Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗҫӗмсӗр эрех ӗҫнипе хӑйсен тахҫанах хырӑнман пит-куҫӗ тӑртанса кайнӑ, сивухӑ шӑрши таҫта ҫити перет.От непрерывного пьянства давно не бритые их физиономии распухли, сивушный дух несется далеко окрест.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хам нимӗн те ӗҫменшӗн савӑнтӑм, анчах ӗҫнипе ӗҫменни пӗрех: вӗсем мана пурпӗрех сисес ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ сывламасӑр тенӗ пек выртатӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Илемле ҫын пан полковник Голуб: куҫхаршийӗсем хура, пичӗ шурӑ, анчах ялан ӗҫнипе кӑшт сарӑхнӑ санлӑ.Красив пан полковник Голуб: брови черные, лицо бледное с легкой желтизной от бесконечных попоек.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах ҫилленнипе ним пӗлми пулса кайнӑ, тата эрех ӗҫнипе куҫӗ-пуҫӗ алчӑрса кайнӑ ҫын ҫӗр ҫине пӗшкӗнчӗ те, Сергей ҫинелле чул муклашкисем пӑр ҫунӑ пекех вӗҫе пуҫларӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Карчӑкӑн хӗпӗртенипе, эрех ӗҫнипе, сигара тӗтӗмӗпе пуҫӗ ҫавӑрӑнсах кайнӑ; упӑшки унпа калаҫма пуҫларӗ те — аллипе ҫулчӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Юлашкинчен, Евдоксия, эрех ӗҫнипе пӗтӗмпех хӗрелсе кайнӑскер, пӑсӑлнӑ фортепьянӑн клавишисене лаптак чӗрнисемпе шаккаса, хӑйӑлти сасӑпа малтан цыгансен юррисене, унтан Сей-мур-Шиффӑн: «Тӗлӗрет ыйхӑллӑ Гранада» романсне юрлама пуҫларӗ, Ситников пуҫне шарф ҫыхса: «Вӗри, вӗри тутасене Пӗрлештерер чуптуса» — тесе юрланӑ вӑхӑтра, юратупа каҫса кайнӑ еркӗн пулчӗ.
XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл, сӑра та эрех ӗҫнипе ӳсӗр пулнӑ пулсан та, ют ҫын куҫӗ умӗнче ҫакӑн пек ларни тата ҫапла хӑтланни аван маррине ӑнкарса илчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ӑна сив чир хутлатса чӗтретрӗ; хина ӗҫнипе хӑлхисем янӑрарӗҫ, ҫурӑлса тухас пек ыратакан пуҫӗ вут пек тӗлкӗшсе ҫунчӗ.Его трепала лихорадка, от хины звенело в ушах, голова, начиненная болью, пылала.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кайран вӑл сӑлтавне ниепле те тупаймарӗ: те Хуракуҫ хӗре курас килнинчен, те Соньӑна хӗрхеннипе, те Рубцов-Емницкие пула, те эрех ӗҫнипе, те пурте пӗрле тӑвӑнса килнипе-и, — Сергей хӑйне хӑй чараймарӗ, алӑк патне чупса пырса, ӑна урипе тапса уҫрӗ те: — Тухса кай пӳртрен! Илтетӗн-и? — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нумай та пулмасть-ха, ытлашши ӗҫнипе вӑл вилсе выртатӑп пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ: хӑсрӗ те-ҫке вӑл ун чухне!
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл Чернявкин эрех ытлашши ӗҫнипе кӗтмен ҫӗртен вилсе кайни ҫинчен пӗлтерчӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Чылайччен чупса ывӑннипе, тата пӗр курка ханша ытлашши ӗҫнипе, вӑл ыраш улӑм ҫине ларса пынӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ, вӑранса каялла ҫаврӑнса пӑхсан, ҫавӑнтах хыпӑнса ӳкрӗ: ҫуна хыҫӗнче Ольховкӑран тухнӑ хӗрарӑм ушкӑнӗнчен ҫурри кӑна тӑрса юлнӑ.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫил ҫинче ҫӳренипе тата эрех ӗҫнипе унӑн пичӗ хӗрелсе, кӳпчесе кайнӑ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сивӗ шыв ӗҫнипе унӑн пырӗ ыратма пуҫларӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лукашка, икӗ ҫӗр ҫывӑрмасӑр каҫнӑ хыҫҫӑн, уявра ҫав тери нумай ӗҫнипе пӗрремӗш хут ураран ӳкрӗ те Ямка патӗнче ҫывӑрчӗ.
XXXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Старик ҫак каҫхине ытлашши нумай ӗҫнипе урайнех йӑванса анчӗ; вара Ванюшӑн, хӑйне пулӑшма салтаксене чӗнсе пырса, сура-сура, ӑна сӗтӗрсе тухма тиврӗ.
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Шурӑ тӗслӗ ҫырла эреххи нумай ӗҫнипе йӑлт хӗремесленсе кайнӑ, шӑрҫисем сарӑлнипе пач хура пулса тӑнӑ куҫлӑ, пӳрленчӗк хӗрлӗ туталлӑ Шурочка сасартӑк Ромашов патне ҫывӑхах пӗшкӗнчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хамӑн калавӑн кичем пайне кӗскетес тесе, ҫакна ҫеҫ калам: ӗҫ моряксенни пекех пулса пычӗ: эпӗ ӳсӗрӗличчен ӗҫрӗм, ҫапла вара хама хам панӑ сӑмахсене, тупа тунисене, халех киле таврӑнас тенӗ мухтавлӑ шухӑшсене эрех ӗҫнипе путарса лартрӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сивӗ шыв ӗҫнипе ҫамка ыратма пуҫланӑ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эрех ӗҫнипе пит-куҫӑм ҫунса тӑратчӗ, пӑшӑрханкаларӑм та.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951