Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлекенсем (тĕпĕ: ӗҫлекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑтлӑх ӗҫлекенсем пек туса.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Телефон трубкине Терентий Григорьев лесник нихӑҫан та ӗҫсӗр аптӑраса ҫитнипе ҫӗклеменнине вӑрман хуҫалӑхӗнче аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта ӗҫлекенсем милицие ҫине тӑрсах евит тӑваҫҫӗ, вара кӑнтӑрла иртсен сип-симӗс вӑрмана сап-сарӑ машина вирхӗнсе те ҫитет.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ҫынни эс маттурри пӗрре пӑхсах сисӗнет ҫав», — мухтаҫҫӗ ӗҫлекенсем, мухта-мухта стакан тыттараҫҫӗ леснике.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Васкавлӑ пулӑшӑвӑн Вӑрмарти пунктӗнче ӗҫлекенсем пирки яланах ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем калаҫҫӗ Вӑрмар округӗн ҫыннисем, район хаҫачӗ урлӑ та тав сӑмахӗсем пичетлеттерсе кӑлараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Сад-пахча тавра йӗплӗ пӑралук карса тухнӑ, пурпӗр темле студентсем, сад ҫывӑхӗнчи стройкӑра ӗҫлекенсем, чип-чиперех шӑвӑна-шӑвӑна кӗретчӗҫ.

Помоги переводом

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӗлӗнетчӗҫ интернатра ӗҫлекенсем: «Кунашкал путсӗрлӗхе ӑҫтан вӗренсе килнӗ-ши ку этем, интернатран ниҫта тухса ҫӳремесӗр пурӑнсах?» — тетчӗҫ.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне уявлама хатӗрленнӗ май Хушӑлкари вӑтам шкулӑн учителӗсем, 8-мӗш, 10-мӗш класра вӗренекенсем тата шкулта ӗҫлекенсем «Эпир миршӗн!» ту ҫинче экологи субботникӗ ирттернӗ.

Помоги переводом

Хушӑлкасем Ҫӗнтерӳ кунне уявлама хатӗрленеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3752035

Ҫывӑхра пӗр ҫын та пулман: фермӑра ӗҫлекенсем, хӑйсен ӗҫне пӗтерсе, килӗсене саланнӑ, клуба васканӑ…

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсем, Светланӑпа иккӗш, пӗрне-пӗри ҫав тери юратнине те, Бардин хаҫат страници ҫинчен Светланӑна тинкерсе пӑхнине те, ҫав сӑнӳкерчӗке Светлана кашни ирех, ыйхӑран вӑрансанах, тӑричченех минтерӗ айӗнчен кӑларса пӑхма юратнине те сисмен ӗнтӗ хаҫатра ӗҫлекенсем.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сан хыҫҫӑн ӗҫлекенсем вара эсӗ туман ӗҫе туса вӑхӑта ирттереҫҫӗ, сана пула хӑйсен нормисене тултараймаҫҫӗ…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Медицинӑра, ҫул-йӗр тытӑмӗнче, суту-илӳре ӗҫлекенсем. Ҫавӑн пекех водитель, тракторист, автомеханик, бухгалтер ытларах кирлӗ», — терӗ Алена Геннадьевна.

Помоги переводом

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

«Пирӗн республикӑра хальхи вӑхӑтра мӗнле профессипе ӗҫлекенсем ытларах кирлӗ?» — ыйтрӗ Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнче вӗренекен Таня Кушманова.

Помоги переводом

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Цифра технологийӗсем вӑй илсе пынӑ тапхӑрта Чӑваш Енӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хальхи пурнӑҫ таппипе тан утаҫҫӗ.

В эпоху цифровых технологий СМИ Чувашии идут в ногу со временем.

Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/21/oleg- ... skoj-pecha

КПСС XXII съездне тивӗҫлипе кӗтсе илессишӗн республикӑра социализмлӑ ӑмӑрту чи малтан Шупашкарти пир-авӑр тӗртекенсем, Канашри вакун юсакансем тата Совнархозӑн иккӗмӗш стройтрестӗнче ӗҫлекенсем пуҫарчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Шупашкарта радиопа «Канаш» хаҫатра ӗҫлекенсем интересленнӗ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫуркуннехи каҫсенчен пӗринче Петербургри университетӑн физика кабинетне физикӑпа хими енӗпе ӗҫлекенсем пухӑннӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫавӑн пекех вӑл ҫӗршывра ӗҫлекенсем ҫитменнин ыйтӑва татса парас ӗҫре мигрантсем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Он также подчеркнул важность мигрантов в решении проблемы нехватки рабочих рук в стране.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Корбӑра ӗҫлекенсем ТЭС-сем — ҫӗршыври чи пысӑккисенчен пӗрисем.

Работающие в Корбе ТЭС — одни из крупнейших в стране.

Чхаттисгарх // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D1% ... 1%80%D1%85

— Чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем патне.

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем эх! укҫаллӑ.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней