Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗненетӗн (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫийӗнче унӑн — кӗсйинчен кӑранташ курӑнса тӑракан сӑрӑ толстовка, уринче «скороход» сандали пулсан та, вӑл Пантикапей урамӗсенче ҫухалса каяс ҫуккине ӗненетӗн, мӗн те пулин пулсан, вӑл авалхи ҫынсемпе те калаҫса татӑлатчӗ пулӗ, Савмак е Спартак ӑна хӑйсен пӗлӗшне йышӑннӑ пек йышӑнатчӗҫ пулӗ.

На нем самом — серая толстовка с выглядывающим из кармана карандашом, хотя на ногах и были сандалии «скороход», он был уверен, что не потеряется на улицах Пантикапея — он сможет договориться с древними людьми, его Савмак или Спартак примут как своего человека.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эсӗ хӑвна ҫеҫ ӗненетӗн пулмалла, итту вырсарникун ҫеҫ пулӗ-ха, ытти кунсенче эсӗ хӑв туслӑ пуласси ҫинчен пӗлтерекенсем пирки темле ухмахла асӑрхануллӑ пулма тӑрӑшатӑн…

Ты, должно быть, только самому себе веришь, да и то по выходным дням, а всех остальных, даже кому ты в дружбе объясняешься, ты всегда под какое-то дурацкое подозрение берешь…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эппин эсӗ халичченех турра ӗненетӗн пулать?

— Ты, стало быть, в бога веруешь и до се?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ тем калатӑп, турӑ пӗлет, эсӗ — ӗненетӗн!

Я Бог знает что говорю, а ты веришь!

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Старосту санӑн ултавҫӑ, акӑ мӗн калатӑп сана, — пуҫларӗ Тарантьев, укҫине кӗсьене пытарса: — эсӗ пур, ҫӑварна карса пӑрахсах ӗненетӗн.

— Староста твой мошенник, — вот что я тебе скажу, — начал Тарантьев, пряча целковый в карман, — а ты веришь ему, разиня рот.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эппин, ӑрӑмлӑха асӗ ҫирӗп ӗненетӗн?

— Значит, ты твердо веришь колдовству?

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫав кирлӗ-кирлӗ маррисенчен хӑшне ӗненетӗн эсӗ?

Чему ты веришь из всей этой ерунды?

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ ӗненетӗн пулать эппин?..

А ты, значит, уверен?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла эсӗ ыррине кӑна ӗненетӗн, пурнӑҫри асамлӑ самантсене кӗтетӗн.

Помоги переводом

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Мечӗк тупни эсӗ ун пекех вӑйлӑ сикме, ҫӳлелле вӗҫме, ҫӗре ҫапӑнсан та арканмасса ӗненетӗн.

Помоги переводом

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

50. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «Эпӗ сана смоква йывӑҫӗ айӗнче куртӑм» терӗм те — эсӗ ҫавӑнпа ӗненетӗн; унтан та ытларах курӑн-ха, тенӗ.

50. Иисус сказал ему в ответ: ты веришь, потому что Я тебе сказал: Я видел тебя под смоковницею; увидишь больше сего.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эсӗ чунтан-вартан ӗненнине аса илетӗп, ӗлӗк санӑн асаннӳ Лоида тата санӑн аннӳ Евника ҫапла чунтан-вартан ӗненетчӗҫ; эсӗ те ҫаплах ӗненетӗн пулӗ тесе шанса тӑратӑп.

5. приводя на память нелицемерную веру твою, которая прежде обитала в бабке твоей Лоиде и матери твоей Евнике; уверен, что она и в тебе.

2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9-10. Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет.

9-10. Ибо если устами твоими будешь исповедывать Иисуса Господом и сердцем твоим веровать, что Бог воскресил Его из мертвых, то спасешься, потому что сердцем веруют к праведности, а устами исповедуют ко спасению.

Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эсӗ Турӑ пӗрре тесе ӗненетӗн, тӗрӗс тӑватӑн; шуйттансем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе тӑраҫҫӗ.

19. Ты веруешь, что Бог един: хорошо делаешь; и бесы веруют, и трепещут.

Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Тен, кам та пулин калӗ: «эсӗ ӗненетӗн, эпӗ ырӑ ӗҫсем тӑватӑп; ху ӗненнине ырӑ ӗҫӳсемсӗр кӑтарт-ха мана, хам ӗненнине эпӗ сана ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп» тейӗ.

18. Но скажет кто-нибудь: «ты имеешь веру, а я имею дела»: покажи мне веру твою без дел твоих, а я покажу тебе веру мою из дел моих.

Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗлсех тӑратӑп — ӗненетӗн, тенӗ.

Знаю, что веришь.

Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Вара Филипп ӑна ҫапла каланӑ: пӗтӗм чӗрӳнтен ӗненетӗн пулсассӑн, юрать, тенӗ.

37. Филипп же сказал ему: если веруешь от всего сердца, можно.

Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вара Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эй хӗрарӑм, эсӗ хытӑ ӗненетӗн; ху ӗмӗтленнӗ пек пултӑр сана, тенӗ.

28. Тогда Иисус сказал ей в ответ: о, женщина! велика вера твоя; да будет тебе по желанию твоему.

Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней