Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫченӗ (тĕпĕ: ӗҫчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара, кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫулталӑкӗнчи кӑтартусем тӑрӑх Владимир Николаев («Мураты») - «чи лайӑх тракторист», Юрий Леонидов («Янгорчино») - «чи лайӑх водитель», Ирина Константинова (Карл Маркс ячӗллӗ хуҫалӑх) - «чи лайӑх доярка», Алина Никитина (аш-какай комбиначӗ) - «чи лайӑх свинарка», Владимир Крипчаков («Санары») - «чи лайӑх комбайнер», Лев Курманин («Агрохмель) - «чи лайӑх хӑмлаҫӑ», Елена Савина (аш-какай комбиначӗ) - «аш-пӑш тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», Елена Туйманкина (типӗтнӗ сӗт завочӗ) - «сӗт тирпейлекен промышленноҫӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» ятсене тивӗҫрӗҫ.

Помоги переводом

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вӗсем - Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бригадирӗ Надежда Афанасьева, операторӗ Ирина Григорьева, «Санары» агрофирма тӗп бухгалтерӗн заместителӗ Наталия Яковлева, «Янгорчино» хуҫалӑх механизаторӗ Валерий Николаев, «Мураты» кооператив водителӗсем Илья Петровпа Олег Петров, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн зоотехникӗ Людмила Ермолаева, водителӗ Михаил Ильин, тракторисчӗ Андрей Семенов, обвальщикӗ Алексей Ильин, аш-пӑш техӗмлекенӗ Татьяна Петрова, сысна комплексӗн ӗҫченӗ Мария Захарова, Вӑрнарти типӗтнӗ сӗт завочӗн лаборанчӗ Надежда Антонова, аппаратчикӗ Наталья Васильева, маҫтӑрӗ Надежда Семенова тата Уйкас Кипекри ветучасток заведующийӗ Галина Иванова.

Помоги переводом

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ӑна «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята илнӗ ятпа саламларӗҫ.

Помоги переводом

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Маттурах ҫав ял ӗҫченӗ!

Помоги переводом

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Сӗтел хушшинчи ӑшпиллӗ калаҫу хыҫҫӑн библиотека ӗҫченӗ Вера Горбунова ҫӑм ҫипписемпе усӑ курса ҫемье оберегӗ тумалли ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ.

Помоги переводом

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Светлана Петрушкина (Деменкова), Раҫҫей Федерацийӗн Пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.

Помоги переводом

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Иккӗмӗш хутӗнче ӑна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен ҫын шӑнман пӑрпа лартса янӑ.

Во второй раз ее обманул так называемый работник Федеральной службы безопасности.

Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ икӗ хутчен улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36725.html

Ара, ял ӗҫченӗ вӑл мӗн тумаллине каламасӑрах пӗлет.

Помоги переводом

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

1996 ҫулта Михаил Ильич Пушкӑрт Республикин Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.

В 1996 году Михаил Ильич был удостоен звания Заслуженный работник сельского хозяйства Республики Башкортостан.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Пирӗн Шупашкар тӑрӑхӗпе ӗҫлекен Ростехнадзор ӗҫченӗ отпускра иккен, ҫитес тунтикун кӑна тухать.

Работник Ростехнадзора, работающий по Чебоксарскому округу, оказался в отпуске, и выходит только в следующий понедельник.

Хӗле хатӗрленетӗп // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/328

Вӑл - тыл ӗҫченӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ.

Она — труженик тыла, вдова ветерана.

Трактористка 100 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36171.html

Ҫавна май мӗн пур кӗрхи ӗҫсене (кӗрхи ҫӗртме сухи тӑвассинчен пуҫласа хирсенче сапаланса выртакан тюксене фермӑсен ҫывӑхне турттарасси таран) пысӑк тӑрӑшулӑхпа пурнӑҫлать ҫӗр ӗҫченӗ.

Помоги переводом

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

Вырӑна ҫитсен пире вӑрман хуралӗн яваплӑ ӗҫченӗ Вячеслав Артемьев кӗтсе илчӗ.

Помоги переводом

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Мероприятие уҫса пурне те ӑшшӑн саламланӑ май Лия Кириллова вулавӑш ӗҫченӗ, вӑлах мероприятие йӗркелекенӗ, залра ларакансене сумлӑ хӑнасемпе паллаштарчӗ.

Помоги переводом

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пынипе «Эткер» фольклор ушкӑнӗ тата юбилярӑн ентешӗсем Алина Михайловӑпа Валентина Михайлова чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ, хӑнасен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗҫ.

Помоги переводом

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/

Ҫавна май унӑн ӗҫтешӗсем Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, патшалӑх деятелӗ Ольга Денисова тата Чӑваш Республикин Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова саламларӗҫ, унӑн ӗҫ-хӗлне, ҫынлӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ.

Помоги переводом

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/

Эпӗ «Госуслуги» е МФЦ ӗҫченӗ.

Помоги переводом

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Эпӗ банк ӗҫченӗ.

Помоги переводом

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Укҫӑра тыттарнӑ хыҫҫӑн «йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ» тӳрех ҫухалать.

Помоги переводом

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Эпӗ полици (ФСБ, прокуратура, ытти вӑй ведомстви) ӗҫченӗ.

Помоги переводом

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней