Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Вара Вӑл эсӗ акса хӑварнӑ вӑрлӑх валли ҫумӑр ярса парӗ, тырпулпа ҫӗр ҫимӗҫӗ тулӑх та сӗтеклӗ пулӗ; ҫавӑ кун санӑн кӗтӗвӳсем анлӑ улӑх-ҫаранра ҫӳрӗҫ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑ кун Египетран Ассири ҫӗрне пысӑк ҫул уҫӑлӗ, Ассур вара Египета, Египет ҫыннисем Ассирие килсе ҫӳрӗҫ; Египет ҫыннисем Ассири ҫыннисемпе пӗрле Турра ӗҫлесе тӑрӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пушхир кайӑкӗсем ҫеҫ пурӑнӗҫ унта, ҫурчӗсене ӳхӗ-тӑмана сӑрӑнӗ; страуссем пырса иленӗҫ унта, ҫӑмламассисем сиккелесе ҫӳрӗҫ унта.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун чухне кашкӑр путекпе пӗрле пурӑнӗ, барс качака путеккипе пӗрле канса выртӗ; ӗнтӗ пӑру та, ҫамрӑк арӑслан та, вӑкӑр та пӗрле ҫӳрӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача кӗтсе ҫӳрӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем ӗнтӗ — хӑрушӑ пусмӑра лекнӗскерсем, выҫӑхса ҫитнӗскерсем — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ; выҫӑпа касӑлнӑскерсем тарӑхӗҫ, хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине хурлӗҫ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унта ҫӗмренпе те ухӑпа ҫеҫ ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗре талккӑшӗпех кӳкенпе йӗплӗ тӗм пусса илӗ.24. Со стрелами и луками будут ходить туда, ибо вся земля будет терновником и колючим кустарником.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫынсене илсе кайнӑ ҫӗрте сурӑхсем ҫӳрӗҫ, тыткӑна илсе кайнисенӗн хирӗнче мӗн юлнине ҫисе ҫӳрӗҫ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын калаҫнине пухура итлесшӗн пулӗҫ, унӑн сӑмахӗ ҫинчен ӑшра шухӑшласа ҫӳрӗҫ.20. Речей разумного будут искать в собрании, и о словах его будут размышлять в сердце.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн; 10. сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ: 11. Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ: 12. урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 13. аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Гад вара Давид патне пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суйласа ил: 12. е виҫӗ ҫул хушши выҫлӑх, е виҫӗ уйӑх сана тӑшманусем йӗрлесе ҫӳрӗҫ, сана вӗсен хӗҫӗ ҫитӗ; е виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫинче Турӑ хӗҫӗ, мур чирӗ тата Израильре пур тӗлте те тӗп тӑвакан Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӳрӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа: Эпӗ пур, тет, эсир Мана илтӗнмелле мӗн каларӑр, Эпӗ сире ҫапла тӑвӑп; 29. сирӗн ӳтӗрсем ҫак пушхирте выртса юлӗҫ; эсир, шута кӗнисем, шутласа тухсассӑн мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавсем пурте, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, Мана ӳпкелекенсем, 30. Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр; 31. ачӑрсем ҫинчен эсир: вӗсем тӑшман тупӑшӗ пулӗҫ, терӗр; Эпӗ вӗсене ҫав ҫӗре илсе кӗрӗп, вӗсем эсир тиркенӗ ҫӗре курӗҫ, 32. сирӗн виллӗрсем вара ҫак пушхире выртса юлӗҫ; 33. эсир асса пурӑннӑ пирки сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте хӗрӗх ҫул хушши вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ, сирӗн ӳтӗрсем пушхирте ӳксе пӗтиччен хаса курӗҫ; 34. хӑвӑр ҫӗр пӑхса ҫӳренӗ хӗрӗх кун шучӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хӗрӗх ҫул хаса куратӑр, пӗр куншӑн ҫулталӑк хаса куратӑр, вара Эпӗ пӑрахсассӑн мӗн пуласса ӑнласа илетӗр.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр, 24. ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 25. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту; 26. ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар; 27. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла; 28. каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 29. ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту; 30. сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.