Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мероприяти ҫемье командисен ӑмӑртӑвӗ пулса тӑнӑ, ӑна ҫемье ҫине хисеппе пӑхассине ӳстересси, ҫемье хутшӑнӑвӗсенче лайӑх опыт йӗркелесси, пӗрлехи пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗ патне туртӑнасси, ачасемпе ҫитӗннисем пӗр-пӗрне ӑнланасси, пӗр-пӗрне пулӑшасси, хӑйшӗн тата команда членӗсемшӗн явап тытасси, ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетесси, обществӑн культурине ӳстересси ҫине тӗллев лартнӑ.
Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗ тӗлне // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ne-3765204
Ӑмӑртӑвӑн тӗп судйи Александр Михайлович Ноздрин ӑмӑрту программипе паллаштарчӗ, йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v
2024 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Пӑслӑкри йӗлтӗрпе ҫӳремелли трасса ҫинче «Йӗлме йӗлтӗр» йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
"Йӗлме йӗлтӗр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пӑслӑкра иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3657244
Эсӗ мана ҫӗнтерсен урӑх пӗр йӗкӗтпе те ташӑ ӑмӑртӑвӗ ирттермӗп.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Юнашар ҫуртсене тӑвакан ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ строительсене интереслентерсе-хавхалантарса тӑчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
«Пушкин картти» программа шайӗнче Пишпӳлек районӗнчи ача-пӑча библиотеки Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти 8а класра вӗренекенсем валли «Интеллектуалсен ӑмӑртӑвӗ» брейн-ринг ирттернӗ.
Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем брейн-ринга хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... nn-3452807
Ҫав шутра – пушкӑрт юлан ут ӑмӑртӑвӗ тата ухӑран пересси.
«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589
Раҫҫейӗн 12 регионӗнчи, Казахстанпа Узбекистанри пулас геологсен 18 командине 11 геологи ӑмӑртӑвӗ, проектсем хӳтӗлесси тата геройсен кӑсӑк ӑмӑртӑвӗ кӗтет.
Пушкӑртстан Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш «ГеоВызов» геологи чемпионачӗ ирттерет // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... et-3435985
Августӑн 2-мӗшӗнче «Патриот» паркра Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне халалланӑ «Геройсен ӑмӑртӑвӗ» иртнӗ.
Сывлӑш десант ҫарӗсен ялавне финиш ленти патне чыслӑн илсе ҫитернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... rn-3372797
Юнашарах пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртет.
Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769
Акӑ, хӗр ачасем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗ интереслӗ иртрӗ.
Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/
Икӗ смена ӑмӑртӑвӗ участокри рабочисен кӑмӑлне хӑпартрӗ пулмалла, токарьсем хӑйсен вырӑнне тирпейлени сисӗнет.
4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
«Пӗчӗк калибрлӑ винтовкӑран перессипе эпӗ атте - Эдуард Романов - ертсе пынипе ҫулталӑка яхӑн хатӗрленетӗп. Республика ӑмӑртӑвӗ умӗн самаях пӑлхантӑм пулин те палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама пултартӑм. Ку енӗпе эпӗ малалла та ӑсталӑха туптасшӑн, турнирсене те хутшӑнас килет», - тет Артем.
Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.
«Сӑран мечӗк» — Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен командисем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗ.
«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/
Кунта Совет Союзн Геройне Мирон Ефимович Ефимова халалласа тата районти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫачӗн парнисемшӗн спорт ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html
Вӑл Регард арӑмӗпе Аронтӑпа шӑппӑн пуплет, Регард вара Евӑна лашасен ӑмӑртӑвӗ пирки каласа кӑтартать.Она тихо беседовала с Аронтой, женой Регарда, а Регард рассказывал Еве о скачках.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Футроз хут тупрӗ те ҫырса хучӗ: «Мухтанчӑксен ӑмӑртӑвӗ».
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кашни округра тӑватшар хут ҫамрӑк тихасен ӑмӑртӑвӗ пулса иртет.Четыре раза в год в каждом округе происходят состязания молодежи.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӑлан ӑмӑртӑвӗ хыҫҫӑн пӑртакках вӑхӑт иртсен, ҫамрӑксем ӑмӑртса кӗрешме, ӑмӑртса чупма, сикме тытӑнчӗҫ.Остыв после гонок, молодежь затевает борьбу, состязание в беге, в прыжках.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Митинг пӗтсен, яланхи пекех, пӑлансен ӑмӑртӑвӗ пуҫланчӗ.Сразу же после митинга начались традиционные призовые оленьи гонки.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.