Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑнланмасӑр (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ шӑшин айван мӑнукӗ кӑна, хӑрушлӑх мӗнне пӗлмен имшеркке, тӑрук мӗншӗн пӗччен тӑрса юлнине ӑнланмасӑр, ҫынсем патне вӗтӗртеттерсе чупса тухать.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑй те ӑнланмасӑр, асаплана-асаплана, пӗр пирусне тивертсе янӑ, йӳҫӗ тӗтӗме ҫӑтма тытӑннӑ…

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Иван та ним ӑнланмасӑр унталла-кунталла чупкаларӗ, юлашкинчен пӗр снаряд шӑтӑкне кӗрсе ӳкрӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Стакана чей тултарса ларакан арӑмӗ, ӑнланмасӑр, упӑшки ҫине кӑнн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗлип хуҫи ҫине ӑнланмасӑр пӑхрӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр чухне, хӑнӑхнӑ ҫынсем хушшинче пулсан, Матӗрне «Сывӑ пулӑр» тесе-и е урӑхла саламласа калӗччӗ, пӗр хут ӑнланмасӑр намӑса кӗнипе ним шарламасӑр черккене тытса тутине тивертрӗ те сӗтел ҫине лартрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр-пӗрне ӑнланмасӑр уссӑр тавлашакан Хӗрӳ Хӗветӗрпе Ҫтаппанран пурте кулаҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗлӗкри пек, ҫӑра тӗтре ӑшӗнче, ӳтсӗр мӗлке пек, нимӗн те курмасӑр-илтмесӗр, мӗн тунине ӑнланмасӑр ҫапкаланса ҫӳрет.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арҫын ачасем тутлӑ шӑрша пула ыйхӑран вӑранчӗҫ те ҫӗр варринче мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кам вӑл Ӗмӗрпи? — ачашшӑн ыйтрӗ халиччен те сӑмах чӗнме хӑйман Эсекел такӑр та тӳрем вырӑна эрешленӗ темӗн пысӑкӑш пукан лартакансем ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхса.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ним ӑнланмасӑр, Завьялов коридорта чарӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Алӑк патӗнчи милиционер ун ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхса юлать.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов Филонов ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхса тӑрать.

Помоги переводом

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля хӑй мӗнле хӑрушлӑха лекнине ӑнланмасӑр тӑма пултарайман.

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса, ним ӑнланмасӑр тенӗ пек, хӑй упӑшкине ыталаса илчӗ.

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чылай чухне экзаменсене хатӗрленме е ача ӑнланмасӑр юлнӑ темӑна уҫӑмлатма репетитор кирлӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Унӑн хӑмӑр куҫӗсем арҫынсем ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Варвара Федоровна упӑшки ҫине пӗр хушӑ ним ӑнланмасӑр, сывлайми пулса пӑхса тӑнӑ, унтан сасартӑк диван ҫине тӑсӑлса ӳкнӗ те кӑшкӑрса макӑрса янӑ.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Саня ним ӑнланмасӑр аптраса тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

…Пахчана пырса кӗрсен, Аннушкин чи малтанах дача чӳречи ванчӑккине асӑрхарӗ, ним те ӑнланмасӑр пуҫне пӑркаласа алӑка уҫрӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней