Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтсӗррӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркури пӗр пирусне алхапӑл сылтӑм хӑлхи хушшине хӗстерчӗ, теприне ҫӑварне хыпрӗ те кӳкӗрт вучӗпе тивертсе ячӗ, вара ӗмӗтсӗррӗн, татти-сыпписӗр, тӗтӗмне ӑша ямасӑр тӗтӗрлентерме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пурис ҫак ҫулҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӑварӗ патне туртса ҫывхартрӗ те вӗсем ҫинчи пур-ҫук ҫумӑр шывне ӗмӗтсӗррӗн, чыхлана-чыхлана ҫуллама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, пакетне ҫӗр ҫине лартса, йӑпӑр-япӑр хырӑмӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ, вара шыва ӗмӗтсӗррӗн, чыхлана-чыхлана печӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Илемӗпе ӗмӗтсӗррӗн тӗмсӗлме ыйтакан чечексем ҫийӗн сӑпсасем сӗрлеҫҫӗ.

Над цветами, вызывающими жадность к их красоте, стояли осы.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Гнор ӑна тӗрлӗрен кӗтет: пепкелле ачашшӑн; выҫӑхса ҫитнӗ еркӗн пек ӗмӗтсӗррӗн; хӑйӗн правине тавӑраканла хаяррӑн та чӗмсӗррӗн.

Гнор ждал ее кротко, как дитя; жадно, как истомленный любовник; грозно и молча, как восстановляющий право.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫынсен пуҫӗсем ҫинче, ҫара ҫерҫисем пек вӗҫсе ҫӳресе, укҫа шӑтӑртатнӑ, — ҫынсем ун еннелле ӗмӗтсӗррӗн кармашнӑ, ылтӑнпа кӗмӗл янӑранӑ, бутылкӑсем чанкӑртатнӑ, пӑкӑсем шаплатнӑ, такам ӗсӗклесе макӑрнӑ, чуна кайса тивекен хӗрарӑм сасси илтӗнсе кайнӑ:

Шелестят деньги, носясь, как летучие мыши, над головами людей, и люди жадно простирают к ним руки, брякает золото и серебро, звенят бутылки, хлопают пробки, кто-то рыдает, и тоскливый женский голос поет:

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл хӑйне хӗвӗшсе тӑракан ҫынсен тем пысӑкӑш ушкӑнӗ варринче ларнӑ пек туйнӑ, вӗсем пурте темӗншӗн ӑшталаннӑ, пӗр-пӗрин ҫине сӗкӗннӗ, куҫӗсем ӗмӗтсӗррӗн чармакланнӑ, кӑшкӑрашнӑ вӗсем, пере-пере аннӑ, пӗр-пӗрне хӗснӗ, пурте пӗр ҫӗрте тапӑртатса тӑнӑ.

Он представлял себя в средине огромной суетливой толпы людей, которые неизвестно для чего мятутся, лезут друг на друга, глаза у них жадно вытаращены, люди орут, падают, давят друг друга, все толкутся на одном месте.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Черныш чикарккӑна ӗмӗтсӗррӗн ӗмет.

Черныш молча жадно тянет цыгарку.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Сиктерсе янӑ фермӑсем, йӑм-хӗрлӗ шыва анса ларнӑ та, халӗ ӑна ӗмӗтсӗррӗн ӗҫнӗн, анчах ниепле те ӗҫсе тӑранайманӑн туйӑнаҫҫӗ.

Взорванные фермы опустились в багряную воду, словно пили ее жадно и никак не могли напиться.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Шовкун! — чӗнет Сагайда, ӗмӗтсӗррӗн ӗмсе.

— Шовкун! — зовет Сагайда, жадно затягиваясь.

V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Лешӗ хаклӑ банкӑна ӗмӗтсӗррӗн, тӑпӑлтарса илнӗ евӗр илсе, килне чупрӗ; ку банкӑна вӑл пӗр купа ылтӑнпа та улӑштарас ҫук ӗнтӗ.

С жадностью схватил он эту драгоценную баночку, которую не отдал бы за груду золота, и опрометью побежал домой.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Вут-ҫулӑм пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленет, Донӑн вӗтӗ хумлӑн чӳхенсе юхакан шарлакне йӑлкӑштарса чӗнтӗрлет, е чакать, ҫурт-йӗрсене ӗмӗтсӗррӗн ҫулласа, хӗвеланӑҫнелле хумлӑн-хумлӑн авӑнса шӑвать.

Огонь то вздымался так, что отблески его мережили текучую быстрину Дона, то ниспадал, клонился на запад, с жадностью пожирая строения.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑртлӑхран инҫех те мар ҫак пӗчӗкҫӗ юханшыв кӳлленчӗк пулса выртать; вӗри хӗвел пайӑркисем тата хӗрсе кайнӑ тӑпра ӑна ӗмӗтсӗррӗн ӗмеҫҫӗ те унӑн пӗтӗм вӑйне пӗтерсе лартаҫҫӗ; анчах кӑшт леререх кайсан вӑл, ахӑртнех, тепӗр ҫавнашкал пӗчӗкҫӗ юханшывпа пӗрлешет пулмалла, мӗншӗн тесен сӑртлӑхран пӗр ҫӗр утӑмра анатра ҫӑра та ешӗл хӑях ӳсет — кӳме ҫывхарса пынӑ чухне ҫав хӑях хушшинчен вӑрӑм сӑмсаллӑ виҫӗ шур качаки ҫуйхашса вӗҫсе тухни курӑнчӗ.

Недалеко от холма маленькая речка расползалась в лужицу; горячие лучи и раскаленная почва, жадно выпивая ее, отнимали у нее силу; но немножко далее она, вероятно, сливалась с другой такою же речонкой, потому что шагах в ста от холма по ее течению зеленела густая, пышная осока, из которой, когда подъезжала бричка, с криком вылетело три бекаса.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней