Поиск
Шырав ĕçĕ:
ӑмрине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учӗ чупмассерен хӗр пуҫӗ лаша ӑмрине ҫӗклене-ҫӗклене ҫапӑнчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Остап ҫине пӗр тӑруках улттӑн сиксе ӳкрӗҫ, анчах майлӑ чухне сиксе ӳкмерӗҫ пулас: пӗрин пуҫӗ ыткӑнса кайрӗ, тепри каялла чакнӑ май чикеленсе ӳкрӗ, виҫҫӗмӗшӗн айӑк пӗрчине сӑнӑ кӗрсе кайрӗ, тӑваттӑмӗш харсӑртарах пулчӗ, пуля лекесрен пуҫне пӑрчӗ, вӗри пуля вара лаша ӑмрине лекрӗ — тулхӑрса кайнӑ лаша чӗвӗн тӑчӗ, ҫӗре кӗрӗслетсе ӳкрӗ те юланутҫӑна хӑй айне туса лапчӑтса хучӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл хӑйӗн мӑйракисемпе ҫатан картасене сӗке-сӗке тӑпӑлтарать, хурт ҫисе шӑтӑклантарнӑ юман сухапуҫӗ ҫумӗнче хыҫкаланса ҫурӑмне кантарать, ҫуталса тӑракан йӑмӑх пурҫӑн ӑмрине силлентерсе, ҫурхи шыв сӑхнӑ ҫемҫе юра чавалать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑкӑрӗ, картлашкаллӑ ӑмрине ҫӗр ҫумнелле пӗкӗртсе, Митькӑна юр тӑрӑх сӗтӗрсе, нӑк уснӑ пуҫне пӑркалать, урипе кукалесе таҫта ҫитех юр сирпӗтсе, пӑра пек пӗтӗрсе хунӑ хӳри тавра кӗмӗл тусан вӗҫтерет.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
26. Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ; 27. Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр — 28. ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1