Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ӑшӑм (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑшӑм вӑркать.

И сердце мое рвалось от тревоги.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑшӑм вӑрка пуҫларӗ манӑн.

Я была так взволнована.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав статьясене вуланипе те пӑшӑрхантӑм, Саньӑран килекен ҫырусем кая юлсан та ӑшӑм вӑркать, пӑшӑрханнӑ маях асанне те пӗр вӑхӑтра мана ҫиленсе, килкелесе кайми пулчӗ.

Я волновалась, читая статьи; волновалась, когда опаздывали письма от Сани; волновалась, потому что бабушка сердилась на меня и даже одно время перестала ходить.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та ӑшӑм вӑрка пуҫларӗ — хальхинче те нумайлӑха уйрӑлмасан юрӗччӗ…

Но все-таки мне было немного страшно – как бы опять не расстаться надолго…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ҫапла лӑпкӑнах та сыхланса ҫеҫ калани мана хама та килӗшрӗ, ҫак самантран пуҫласа ӑшӑм та ним чухлӗ те вӑрками пулчӗ.

Мне самому понравилось, что я так спокойно, осторожно ответил, и с этой минуты все мое волнение как рукой сняло.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗм ӑшӑм вӗресе те тӑвӑлса тӑчӗ, чӗрем ҫирӗппине пула ҫеҫ малтанхи пекех лӑпланса тӑтӑм.

Все во мне кипело и бурлило, и только усилием воли я сохранил прежнее спокойное выражение.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑшӑм вӑркарӗ манӑн, ҫиллӗм тӑвӑлса килчӗ, ывӑнтӑм, гостиницӑна пырса кӗрсенех, пӗрремӗш хут пурнӑҫӑмра пуҫӑм ыратрӗ.

Я ушел расстроенный, злой, усталый, и в гостинице у меня первый раз в жизни заболела голова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ӑшӑмра темле пысӑк улшӑну пулнине туйрӑм: манӑн ӑшӑм вӑркани эпӗ нумаях пулмасть пурӑнса ирттернӗ хуйхӑран ытла тӳсмиех марччӗ.

Я чувствовал в себе великую перемену: волнение души моей было мне гораздо менее тягостно, нежели то уныние, в котором еще недавно был я погружен.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Лашасем ҫинчен ансан, хӗрарӑмсем княгиня патне кӗчӗҫ; ӑшӑм выртмарӗ хамӑн, пуҫӑмра кӗпӗрленнӗ шухӑшсене вӗҫертес тесе, ту ҫинелле васкарӑм.

Слезши с лошадей, дамы вошли к княгине; я был взволнован и поскакал в горы развеять мысли, толпившиеся в голове моей.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

28. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус, ӗнтӗ пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура каланине пурӑнӑҫласа, ҫапла калать: ӑшӑм хыпрӗ, тет.

28. После того Иисус, зная, что уже все совершилось, да сбудется Писание, говорит: жажду.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Унтан сулахай енчисене калӗ: «эй ылханлисем! кайӑр Ман патӑмран, шуйттанпа унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗрлӗх вута кайӑр: 42. Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитермерӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтермерӗр; 43. ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх памарӑр; ҫарамас чухне Мана тумлантармарӑр; чирлӗ чухне, тӗрмере ларнӑ чухне Мана пырса пӑхмарӑр» тейӗ.

41. Тогда скажет и тем, которые по левую сторону: идите от Меня, проклятые, в огонь вечный, уготованный диаволу и ангелам его: 42. ибо алкал Я, и вы не дали Мне есть; жаждал, и вы не напоили Меня; 43. был странником, и не приняли Меня; был наг, и не одели Меня; болен и в темнице, и не посетили Меня.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: «эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр: 35. Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр; ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх патӑр; 36. ҫарамас чухне Мана тумлантартӑр; чирлӗ чухне Мана пырса пӑхрӑр; тӗрмере ларнӑ чухне Ман патӑма пытӑр» тейӗ.

34. Тогда скажет Царь тем, которые по правую сторону Его: приидите, благословенные Отца Моего, наследуйте Царство, уготованное вам от создания мира: 35. ибо алкал Я, и вы дали Мне есть; жаждал, и вы напоили Меня; был странником, и вы приняли Меня; 36. был наг, и вы одели Меня; был болен, и вы посетили Меня; в темнице был, и вы пришли ко Мне.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Саккӑрмӗш каҫхинех ман чӗрем ҫӗнӗрен хускалчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма пуҫларӑм: 37. ӗнтӗ ӑшӑм вут-ҫулӑмла хыпса илчӗ, чунӑм та ҫунать.

36. В восьмую же ночь сердце мое пришло снова в возбуждение, и я начал говорить пред Всевышним, 37. ибо дух мой воспламенялся сильно, и душа моя томилась.

3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Патша каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм та, ӑшӑм вӑркать, ҫав тӗлӗке пӗлессӗм килет, тенӗ.

3. И сказал им царь: сон снился мне, и тревожится дух мой; желаю знать этот сон.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Чӗрем вӗресе тӑнӑ чухне, ӑшӑм вӑрканӑ чухне 22. эпӗ нимӗн те пӗлмен, ӑнласа илеймен; Санӑн умӑнта эпӗ выльӑх пек пулнӑ.

21. Когда кипело сердце мое, и терзалась внутренность моя, 22. тогда я был невежда и не разумел; как скот был я пред Тобою.

Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ӗнтӗ Хӑвӑн мӗн тума кӑмӑлу пур, ман тӗлӗшрен ҫавна ту; чунӑма илме хуш, пӗтем те тӑпра пулса выртам: пурӑниччен вилни авантарах маншӑн, мӗншӗн тесессӗн хама тӗрӗс мар ӳпкеленине илтетӗп, ӑшӑм ҫунса тухать! Ҫак йывӑрлӑхран хӑтарса, ӗмӗр пурӑнмалли вырӑна куҫарма хуш мана, Хӑвӑн сӑнна ан пытарсамччӗ манран, терӗм.

6. Итак твори со мною, что Тебе благоугодно; повели взять дух мой, чтобы я разрешился и обратился в землю, ибо мне лучше умереть, нежели жить, так как я слышу лживые упреки, и глубока скорбь во мне! Повели освободить меня от этой тяготы в обитель вечную и не отврати лица Твоего от меня.

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней