Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Вӑйлӑ, хӑюллӑ, ҫӗлӗксем ҫине хӗрлӗ ҫӑлтӑр ҫыпӑҫтарнӑ боецсем килеҫҫӗ…— Придут сильные, смелые бойцы с красными звездами на шапках…
29 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Пуҫӗсене вӗсем халиччен курман темӗнле ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Пӗр сарайне пӗтӗмӗшпех обмундированисем, кӑҫатсем, полушубкӑсем, ӑшӑ кӗпе-йӗмсем, тиртен ҫӗленӗ ҫӗлӗксем тултарса хунӑ.Целый сарай был завален обмундированием, валенками, полушубками, теплым бельем, меховыми шапками.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Анне, ҫӗлӗксем ҫинче ҫӑлтӑрсем вӗт, ҫӑлтӑрсем! — ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ Гриша Банюк.— Мама, да ведь звезды на шапках, звезды! — пискливо крикнул Гриша Банюк.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пӳртсем тӑрринче юртан купаланнӑ хулӑн ҫӗлӗксем.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пурте ҫӗлӗксем е папахӑсем тата тӑлӑпсем е шинельсем тӑхӑннӑ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫӑмламас ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ тата лакпа сӗрнӗ портупейсем ҫыхнӑ хуралҫӑсем, чул кӳлепесемпе илемлетнӗ хапха икӗ енче тӑрса, йӗнӗрен кӑларнӑ хӗҫӗсене аллисенче тытса, ӑна честь пачӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Аялта пӗр турат та ҫук, унта ҫеҫ, ҫӳлте, кӑвак тӳпере хӗвел ҫутатакан сарӑрах-хӗрлӗ вулӑсем тӑрринче, симӗсрех ҫӗлӗксем силленсе тӑраҫҫӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пуҫне вӗсем кӗмӗл тенкисемпе илемлетнӗ бархат ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ.В плоских бархатных шапочках, украшенных серебряными монетами.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хӗрачасем ҫӳҫне кастарнӑ пуҫӗсене ҫӑм тутӑрсем ҫыхнӑ, арҫын ачасем ватка хурса ҫӗлетнӗ ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Сайралнӑ пӗлӗтсем хушшинчен кас-кас хӗвел пӑха-пӑха илет, вара йӗри-тавра пурте — пӳрт умӗнчи йывӑҫсен юр витнӗ турачӗсем те, лӑпсӑркка юр ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ юпасем те пӗтӗмпех асамат кӗперӗ тӗслӗ пин-пин хӗлхемпе ялкӑшса, ҫиҫсе тӑрать.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унтан вӑл хыҫалалла тинкерсе илчӗ те хӗрлӗармеецсен сивлек те сӳрӗк, кашни хӑйне расна, ҫав хушӑрах виҫесӗр пӗрешкел сӑнӗсене курчӗ, пилӗк кӗтеслӗ хӗрлӗ ҫӑлтарлӑ кӑвак ҫӗлӗксем, кивелсе сарӑхнӑ е ҫӗнӗрех пирки кӑштӑрка ҫутӑ тӗслӗ сӑрӑ шинельсем ӗмӗлтетсе чухеннине курчӗ; похода тухнӑ ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ сӗлкӗшлӗ юра ашса йывӑррӑн утнине, уҫӑмсӑррӑн калаҫнине, тӗрлӗ сасӑллӑн ӳсӗрнине, флягӑсем чӑнклатнине илтрӗ; нӳрелсе лӳчӗркеннӗ атӑсен, махорка тӗтӗмӗн, чӗн амуницин чуна кӑтӑклантаракан шӑршине сывларӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Союзниксем кӗрӗксем, мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӑмламас ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ, хӑйсенчен сигарӑпа одеколон шӑрши кӗрет.Союзники — в шубах, в мохнатых заячьих папахах, овеянные запахами сигар и одеколона.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Майдан казаксен лампасӗсемпе, карттусӗсемпе капӑрланса чӑпарланнӑ; вӗсем хушшинче теплерен ҫеҫ, пӗчӗкҫӗ утравсем пек хуралса, лӗмсӗркке ҫӗлӗксем палӑраҫҫӗ.Майдан пышно цвел казачьими лампасами, фуражками, изредка островком чернела лохматая папаха.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Оркестр выляса ячӗ, «урр-а-а!» кӑшкӑрни янраса кайрӗ, ҫӗлӗксем, тутӑрсем ҫӳлелле вӗҫрӗҫ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Виҫӗ тонна тиекен машинӑна ҫирӗм ултӑ колхоз ялавӗсемпе илемлетнӗ, ун тавра лапсӑркка ҫӗлӗксем, хӗрлӗ те кӑвак тӑрӑллӑ кубанкӑсем, шел тутӑрсем, хулпуҫҫисем ҫинче сарӑлса выртакан тӑлӑп ҫухисем хумханса тӑнӑ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иккӗшӗ ҫуллахи карттуссемпех; ыттисем путек тирӗсенчен ҫӗлетнӗ тӗссӗр хура ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ та, йӳле янӑ ҫӗлӗк хӑлхисен вараланчӑк ҫаккисем икӗ еннелле ҫапкаланса пыраҫҫӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Колонна уҫса пӑрахнӑ хапха витӗр чиркӳ картишне пырса кӗчӗ, пуҫсем ҫинчен хывнӑ ҫӗлӗксем мӗлтлетсе илчӗҫ, харӑссӑн пусакан урасен сассипе пӗтӗм чиркӳ янӑраса тӑрать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑкӑрсем, михӗсем, утӑ лавӗсем, цыгансем, чӳлмексем, хӗрарӑмсем, премӗксемпе ҫӗлӗксем, — пурте куҫа яр курӑнаҫҫӗ, ула-чӑла, йӗркесӗр, куҫ умӗнче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хыпаланса ҫӳреҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах ним те тӑваймастӑн — нимӗҫ салтакӗсене хӗрарӑмсен кивелнӗ кӗрӗкӗсене те, тӗпленӗ ҫӑматӑсене те, сурӑх е йыта тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗксем те тӑхӑнтарма тивнӗ…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.