Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳренине (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫармӑс ҫынни хӑйӗн тусӗсем ялсем тӑрӑх мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине пӗлсен вӗсене Юнкӑ тӑрӑхӗнче чӑвашсемпе ҫармӑссем чӳк тунӑ чух вырӑссемпе тытӑҫса илни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир, тӑвансем, эп Хусана мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине кӑштах чухлатӑр пулас, — терӗ вӑл пуҫӗ ҫинчи шурӑ чалмине тӳрлетсе.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашасӑр кайнине пӗлсен те урать те-ха, ут утланса пуҫтахланса ҫӳренине пӗлсен е утне вырӑссене парса хӑварсан хӗнесех вӗлерет вара.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине хӑй илсе килнӗ мӑрсасем ирӗкре ҫӳренине курсан Шигалей Адашевпа тата воеводӑсемпе тепре ҫапӑҫса пӑхрӗ, анчах ӑна кунта хуҫа пулса кӑшкӑрса ҫӳреме памарӗҫ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ҫар пуҫӗсемпе мӗн пур ратниксем ҫакӑнтан та тӗлӗнчӗҫ: вырӑссем Атӑл тӑрӑх таҫта ҫити ҫӳренине пӗлекен ҫын, халиччен темле ҫапӑҫура та пулса курнӑ улан мӗнле ҫавӑн пек сыхланмасӑр хӑтланнӑ-ха, ку енче кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслемесӗр-тумасӑр Кама урлӑ сулӑпа каҫма шут тытнӑ?

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урапа ҫинче выртнӑ май вӑл нумай ҫул каялла вырӑс ҫӗрӗнче Ахтупайпа пӗрле тыткӑнра ҫӳренине аса илет.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс, Магмет шӑллӑм, ан хӗрел, эпир кушак хӑйма ҫиме ӑҫти нӳхрепе ҫӳренине тахҫанах пӗлетпӗр.

Помоги переводом

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тӑватпӑр ӗнтӗ, атте? — терӗ Иштерек ял тӑрӑх иккӗн харӑс пухӑва хӑваласа ҫӳренине курсанах.

Помоги переводом

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сив ҫӑл ҫырминчи пӗвере карас пулӑсем епле ишсе ҫӳренине пырса кур.

Помоги переводом

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Халь хурами те типсе-хӑрса ларнӑ та, кунта ун пек ҫынсем ҫӳренине эп курман.

Помоги переводом

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Ак, хайхи, улӑхра пӗчӗк шапасем пӗлт! пӗлт! сиксе ҫӳренине курах кайрӑм.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Ӗҫсӗр аптраса ҫӳренине пула кайӑк йӑвисене ҫӗмӗрекен, кайӑксене чулпа-мӗнпе персе амантакан ачасене хытӑ ятларӗ.

Помоги переводом

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Тен, мана ху арӑму патне ҫӳренине курӑн?

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Мӗн туртать ун ҫумнелле ялти ҫамрӑксене, паллӑ мар, анчах никам та вӑл пӗччен ҫӳренине курман.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Пӗтӗмпех асне илчӗ вӑл: ача чухне Иванпа пӗрле пӑрҫа татма кайнине те, Хурӑн варне ӗне ҫитерме ҫӳренине те, унтан, кӑштах пысӑклансан, выртмана ҫӳренисене те…

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Куславкка райбольницин водителӗ январӗн 10-мӗшӗнче поликлиника картишӗнче ҫӑмламас-хӗрлемес йытӑ никамран хӑрамасӑр хӳрине ҫавӑркаласа ҫӳренине асӑрханӑ.

Помоги переводом

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Акӑ халӗ те, урок вӗренсе ларнӑ хушӑрах, вилесем ҫӳренине шухӑшласан, ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенет.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Сана турӑ вӗренме пулӑшать, анчах эсӗ тӗрӗллӗ кӗпе, сар тата чӗрҫитти ҫыхса ҫӳренине манӑн юратас килмест.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫырмара икӗ ҫын ҫӳренине курмарӑн-и?

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Юмӑҫ-асамӑҫсене пула, турра асӑнса, Ишеке, Ҫӗрпӳри монастыре ҫӳренине пула, кунти чӑвашсем чир-чӗртен сывалма больницӑна ҫӳремеҫҫӗ.

Помоги переводом

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней