Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунччен нихӑҫан та эрех-сӑра таврашне ас тивсе курманскер, Полина малтанах ҫакна хирӗҫлерӗ, варарахран ҫеҫ упӑшки «пусахласах» хистенипе, шалти «хирлӗвне» хивре карӑнтарсах ун ӳкӗтне килсе, кӑмӑлне кӳрсе, йӗклене-йӗклене черкке тӑррине малтан саркайӑк шыва сыпкӑм сыпкӑмланӑн чапӑрт татса илчӗ, унтан, куҫне хупса, тӗппи шаплаттарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мултиер арӑмӗн ӳкӗтне кӗнӗ пулас, «кирлӗ ӗҫе» пикеннӗ: чӑпта ҫапма тытӑнас тесе хӗрсех урай варрине юпа лартать.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӑна вӑл пӗрремӗш хут паян хӑйсен килӗнче халӑх ӳкӗтне кӗрсен туйса илчӗ.Впервые он почувствовал это сегодня в своем доме, когда пришли к нему на поклон односельчане.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Арӑмӗ ӳкӗтне хӑлхине чикнӗ пулсан-и?..
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
… Ҫӑлчӗ, ҫӑлмаллипех ҫӑлчӗ ӑна ҫавӑн чухне Матви вилӗмрен: арӑмӗн ӳкӗтне пӑхса тӑмарӗ — хӑпӑл-хапӑлах больницӑна илсе ҫитерчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унтан та кӑларса ярсан, РОНО ӑна, хӗрхенсе тата ӳкӗтне кӗрсе (ара, ҫынни эрех стаканне ҫӑварӗ патне урӑх пач илсе пымасса шантарать вӗт-ха!), тата тепӗр шкулта вырӑн тупса парать.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Темӗн курӑн, килне таврӑнсан, Джемма протестантсен ӳкӗтне кӗме пултарать (Артуршӑн «протестант» тенипе «филистер» тени пӗр пекех пулнӑ).
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Старик хӗпӗртесех кайрӗ, анчах чухӑна пере пуҫларӗ, хаклашма тытӑнчӗ, сӑмах майӗн хӑйӗн ывӑлӗсене ашшӗ ӳкӗтне кӗмесӗр хӗрлисемпе кайнӑшӑн ылханса илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Аҫу ӳкӗтне кӗместӗн пулать апла?
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ӗнтӗ вӗсем ӗмӗр ӳкӗтне кӗме пӗлмеҫҫӗ пулсан, кӗме тӑрӑшмаҫҫӗ те пулсан, чӗн чӑпӑрккапа та ӑса кӗртсе ҫитереймӗн.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Аппӑшӗ каланине Серёжик нумайччен ӗненмесӗр итлесе пӑхса ларать, пӗркелентерсе хунӑ питне-куҫне улӑштарса, йӗрсе яма хатӗрскер, ҫапах та, сасӑ кӑларма хӑяймасть вӑл, вара каярахпа тин аппӑш, ӳкӗтне кӗрет, унпа килӗшет те, зоологически атлас ҫинчи ӳкерчӗксене пӑхма кӑмӑл тӑвать.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Ҫӗнӗ Зеландире хастарлӑ халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, ахальтен мар вӗсем, пӗрре Гобсон ӳкӗтне парӑннӑскерсем, кайран кашни вершук ҫӗрӗшӗн кӑкӑрпа тӑрса кӗрешнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Атте нумайччен пиччӗшӗн ӳкӗтне кӗмен, юлашкинчен ҫапах та килӗшнӗ.Отец долго противился увещаниям своего брата, однако уступил, наконец.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Антон Пафнутьич, кил хуҫи ӳкӗтне кӗмесӗрех, васкавлӑн пуҫ тайрӗ те ҫавӑнтах тухса кайрӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эпӗ ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп; ҫак ҫырусемпе астутарса, эпӗ сирӗн таса шухӑшӑра вӑрататӑп, 2. эсир ӗлӗк сӑваплӑ пророксем каланӑ сӑмахсене, хӑвӑр апостолӑрсем каласа панӑ Ҫӑлакан Ҫӳлхуҫамӑр ӳкӗтне асра тытчӑр тетӗп.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: мӗншӗн эсир те хӑвӑр йӑлӑрсене тытса пырассишӗн Турӑ ӳкӗтне пӑхӑнмастӑр?3. Он же сказал им в ответ: зачем и вы преступаете заповедь Божию ради предания вашего?
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вӗсем патне ҫитрӗм те, вӗсем мана йышӑнмарӗҫ, Ҫӳлхуҫа ӳкӗтне вырӑна хумарӗҫ.Когда я пришел к ним, они отвергли меня и презрели заповедь Господню.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кам та кам Турӑ саккунне уяса тӑрать, ҫавӑ парне шутне ӳстерет; кам Турӑ ӳкӗтне тытса пурӑнать, ҫавӑ канӑҫлӑх парни кӳрет.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара, Санӑн пур ӳкӗтне те туса тӑнӑҫем, намӑса юлман пулӑттӑм; 7. Санӑн тӳрӗлӗхӳн сучӗсене вӗренсе, Сана таса кӑмӑлтан аслӑлӑттӑм.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ вӗсене эпир хӑрушӑ чуралӑхра пурӑнни ҫитмест, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен йӗрӗхӗсене тупа турӗҫ — вӗсем Санӑн ӳкӗтне аркатасшӑн, Санӑн еткерне тӗп тӑвасшӑн, Сана мухтаса юрлакансен ҫӑварне хупласшӑн, Санӑн Ҫуртун чапне, Сана парне кӳмелли вырӑнӑн чапне сӳнтересшӗн, халӑхсене суя турӑсене мухтаттарасшӑн, ӗнтӗ этем-патшана ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑласшӑн.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2