Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑш сăмах пирĕн базăра пур.
ӑш (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Темскер ӑш вӑрка пуҫларӗ…

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Ҫав усал тислӗк ҫинче тунӑ ҫимӗҫе эпӗ нимпе те ӑш кӗлесе ҫиеес ҫук.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Те апат вӑхӑчӗ иртнӗрен, те такси ҫинче чӳхенсе килнӗ вар-хырӑм вырӑна лараймантан — апат анмарӗ манӑн, ӑш каплана-каплана килчӗ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

— Теприсем пуҫлӑхсемпе канашласа пӑхмалли, килӗшмелли, татӑлмалли йӗркене ҫав тери лайӑх пӗлеҫҫӗ, ӑна ниҫталла пӑркаланмасӑр пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ, ӗҫе пуҫӑниччен малтан волокита серепинче ӑш каниччен чӑлханаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тупса патӑн ӑш ҫунса тухмалӑх хуйхӑ…

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Эмблема историне» ҫапла пуҫласа, малалла ӑш хытичченех култарчӗ Аликов.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пек ача та шанчӑкран тухрӗ пулсан, епле ӑш куҫпа пӑхас ман хальхи ҫамрӑксем ҫине?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таранов ҫав кунах Сулагаевпа ӑш пиллӗн калаҫма ӗмӗтленсе ялтан виҫӗ ҫухрӑмри картун ҫуртне кайрӗ, анчах лешӗ ӑна пӳртне мар, картишне те кӗртмерӗ, йыттине сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ…

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене ансат япаласемпе ансат пулӑмсем ҫинчен ӑнлантарма хӑтлансан та тепӗр чухне ӑш пиҫет.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ман ӗҫмеллех — ӑш ҫунать.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑш хыптармӑш каччӑн амӑшӗ сывалнӑ хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — пӗр кунхине Альбина кӳршӗ яла кайма тухсан ешӗл люцерна уйӗнчи ансӑр урапа ҫулӗ ҫинче ӑна кӗтмен ҫӗртен Илюш хирӗҫ пулчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Мунча хыҫҫӑн пӗчӗккипе ӗҫнипех ӑш канмасть: ун пек чухне эп яланах пысӑккипе ярӑнтаратӑп.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— «Хӗлле выльӑх-чӗрлӗхе Апат кирлӗ усрама; Сӗлӗ-утшӑн тӗслӗхе, Утӑ йӑлӑм кӑларма Тата апат-ҫимӗҫе Тӑвар тути — ӑш тулли: Куншӑн кайӑн кӗлмӗҫе, Урхан тӑвар ким тулли!..

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ах, ӑш хыпать.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— А-ах, ӑш хыпать, — анасласа илет Павӑл, — тӗлӗкрех лайӑхчӗ, ӑҫта-ши халь арӑм сӗнсе паракан ҫав кӑпӑклӑ сӑра, ах.

Помоги переводом

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Урине те, ӑш хыпнине пусарма, вӗсемпе пӗрле ларса пычӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне хыпашласа шыранинчен ӑш хытиччен култӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, янахӑма ялт-ялт сиктере-сиктере, хӗпӗртӗве-савӑнӑҫа пач хӗстермесӗр, хӳме лартмасӑр, епле майпа футбол мечӗкӗ ҫак ӑш хыппине пӗр ыраттармасӑр самант «майласа, пуҫтарса хуни» ҫинчен ынатласа, пал-пал ҫулӑмланса, ҫӗтерех панӑ саспа пайӑрласах каласа патӑм.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Малашлӑх ҫӑлкуҫӗн тап-таса, уҫӑ, сиплӗ шывне ӑш каниччен перес килчӗ!

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ӑш хӑппи!

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней