Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫленине (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл сиввӗнрех каларӗ: «Кунта мана Верӑпа Ҫемен кун памаҫҫӗ. Эсир те ҫав шӗвӗрсен сӑмахне ӗненетӗр-и? Эп мӗнле ӗҫленине пӗлес килсен хӑвӑр килсе тӗрӗслӗр», — терӗ те трубкӑна хучӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫаплах хура кӑтра хыткан шофер ҫинчен шухӑшланӑ май Мирун пичче хӑй ҫамрӑк чухне шоферта ӗҫленине аса илчӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ольга Федорова редактор ал ҫырупа епле ӗҫленине каласа пачӗ.

Помоги переводом

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Чӑваш Ен Правительствипе Чӑваш Енри энергосбыт компанийӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине, пысӑк калӑпӑшлӑ, икӗ миллиард тенкӗ ытла тӑракан темиҫе инвестици проектне пурнӑҫа кӗртес енӗпе вӑй хунине палӑртнӑ вӑл.

Помоги переводом

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Хамӑр та пӗлнӗ мӗншӗн ӗҫленине, тӑшман кунталла ҫывхарса килме пултарнӑ,- куҫне шӑла-шӑла каласа пачӗ Санькка аппа.

Помоги переводом

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин муниципалитет шанчӑклӑ аталанса пынине, округ ертӳлӗхӗ ыйтусене татса парассипе республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗ-семпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине каланӑ.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Пӗлтӗр шкулсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетессипе, шкулсене, вӗренӳ кабинечӗсене юсассипе, пултаруллӑ ачасене тупса палӑртассипе тата аталантарассипе малалла ӗҫленине палӑртнӑ, конкретлӑ цифрӑсем илсе кӑтартнӑ Владимир Борисович.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ман атте мӗнте ӗҫленӗ, — ашшӗ хӑҫан, ӑҫта ӗҫленине тӗплӗн каласа ӑнлантарчӗ вӑл.

Помоги переводом

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Уйрӑмах пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче пирӗн республика хастар ӗҫленине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ Михаил Степанов.

Помоги переводом

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Опытлӑ сантехник вара ҫак сасӑсемпе пӑрӑхсен системи епле ӗҫленине, кӑлтӑксен вырӑнне, вӗсем мӗн йышши пулнине тӳрех палӑртать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Калӑпӑр, строительсем яваплӑха туймасӑр ӗҫленине пула ҫӗр айӗнче вырнаҫтарнӑ пӑрӑхсем шыв юхтарнине пӗтермелле.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Финанс пирки калас тӑк, ку эрнере партнер ӑнӑҫлӑ ӗҫленине пула тупӑш кӗрес шанчӑк пур.

Что касается финансов, то в этот период они могут возрасти благодаря успешной деятельности партнёра.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мероприятире сӑмах илнӗ азербайджан, эрмен, таджик халӑхӗсен нацисен пӗрлешӗвӗсен представителӗсем те унӑн пулӑшӑвне курса-туйса тата килӗшӳре ӗҫленине палӑртнӑ…

Помоги переводом

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Ҫамрӑксемпе чӑнах та кӑмӑлтан ӗҫленине палӑртать.

Помоги переводом

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Асӑнма килнӗ ҫынсем Олегпа пӗрле вӗреннине, ӗҫленине аса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

– Тӑван халӑхӗшӗн кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫленине пула Олег Мустаев пурӑннӑ чухне чӑваш халӑхӗн чи сумлӑ ҫыннисен шайне ҫӗкленме пултарчӗ.

Помоги переводом

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Эсир пӗрле ӗҫленине тахҫанах пӗлеттӗм пулин те шарламарӑм.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Халиччен эпӗ каменщикра хӗрсем ӗҫленине курман-ха.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Томас Дэвенпорт Генри шутласа кӑларнӑ япалана туяннӑ, ӑна тӗпчесе вӑл мӗнле ӗҫленине ӑнланса илсе хӑй те компактлӑ магнитсем ӑсталама тытӑннӑ.

Томас Дэвенпорт купил новинку Генри, изучил ее и стал сам изготавливать компактные магниты.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Ҫавӑнпа шкулта ӗҫленине телей тесе шутлатӑп.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней