Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сире тавӑрас шухӑша эпӗ — хам ӑсран кайни вырӑнне хутӑм, ӑна пӑрахрӑм.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Спицын, ним пулман пек ларакан учитель ҫине чун-хавалӗпе сехӗрленсе пӑхса, ӑсран тухнӑ пек, этем ӑнланайми чӗлхепе тем сӳпӗлтетет.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫунса кайнӑ ял варринче пӗр-пӗччен тӑракан кӑмакара темскер пӗҫерсе, ун умӗнче сиккелесе мӑкӑртатакан, ӑсран тухма пуҫланӑ карчӑкран Гвоздев ҫакна пӗлнӗ: нимӗҫсем ҫывхарса килнӗ чух учительница пит те чирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та агрономпа унӑн хӗрӗсем ӑна илсе кайма та, пӗччен хӑварма та пултарайман.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вырӑс сӑмахне илтнипе вӑл ӑсран каяс пекех савӑнчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Капла ӑсран та хӑвӑрт тайӑлма пулать.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
— Касма хӑратӑп, Эс, мӗн, ӑсран тайӑлтӑн-им?
Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.
Ӑсран тайӑлтӑн-ии?..
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Ӑсран тайӑлтӑн-им?
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
«Вӑл мӗскер, ӑсран тайӑлнӑ-им?» — ирӗксӗртен шухӑшласа илчӗ Иван.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Ӑсран кайнӑ ачана, ҫавӑн пек никам та ӗненмелле мар хӑтланаканскерне, пӗтӗм шкул тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ.Вся школа рот разинула, удивляясь такой невероятной глупости.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унтан вара асап тӳсекен йытӑ ӑсран кайнипе аяккалла танса сикре те хӑйӗн хуҫи чӗркуҫҫийӗ ҫине улӑхса ларчӗ, лешӗ ӑна чӳрече витӗр тулалла кӑларса ывӑтрӗ.В конце концов обезумевший от боли страдалец прыгнул на колени к хозяину; тот выкинул его за окно.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Ӑсран тайӑлмарӑн пулӗ те…»
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
«Генилӗхпе ӑсран тайӑлни алла аллӑн пыраҫҫӗ», - тет Ломброзо.
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Ӑсран тайӑлнӑскертен темӗн те кӗтме пулать-ҫке.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Ял ҫыннисем вӑл ӑсран тайӑлни пирки калаҫатчӗҫ.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Ун ҫинчен пӗрмай шухӑшласа ӑсран тайӑлатӑп пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Чаплӑ поэта кам вӗлернине пӗлсен… ӑсран тайӑлнӑ.
Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
25. Павел каланӑ: ҫук, хисеплӗрен те хисеплӗ Фест, эпӗ ӑсран кайса калаҫмастӑп, ырӑ тӑнпуҫпа чӑн сӑмах калатӑп.25. Нет, достопочтенный Фест, сказал он, я не безумствую, но говорю слова истины и здравого смысла.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Павел ҫапла хӳтӗленнӗ чухне Фест хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: Павел, эсӗ ӑсран кайса калаҫатӑн!24. Когда он так защищался, Фест громким голосом сказал: безумствуешь ты, Павел!
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, 10. унтан ӑна палласа илнӗ те, ку Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ хапхи патӗнче ыйткаласа ларакан ҫын иккенне курса, ӑна мӗн пулнинчен сехӗрленсе, ӑсран кайса тӑнӑ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.