Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳкмерӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑма хӑтланнӑччӗ, айӗнчи вырӑнӗ яр кайнипе кӑшт ҫеҫ тухса ӳкмерӗ.

Попробовал встать и чуть не свалился.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй тӗлӗнче сасартӑк ӳхӗ кӑшкӑрса янипе Янтул яшт тӑрса ларчӗ те кӑшт ҫеҫ ҫӗре ӳкмерӗ.

Из дремоты Яндула вывело неожиданное уханье совы. Он встрепенулся и чуть было не свалился с лошади.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан пӗр старик сӑнаса пӑхрӗ те ун ҫине — кӑшт ҫеҫ кайса ӳкмерӗ.

Но один старец пригляделся к несчастной и, ойкнув, чуть не свалился замертво.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗнле чӗлхӳ татӑлса ӳкмерӗ сан.

И как только язык у тебя не отсох?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хваттер алӑкӗ патне ҫитсен вӑйӗ пӗтнипе чутах тӗшӗрӗлсе ӳкмерӗ вӑл.

Помоги переводом

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Мишень ӳкмерӗ — Етре ҫатлатрӗ чӑтлӑхра.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унпа хӑйне ирӗклӗн тытакан агроном аптрасах ӳкмерӗ, мӗн тавӑрса каламаллине ҫийӗнчех тупрӗ:

Помоги переводом

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Липа аптраса ӳкмерӗ.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗлӗт пуҫ тӑрринчех пулсан та, вӗсем ҫине пӗр тумлам та ӳкмерӗ, унтан пӗлӗт икке йӳпленсе шӗвелсе кайрӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан аптраса ӳкмерӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗншӗн чӗнтернине вӑл хӑй пӗлет, — пӗрре те аптраса ӳкмерӗ Эхмемет.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Селиме аллинчен парне ӳкмерӗ.

Помоги переводом

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юнлӑ шыв тазик туллиех юхрӗ пулин те, хӑраса ӳкмерӗ вӑл.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет тайӑлса кайнипе кӑшт ҫеҫ йӗнертен тухса ӳкмерӗ, ӑна урасем ӗсенкӗсенчен вӗҫерӗнменни кӑна ҫӑлса хӑварчӗ.

Помоги переводом

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн тесе кӗресшӗн эсир, улансем, Тукай кӗлетне? — вӗсенчен пӗрре те хӑраса ӳкмерӗ Чураппа.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хуҫӑлса та каймарӗ, ҫӗре те ӳкмерӗ, ҫат! ҫеҫ тӑрӑнса ларчӗ те хӑйӗн хур тӗкӗ пек хӳрине чӗтретсе илчӗ.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Венчет кӑшӑлӗ кӑшт кӑна ҫӗре ӳкмерӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуҫӗ ҫаврӑнса кайнипе кӑшт ҫеҫ тӑнран каймарӗ, венчет калпакӗ те шафер аллинчен кӑшт кӑна тухса ӳкмерӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ҫав териех аптӑраса ӳкмерӗ, мӗншӗн тесен нумай хӗн-терт, каярахпа туллин уҫӑмланаканскер, хӑйӗн аркатакан ӗҫне тӗрлӗрен ӑнланма май паракан симптомсен хушшинче пуҫлать; маляри пирки шанчӑклӑрах шухӑшларӗ, — ара, унӑн пытарӑнчӑк ӗренкисем ҫав тери тӗрлӗ енлӗ.

Он не был обескуражен, так как немало тяжких страданий, вполне ясных впоследствии, начали свою разрушительную работу среди разноречивых симптомов; увереннее всего он думал о малярии, скрытые формы которой очень разнообразны.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Вӗсем аял енче, ҫавӑнпа та вӗсене курма май ҫук, — аптӑраса ӳкмерӗ путсӗр ултавҫӑ.

— Они с нижней стороны, так что их не видать, — заявил прохвост.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней