Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Эй Фарсис хӗрӗ, хӑвӑн ҫӗрӳ тӑрӑх шыв пек ҫӳре: текех чӑрмав ҫук.10. Ходи по земле твоей, дочь Фарсиса, как река: нет более препоны.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа мана тата каларӗ, акӑ мӗн терӗ: 6. ҫак халӑх лӑпкӑ юхакан Силоам шывне хисепе хуманшӑн, Рецина тата Ремалия ывӑлне хапӑл тунӑшӑн 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине кӗрлевлӗ кӑра шыв — мухтавлӑ Ассири патшине — кӗртсе ярӗ; шывӗ пур юппине те капланса тулӗ, пӗтӗм ҫыранӗнчен тухса ейӳленӗ; 8. Иудея тӑрӑх сарӑлӗ, ӑна путарӗ, хӑпарса кайса мӑй таран тулӗ; ейӳленсе, Санӑн ҫӗрӳ хӗрринех ҫитӗ вӑл, Еммануил!
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ ҫӗрӳ ҫинче авалтан пурӑнакансенчен йӗрӗннӗ — 4. лешӗсем ӗнтӗ ирсӗр ӑрӑм ӗҫӗсемпе аппаланнӑ, чӳк чӳкленӗ, 5. ачасене пӗр шелсӗр вӗлернӗ, вӑрттӑн пуҫтарӑнса чӳк ӗҫки-ҫикинче этем ӑшчиккине ҫинӗ, этем юнне ӗҫнӗ, 6-7. ашшӗ-амӑшӗсем хӳтлӗхсӗр чунсене вӗлернӗ — ҫавсенчен йӗрӗнсе Эсӗ, Хӑвӑн хаклӑран та хаклӑ ҫӗрӳ ҫинче Туррӑн тивӗҫлӗ ачисем пурӑнччӑр тесе, вӗсене пирӗн аттесен аллипе пӗтерме шутланӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл Египетра чи малтан ҫуралнисене ҫыннинчен пуҫласа выльӑхӗ таранччен вӗлерсе тухнӑ, 9. эй Египет, Вӑл санӑн ҫӗрӳ ҫинче фараона та, унӑн пур чурине те хӑватсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, 10. халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӑйлӑ патшасене пӗтернӗ: 11. Аморрей патшине Сигона, Васан патшине Ога, Ханаан ҫӗрӗнчи пур патшалӑха та пӗтернӗ; 12. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе, еткерлӗхе Хӑйӗн халӑхне Израиле панӑ.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ҫӗрӳ ҫине суя тӗнлисем килчӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Керменне ирсӗрлетрӗҫ, Иерусалим вырӑнӗнче ишӗлчӗк ҫеҫ выртать; 2. Санӑн чурусенӗн виллисене вӗҫен кайӑксене, сӑваплӑ ҫыннусенӗн ӳчӗсене ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене ҫиме пачӗҫ; 3. Иерусалим таврашӗнче вӗсенӗн юнне шыв пек тӑкрӗҫ, вӗсене пытаракан та пулмарӗ.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кай та ман валли вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса ил: сана хӑй ирӗккӗн парӑннисене ан вӗлер, питлес кун ҫитиччен вӗсене чӗрӗ халлӗн хӑвар; 11. пӑхӑнманнисене вара куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: вӗсене пӗтӗм ҫӗрӳ талккӑшпе вӗлерсе, ҫаратса тух.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, 27. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ; вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн, ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, 36. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫӳлхуҫа сан ҫине питӗ инҫетрен, тӗнче кӗтессинченех, халӑх ярӗ: ҫав халӑх ӑмӑрткайӑк пек вӑйкӑнса вӗҫсе килӗ, эсӗ унӑн чӗлхине те ӑнкараймӑн, 50. ватта хисеплемен, ҫамрӑка хӗрхенмен намӑссӑр халӑх пулӗ вӑл; 51. вӑл сана мӗн ҫука хӑваричченех выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне тата хӑвӑн ҫӗрӳ кӳрекен ҫимӗҫе ҫисе пурӑнӗ, сан валли ҫӑкӑр та, эрех те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, вӑкӑрусен хунавне те, сурӑхусен хунавне те хӑвармӗ, хӑвна мӗн пӗтеричченех ҫапла тӑвӗ; 52. санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинчи ху шанса тӑракан ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене ишсе пӗтеричченех вӑл сана хӑвӑн пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ; ҫапла хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру панӑ пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче, пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫу йывӑҫӗ санӑн пур ҫӗрӳ ҫинче те пулӗ, анчах пуҫна ҫу сӗрсе кураймӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫырли тӑкӑнса пӗтӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пуҫу тӗлӗнчи пӗлӗтсем пӑхӑр пулса тӑрӗҫ, уру айӗнчи ҫӗр тимӗр пулса тӑрӗ; 24. ҫумӑр вырӑнне Ҫӳлхуҫа санӑн ҫӗрӳ ҫине тусан ярӗ, [хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех,] хӑвна тӗппипе пӗтеричченех сан ҫине тӳперен тусан-тӑпра тӑкӑнӗ те тӑкӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ырӑ пуянлӑхӗн ҫӳпҫине — тӳпене — уҫӗ те санӑн ҫӗрӳ ҫине вӑхӑтра ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ, санӑн аллу мӗн тунине пурне те пиллӗх парса тӑрӗ: эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху кивҫене кӗмӗн, [нумай халӑха хӑвӑн аллунта тытса тӑрӑн, вӗсем сана хӑйсен аллинче тытса тӑраймӗҫ].
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Виҫҫӗмӗш ҫулхине, вуннӑмӗш пайсен ҫулӗнче, эсӗ, хӑвӑн [ҫӗрӳ] ӳстернӗ пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне уйӑрса илсе, ӑна хӑвӑн килӳ-ҫуртунта ҫиччӗр, тӑранччӑр тесе левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма парсассӑн, 13. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче кала: эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн хушнисене, мӗн ӳкӗтлесе каланисене пурне те пурӑнӑҫласа, эпӗ [хамӑн] килӗмрен сӑваплине уйӑрса илтӗм, ӑна левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана тата тӑлӑх арӑма патӑм: Санӑн ӳкӗтӳсенчен иртмерӗм, вӗсене манмарӑм; 14. эпӗ ӑна хуйхӑллӑ-суйхӑллӑ чухне тутанман, ӑна эпӗ хам таса мар чухне те тытман, унран илсе, вилнисене асӑнмашкӑн та паман; эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм сӑмахне итлесе тӑтӑм, Эсӗ мана мӗн ӳкӗтлесе каланине пӗтӗмпех пурӑнӑҫларӑм; 15. Хӑвӑн сӑваплӑ ҫуртунтан, тӳперен, пӑхсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, пиллесемччӗ, пире Ху панӑ ҫӗре пиллесемччӗ, — Эсӗ ӑна, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, аттемӗрсене [пире пама пулса] мӗнле тупа тунӑ, ҫапла патӑн, тесе кала.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫине пырса кӗрсессӗн, ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ҫӗрӳ ҫинчен чи малтан пуҫтарнӑ пур тӗрлӗ ҫимӗҫе илсе пӗрнене тултар та Ҫӳлхуҫа Турру Хӑйӗн ятне пуҫҫапма суйласа илнӗ вырӑна кай; 3. ҫав вӑхӑтри священник патне пыр та ӑна кала: эпӗ паян санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче чунӑма уҫса каласа паратӑп: эпӗ Ҫӳлхуҫа пирӗн аттемӗрсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре ҫитсе кӗтӗм, те.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Санӑн хутаҫунта икӗ тӗрлӗ — ытларах тата сахалтарах — кӑтартакан кире пуканӗсем пулмалла мар; 14. санӑн килӳнте икӗ тӗрлӗ — ытларах тата сахалтарах — кӑтартакан ефа пулмалла мар; 15. санӑн кире пуканӗ йӑнӑшсӑр, тӗрӗс пулмалла, санӑн ефа та йӑнӑшсӑр, тӗрӗс пулмалла, ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна [еткерлӗхе] парас ҫӗрӳ ҫинче кунҫулу санӑн вӑрӑм пултӑр; 16. санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакан кирек кам та ирсӗр.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, ҫӗрӳн чиккисене сарса аҫусене пама пулнӑ пӗтӗм ҫӗре сана парсассӑн, 9. эсӗ паян эпӗ хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине, ҫак пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑма, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратса пурӑнма, ӗмӗр тӑршшӗпех Унӑн ҫулӗпе ҫӳреме тӑрӑшсассӑн, ҫав виҫӗ хула ҫумне тата виҫӗ хула хуш, 10. ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче айӑпсӑр ҫыннӑн юнӗ ан тӑкӑнтӑр, сан ҫинче юн [айӑпӗ] ан пултӑр.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗрӗн халӑхӗсене пӗтерсессӗн, эсӗ ху вӗсем хыҫҫӑн еткерлӗхе кӗрсе вӗсен хулисемпе ҫурчӗсене пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче виҫӗ хула суйласа ил; 3. ҫул хыв, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан пӗтӗм еткер ҫӗре виҫӗ пая уйӑр; вӗсем ҫын вӗлерекеншӗн кирек камшӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулӗҫ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр; 4. ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.