометрти шӗвеке пӗр сыпӑкран тепӗр сыпӑкнелле тӗртсе кӑларать.

Помоги переводом

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Пӗр кунхине ҫурҫӗрелле ҫаврӑннӑ ҫил унтан сивӗ сывлӑш каплантарса килсе виҫӗ кун хушши выҫӑ кашкӑр пек тискеррӗн уларӗ те, улмуҫҫи ҫулҫисем хӑмӑрланса пӗтӗрӗнчӗҫ, хура туратсене тӑлӑха хӑварса кӑчӑр шӑннӑ ҫӗр ҫине кӗшӗлтете-кӗшӗлтете тӑкӑнчӗҫ.

Помоги переводом

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Унтан вара ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ертсе пыракан информушкӑн членӗсем, район ертӳҫисем, депутатсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ организаци-предприяти ертӳҫисем ҫур ҫула яхӑн каялла уҫӑлнӑ «Хӗвел» ача садӗнче пулса курчӗҫ.

Помоги переводом

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Олег Алексеевич ун чухне вырӑнти пуҫару мелӗпе юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Енре тӗллевлӗ проектсене икӗ миллиард ытла тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртнине палӑртнӑччӗ, ҫавӑн пекех 2021 ҫул валли хыснара 700 миллион ытла тенкӗ пӑхса хӑварнине асӑнса хӑварнӑччӗ.

Помоги переводом

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

1638 ҫулта вулӑса ҫак ялсем кӗнӗ: Турмышево, Янтикова, Алибаши (Чӳк-ҫырми), Бузаево (Вӑрманхӗрри), Беляева, Алдеярова, Апонасово (Элекҫей Тимеш, Елчӗк р-нӗ), Тяребердеево (Ҫӑлпуҫ), Яншихово, Другое Турмышево (Малые Турмыши), Яковлева (Лачкассси), Тенеева.

Помоги переводом

Вулӑс, район, округ... // Владимир ШАКРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... jon-okrug/

— Эс ан кай-ха, иккӗн сухаласа ҫаврӑнар, — Анушка, ӑста тракторист пек, мотора наччасах чӗртсе ячӗ, тепӗр минутран трактор вара, тан тӗл пулнӑ хӗрпе каччӑна калаҫтарасшӑн пулнӑ евӗр майӗпен шаккаса, суха касси хӗррипе анаталла, ҫырма еннелле шурӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Грант укҫи-тенкине пурнӑҫлама тытӑннӑранпа чӑваш наци костюмӗсем, тӑван чӗлхепе литература, сӗтелсемпе демонстраци витринисем, «Чӑваш Ен» регионти компонент» интерактивлӑ панель туяннӑ, унта чӑвашсен историйӗ, викторинӑсем тата ытти те кӗрет.

Помоги переводом

Пишпӳлек библиотекинче чӑваш чӗлхине упраса хӑвармалли проект пурнӑҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... at-4020548

«Ҫӗршывра промышленноҫ тытӑмӗнче вӑй хуракансем тӗрлӗ таварсем тирпейлесе кӑларассипе ӑста. Спорт хатӗрӗсем питӗ чаплӑ. Пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ куҫ кӗретех», – тесе ҫапларах каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Помощникӗ Игорь Левитин.

Помоги переводом

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Ҫавӑн пекех наука чӗлхи те, шухӑшлавпа пӗлӳ хатӗрӗ тата профессиллӗ хутшӑну хатӗрӗ пулнӑ май, пӗтӗмӗшле литература чӗлхинчен хӑйӗн лексикипе — специалистсем усӑ куракан ятарлӑ сӑмахсемпе (терминсемпе), формулӑсемпе, символсемпе уйрӑлса тӑрать.

Помоги переводом

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Литературӑна вӗрентекенӗн тӗп тӗллевӗ вара - илемлӗ хайлавсен тӗпсӗрлӗхне ҫавӑрттарса кӗрсе каясси, унти сӑнарсен пурнӑҫӗпе пурӑнма вӗрентесси, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне палӑртса тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене татса пама явӑҫтарасси, шухӑшлава аталантарасси.

Помоги переводом

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Никамӑн та парӑнас килмест — Таранов хӑйӗн калавне хӳтӗлеме хӑтланчӗ, анчах Саркай унӑн сӑмахне нумаях итлесе чӑрманмарӗ: «Ман сӑмах витӗмлӗ мар пулсан сирӗн сиенлӗ ҫӗрӗк шухӑшӑр ҫинчен правлени ларӑвӗнче сӳтсе явӑпӑр, унта «ҫӳлтисем» те пулӗҫ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл вӑрӑм тата питӗ хӑрушшӑн илтӗнет - «Колхозри ӗҫ дисциплини шайӗ тата ӗҫ тивӗҫӗсене хутшӑнассинчен сӗмсӗррӗн пӑрӑнакан тата халӑха (обществӑна, ӗнтӗ) хирӗҫле, харам пырла (паразит пек) пурнӑҫ йӗркипе пурӑнакансемпе кӗрешмелли мерӑсем ҫинчен».

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

Пушкӑртри М. Акмулла ячӗллӗ патшалӑх педагогика университечӗн колледжӗн студенчӗ Кристина ҫӑмӑл атлетикӑна юратать, вӑл дисциплинӑна ҫирӗплетет, ҫитӗнӳ тума пулӑшать, спортра ҫеҫ мар, ахаль пурнӑҫра та, сӑмахран, тӗрӗс апатлану, ҫывӑрни, вӗренӳ.

Помоги переводом

"Ҫӑмӑл атлетика — манӑн пурнӑҫ" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... rn-3873242

Ҫӳрӗччӗ Славик Эльвирӑпа, унӑн илемне чунпа ҫеҫ туйса, алӑпа сӗртӗнме хӑймасӑр, ҫав черченкӗ япала хӑй ҫумӗнче пынипе киленсе, унӑн хусканӑвӗсене курса, сывлӑшӗн варкӑшне сиссе, вӑл Славикпе пынишӗн, сӑмах хушнишӗн, куҫӗпе пӑхнишӗн телейлӗ пулса.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫав вӑхӑтра мунча таврашӗнче аппаланакан хӗрарӑмсенчен пӗри такама тем кӑшкӑрчӗ те Пӑкачав тавра пуҫтарӑннӑ арҫынсем патне васкаса чупса пычӗ, унта вара, хӑрах хӑлхаллӑ яштака пӳллӗ йӗкӗте аллинчен тытрӗ те калаҫа-калаҫа хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хусан университетне мухтава кӑларнӑ биологсен, медиксен, химиксен хушамачӗсене вуншар та ҫӗршер асӑнма пулӗ, — терӗ Зимницкий, Парфентьев декан сӑмахне ырласа, — анчах вӗсен пуринчен хаклӑ ӗҫӗ — ҫут ҫанталӑк саккунӗсене шыраса тупма тӑрӑшни.

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней