Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳксен (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ку чӑн-чӑн япала, ку япаларан ырри ним те ҫук; ҫиме ыйтмасть, нумай вырӑн йышӑнмасть, яланах кӗсьене вырнаҫма пултарать, ӳксен те ҫӗмӗрӗлмест», тенӗ вӑл яланах.

«Это вещь», обыкновенно говорил он: «уж нет ничего лучше этой вещи: есть не просит, места займет немного, в кармане всегда поместится, уронишь — не расшибется».

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Кунта вара Маруся хӑй е унӑн тантӑшӗсенчен хӑшӗ те пулин ӳксен, нимӗҫсем ҫавӑнтах гранатсем пуррине пӗлме пултараҫҫӗ, вара кӗпер те ишӗлмест, «Катя каҫӗ» те пулмасть, Чайка та вилет.

А если упадет она или кто-нибудь из ее подруг и немцы увидят гранаты — останется целым строительство, сорвется «катина ночь», погибнет Чайка.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Театр ҫинчен лашасем ӳксен уруна амантрӗҫ тетӗн-и?

— Конем с театра, говоришь, зашибло?

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пулемет ҫине иккӗмӗш турат ӳксен хӗп-хӗрлӗ пуличченех хӗрсе кайнӑ кӗпҫи чӑшлатса илчӗ.

Вторая ветка упала на пулемет, и он зашипел: ствол был раскален почти докрасна.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя кӑн-кӑвак куҫлӑ, анчах пит-куҫне хӗвел ӳксен те куҫӗсем йӑлкӑшмаҫҫӗ.

Глаза Кати были синие-синие и не светились, хотя все лицо было залито солнцем.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗлӗт айӗн уйӑх ҫути ӳксен, тӗм мӗлкисем кӑвакран хура тӗслӗ курӑна пуҫларӗҫ.

Из-за облака краешком выглянула луна, и тени от холмов из серых стали черными.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Смирька каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: хыр леш енче ытла та чӑнкӑ ҫыран, унтан ӳксен мӑйна та хуҫӑн.

Смирька обернулся: за сосной такая круча, наверняка шею свернешь.

Тытӑҫу // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Сасартӑк тискер кайӑк сунарҫа кӗтсе тӑмасӑрах тӳрех Смирька ҫине сиксе ӳксен?

Вдруг да не дождется зверь охотника и выскочит на него, на Смирьку?

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Ӳксен ӗнтӗ Пик ҫӑртан шӑлӗнчен хӑтӑлайман та пулӗччӗ.

Тогда ему не миновать её страшных зубов.

Карап тусни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Хӑрса татӑлса ӳксен?..

Или отсохнет?..

Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.

Таврана каҫ сӗмӗ ҫапсан тата сивӗннӗ ҫӗр ҫине хуралтӑсен хӑмӑр кӑвак мӗлки ӳксен, каҫхи апат ҫиме кухньӑна кӗчӗҫ.

Потом, когда смерклось и лиловые густые тени от построек легли на остывшую землю, пошли в кухню вечерять.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ун суранӗ ҫине пӑхмарӗ те, лаша темле хыпӑнчӑклӑн туртӑкаласа кӗлеткипе тӳрленсен тата хуҫинчен тем пирки каҫару ыйтнӑ пек пуҫне лашт усса сасартӑк чӗркуҫҫи ҫине ӳксен ҫеҫ пӑртак пӑрӑнса тӑчӗ.

Он даже не глянул на рану и только чуть посторонился, когда конь как-то неуверенно заторопился, выпрямился и вдруг упал на колени, низко склонив голову, словно прося у хозяина в чем-то прощения.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Такӑнса ӳксен — хӑйне ӳпкелетӗр, Ксени хӑй мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ, Егора, эсӗ тӗрӗс мар тӑватӑн, коммунистсен ун пек тумалла мар, тесе ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ.

Сорвется — пусть пеняет на себя, она сделала все, что могла, лишь бы убедить его, что он не прав и поступает не так, как подобает коммунисту.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫул ҫинче сӗм тӗттӗм, малта ҫеҫ, машинӑ ҫути ӳксен, шыв тулнӑ ланкашкасем ҫуталса илеҫҫӗ, кустӑрмасем айӗнче кӳлленчӗксем шӗпӗртетсе сирпӗнеҫҫӗ, тӑвалла хӑпарнӑ чухне мотор ула-ула илет, шофер, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса, машинӑ йӗртен тухса ан кайтӑр тесе, руле тем пек пӑркалать.

Дорога выплывала из тяжелого мрака, остро поблескивая залитыми водой рытвинами, с густым шелестом расступались под колесами лужи, нудно взвывал на подъемах мотор, а шофер, то и дело смахивая пот со лба, отчаянно крутил баранку руля, чтобы машина не сползала с колеи.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑнах та халлӗхе Коробин иккӗмӗш секретарь шутланса тӑнӑ-ха, пӗрремӗш вырӑнне пӗр уйӑх ытларах кӑна ӗҫленӗ, анчах Бахолдин йывӑрах чирлесе ӳксен, районти мӗн пур ӗҫсемшӗн чӑннипех Коробин ответ тытнӑ.

Правда, Коробин пока еще числился вторым секретарем и исполнял обязанности первого немногим больше месяца; однако после того, как слег Бахолдин, Коробин фактически нес ответственность за все дела в районе.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ну, мӗнех, Екатерина Андреевна, эсир халь мӗн хӑтланнине манмӑпӑр, питӗ ҫӳлех хӑпарса ан кайӑр — ӳксен ыратӗ.

Ну что ж, запомним, Екатерина Андреевна, этот ваш номер, не возноситесь высоко — больно падать будет!

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Асту, шуса ӳксен — инкек курса лармалла пулать!

— Гляди, поскользнешься — беды наживешь!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суранӗ Гришкӑн — сурмаллӑх кӑна, тӑшман ӑна палашпа сулса пуҫӗн тирне ҫеҫ шӑйӑрттарса илнӗ; ут ҫинчен ӳксен, ҫӗре ҫапӑннипе, Гриша ӑнтан ҫеҫ кайнӑ пулнӑ.

Ранение у Гришки пустяковое, скобленул его неприятель палашом в голову, кожу стесал; а упал он с коня, и омороком его вдарило.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл «катюшӑсен» дивизионӗ персе янине те илтмерӗ, Ленино патӗнчи йывӑр тӳпе ишӗлсе аннӑ пекех, тем япала кӗмсӗртетсе, шатӑртатса ӳксен тин, Андрей тӑна кӗчӗ те, малта ҫил-тӑман ҫавӑрттарни мар, хӗвеланӑҫне пӗтӗмпе хупӑрласа хунӑ ҫулӑм-тӗтӗмлӗ ҫӳлӗ чаршав йӑтӑнса хӑпарнине ӑнланчӗ.

Он не слышал даже, как дал залп дивизион «катюш», и только когда перед Ленино что-то рухнуло с треском и грохотом, будто обвалился в низину тяжелый небесный свод, Андрей опомнился и увидел, что впереди — не мутная снежная метель, а огненно-дымная, высокая, заслонившая весь запад.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ну, ҫӗнтерӳллӗ марш калаҫҫӗ, ҫав маршпа салтаксем утса иртеҫҫӗ — кунта музыка хӑйӗн вӗҫне ҫитет; ташӑ кӗвви каларӗҫ, эпӗ ташларӑм, музыка хӑйӗн ӗҫне туса пӗтерчӗ; ну, месса ирттерчӗҫ, эпӗ ҫылӑх каҫарттартӑм — музыка каллех маншӑн ӑнланмалла, ахаль вара — канӑҫа ҫухатни ҫеҫ; ҫак канӑҫсӑрлӑха кӗрсе ӳксен мӗн тумалла — ӑна пӗлместӗп.

Ну, марш воинственный сыграют, солдаты пройдут под марш, и музыка дошла; сыграли плясовую, я проплясал, музыка дошла; ну, пропели мессу, я причастился, тоже музыка дошла, а то только раздражение, а того, что надо делать в этом раздражении, — нет.

XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней