Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗкленсе (тĕпĕ: ҫӗклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте йӗнерсем ҫинчен ҫӗкленсе пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра шурӑ пӗсехеллӗ ӑмӑрт йывӑҫсем хушшинчен йывӑррӑн ҫӗкленсе тухрӗ те ӑна хирӗҫ кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, ҫӗнтернине палӑртнӑн, вӑрӑммӑн сасӑ пачӗ те, ҫӳлерех ҫӗкленсе, шурӑ пӗсехелли ҫине чул пек ӳкрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчамас ҫак сӑмахсене каларӗ те, ури ҫине ҫӗкленсе, виҫӗ хутчен пӗр вырӑнта сиксе илчӗ, унтан тарса пытанма тӑрӑшакан Карлай енне виҫӗ хутчен сурчӗ…

Помоги переводом

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тусан ҫӗкленсе явӑнать, сиккипе килекен юланутсене уйӑрса илме кансӗрлет.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Манӑн вӑйӑм каллех ҫӗкленсе каймалла, Тин манпа воевотӑ тавлашмӗ малалла!

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тинӗс шывне курсассӑн Аса килчӗ аслӑ Атӑл, Санӑн сӑнна курсассӑн Ҫӗкленсе кайрӗ ӑс-хапӑл.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑртлӑ, ҫырмаллӑ Шупашкар хулинче Ӑҫта кирлӗ чул чиркӗ ларать ҫӗкленсе.

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пур ҫӗре те Урхан чапӗ сарӑлнӑ, Пур ҫӗрте те Урхана асӑннӑ: Сӑр хӗрӗнчи Етӗрне хулинчен Атӑл ҫинчи Шупашкара ҫитиччен Янрать Урхан ячӗ ҫӗкленсе, Курайман тӑшмансен кӑмӑлне хистесе.

Помоги переводом

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Майӗпен ҫӗкленсе пырса, пилӗк таран тухрӑм.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кирук, ҫӗкленсе, ҫӳҫе тӗмӗ урлӑ Ильмар еннелле пӑхрӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӑмӑлӑм вара ҫӗкленсе пырать, Йогара тав тӑвас килет…

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Нумаях та пуҫне ватса тӑмарӗ ҫакскер — ҫӑкӑр таткине пӗчӗк сӑмсипе ҫӑтӑххӑн кап! хыпса илчӗ те, пӑрлатса ҫӗкленсе, хӳрине ҫеҫ кӑтартса хӑварчӗ…

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Пурис вара кун пек чухне йӗри-тавраллах, сапӑнса, кӑра хум ывӑтса ярать, унӑн кашкӑр асав шӑлӗсем чӑшӑлл! ӳссе хӑпарса каскӑчланаҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫинчи йӑшӑркка ҫӑмӗ йӑшӑлт ҫӗкленсе шӑртланать, чӑмӑртаннӑ чышкисем те ҫӑтӑр-ҫӑтӑр хытса тимӗрленеҫҫӗ, пӳрнисен чӗрнисем ал тупаннех касса кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ӑшӗнчен йӗклӗ туйӑм ҫӗкленсе хӑвӑрӑлса тухрӗ, чикан майрисем ҫинелле вӗҫтернӗ куҫӗсем, ҫивӗчленсе, сиввӗн хӗмленсе илчӗҫ, анчах хӑй нимӗн те каламарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр самантран, ютра нумайччен ларма юратман сӑпайлӑ хӑна евӗр, нӳрӗ, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленсе, ирхи тӗтре пек шуралса тӳпенелле хӑпарма та пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Арҫын — пӗр ҫирӗм пиллӗксенче, йӑм-хура ҫӳҫне кӗскен кастарнӑ, чӗрӗп шӑрчӗ пекех ҫӳлелле ҫӗкленсе тӑракан ҫӳҫ пӗрчисем хӗвел ҫинче ытла та хӗлхемлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Савӑнса кайнӑ ҫамрӑксем ҫине пӑхса Ревлен Петрович кӑмӑлӗ те ҫӗкленсе, уҫӑлса кайрӗ.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пулать, пулать, кӗрӗр, — ҫавӑнтах вырӑнӗнчен ҫӗкленсе алӑк уҫса кӗртрӗ вӑл.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Вӑхӑт, вӑхӑт, — харӑссӑн кӑшкӑрчӗҫ ҫынсем, хӑйсем ҫавӑнтах вырӑнӗсенчен ҫӗкленсе пысӑк зала кӗме хатӗрленчӗҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней