Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлерӗ (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки ҫулсенче Юрий Скворцов прозаик тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Алексеев Иван СССР, РСФСР тата Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗсене суйланӑ чухне Анат Атӑк ялӗнче агитатор пулса ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Алексеев Иван ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫлерӗ тата обществӑлла ӗҫсене те активлӑ хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Юлашки ҫулсенче Александр Егорович тата музыкӑллӑ драматурги жанрӗпе ҫине тӑрса ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Нумай, пархатарлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ пирӗн юлташӑмӑр, пирӗн тусӑмӑр Алга вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

3 сехет ытла ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Баранкуле ҫитсен Лариса тырӑ йышӑнакан пунктра эрнене яхӑн кӑна ӗҫлерӗ — хӑйне валли столовӑйра вырӑн тупрӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вунвиҫӗ ҫулхискерӗн хӗрарӑм ӗҫне туса пурӑнма лекрӗ: выльӑх-чӗрлӗх пӑхрӗ, кил хуҫи ачисене пӑхрӗ, хирте ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла юрла-юрла ӗҫлерӗ хӗр.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пит сатур ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтан магазинта сутуҫӑра ӗҫлерӗ, кайран нумай ҫул ҫыхӑну ӗҫӗнче тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

— Ҫывӑр, ҫывӑр, ывӑлӑм, Ҫывӑр, савнӑ ылтӑнӑм, Аҫу ҫӑкпа ҫӳрерӗ, Тӗнче ӗҫне ӗҫлерӗ, Ҫӑварӗнчи татӑкне, Ҫӳренккене ҫитерчӗ…

Помоги переводом

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тим хурсах, тар тӑксах, пайтахчен ӗҫлерӗ вӑл, анчах ял ҫыннисем, вӗсенчен Трофим ятлӑ ентешӗ ҫинчен ыйтсан, е куҫӗсене тӗлӗнӳллӗн, пӗлмӗшшӗн ҫивӗчлетсе, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелерӗҫ, е пуҫӗсене суллакаласа аллисене саркаласа илчӗҫ, ку ята этем ҫумне ҫеҫ «таччӑн ҫыхса», ҫилӗмлесе, пуҫа ҫавӑрттарма, юмӑҫлама та пулин ӳркенчӗҫ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Университет пӗтерсен, Аркадий тӗрлӗ стройкӑсенче прораб, начальник ҫумӗ пулса ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ара, Комета тенӗрен, ҫав чӑрсӑр лашапа ҫирӗм ҫул хушши ӗҫлерӗ Уртем.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Пӗр хушӑ чӗнмесӗр ӗҫлерӗ вӑл, унтан каллех Сима патне таврӑнчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ревлен Петрович пӑрана тепӗр хут хӑйраса лартрӗ, Люба хальхинче асӑрханса ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Орлова юлташ пӗр вӑхӑт, Мускавпа Хусан чугун ҫул Управленийӗ ун мӑшӑрне Вӑрмар станцине куҫарсан, Вӑрмар вӑтам шкулӗнче ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫак очеркра сӑнласа панӑ Орлова Анна Капитоновна Тӗрлемесри вӑтам шкулта 1943 ҫултан пуҫласа 1967 ҫулхи август уйӑхӗччен ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫук, ку ятпа митинг мар, виҫ-тӑваттӑн пухӑнса калаҫни те пулмарӗ кунта, кашниех хӑй вырӑнӗнче ӗҫлерӗ, земснарядсем пӗр тикӗссӗн кӗрлерӗҫ, пульповодсем тӑрӑх хӑйӑр чашкӑрса юхрӗ, крансем темиҫешер тонна таякан хурҫӑ пӑрӑхсене ача тетти пек вылянтарчӗҫ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней