Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел ҫине хӑй валли касса хунӑ ҫӑкӑр чӗллине пусӑран ӑснӑ шывпа сыпса ҫисе ячӗ те пысӑк пахчана тухас шухӑшлӑ пулчӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Шывне ӑснӑ чух пура ҫумне хырӑмпа лайӑх тӗкӗленсе тӑмасан, кӗрсе ӳкме те пулать.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Пӗчӗк, хыткан карчӑкӗ кӑшкӑрнипе мар, хуллен ҫӑвар уҫнипех Хушаҫҫӗ Петерӗ шыв кайса ӑснӑ, вут ҫурса кӗнӗ, ҫумӑр витӗрех выльӑхне шырама тухса лӗпӗстетнӗ.
Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шыв ӑсма ансан Яриле нихҫан та вутӑшсене кунӑҫтарма манман, кӑсӑя пӗҫҫи пек ҫеҫ те пулин шыва ҫӑкӑр татки пӑрахнӑ, шывне ӑснӑ чухне те, пӗсмӗлле, ҫырлах тесе хӑварнӑ.
Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Унтан ҫынсем урамӗпех шыв ӑснӑ.
Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/
Синкрайта ресторан кӗтесӗнчен тӑкӑрлӑка ертсе тухрӑм, унта питӗрӗнчӗк пӳрт алӑкӗ умӗнчи картлашка ҫине ларса унран ӑснӑ сӑмах тусанне — хамӑн ӗҫ тӗлӗшпе — пӗтӗмпех туртса кӑлартӑм.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ачалӑха аса илӗр-ха — ӗлӗк пусӑран шыв ӑснӑ.
Специалист алла пӑчкӑ тытсан... // А.Сусмет. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.
Амӑшӗ ӑна ҫырмара шыв ӑснӑ хыҫҫӑн Вӑкӑр чӑтлӑхне каялла мӗнле ҫаврӑнса ҫитни ҫинчен йӗркипе каласа кӑтартрӗ.Мать рассказывала, как, зачерпнув на речке воды, шла она обратно в Быки.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл аллине банка ӑшне чиксе ячӗ те унтан ҫыпӑҫса тӑсӑлакан япалана кашӑкпа ӑснӑ пек ывӑҫласа кӑларчӗ.Он сунул руку в банку и пригоршней, как ложкой, зачерпнул тягучую, липкую массу.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Малтан ӑснӑ шыв пӗтӗмпех юхса тухрӗ, вӑл вара каллех ӑсса илчӗ.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Фомапа пӗрле вӑл тахҫанах ҫӗрлеччен клубсем, гостиницӑсем, трактирсем тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ, пур ҫӗрте те, хӑй калашле — общество намӑсне тасатнӑ ҫӗрте щетка вырӑнне ӗҫлекен ҫырусем валли материал ӑснӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пахчара йӑран чавнӑ чухне е ҫӑлтан шыв ӑснӑ вӑхӑтра Скибан румынсемпе те, Венгри ҫыннисемпе те калаҫкаласа илнӗ, ун сассине Венгрипе Румыни ҫӗрӗ ҫинчен аванах илтме пулнӑ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Курсантсен полкӗнчен Шувалов генерал резервуартан ӑснӑ пек офицерсем илсе тӑрать.Из курсантского полка, как из резервуара, генерал Шувалов черпал офицерский состав.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унччен эпир, хӗрарӑмсем ҫӑлтан витрепе шыв ӑснӑ пекех, нефте желонкӑсемпе ӑсса кӑлараттӑмӑр…А то бывало желонками нефть доставали, как бабы ведрами воду из колодца…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ӑна вӑл шыв варринчен ӑснӑ, тинӗс шывӗ чакнӑ вӑхӑтра унти шыв ӗҫме юрӑхлӑ.Наполнил его в устье речки, где вода в часы отлива была пресная и вполне годная для питья.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ачасем вӗсем патӗнчен витресемпе ҫеҫ ҫӑл патне иртсе кайма пултараҫҫӗ, вара шыв ӑснӑ май юлташӗсемпе пӗр икӗ сӑмах каласса илеҫҫӗ, анчах та нумайлӑха кайма хӑрушӑ.
33 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Тарӑн пусӑран ӑснӑ шыв самай уҫӑлтарчӗ.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Чӗрех-и? — тесе ыйтрӗ Чумакова, аллаппи туллиех ӑснӑ шывпа чарӑнса тӑчӗ.— Живой? — спросила Чумакова и остановилась с пригоршнями, полными воды.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ҫак йывӑҫ витрепе ун арӑмӗ Сайте шыв ӑснӑ, Селиме алли те тивнӗ ҫак витрен сӳспе явнӑ хӑлӑпне…Ведь этой бадьей носила воду Сайде, за ее пеньковую ручку держалась Селиме…
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл шыв ӑснӑ чух шкулта пӑшал пени кӗрлесе кайрӗ, салтаксем ахӑлтатса кулнӑ вӑхӑтра карчӑк макӑрни илтӗнми пулчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
- 1