Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Пуҫланать», тесе шухӑшларӑм эпӗ; сисетӗп, — ҫапӑҫу пуҫланас умӗн, пӑшалсемпе тупӑсем кӗмсӗртетнӗ чухне мар, пулеметсем шатӑртатнӑ, е ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ батарейӑсем хаплатнӑ чух та мар, — малтанрах, нимӗнле сас-хура та ҫук чухне, мӗнпур хӑрушлӑхсем умра курӑнса тӑнӑ чухне, пӗтӗм ӑшчик ҫӗкленсе хумханнине туятӑн…
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл чӗлӗмне туртма пуҫларӗ, сивӗ шыв килленсе ӗҫне пекех, темиҫе хутчен табак тӗтӗмне пӗтӗм кӑкӑр тулли ӗмсе шалалла туртса илчӗ, унтан хутаҫҫине кӗсьине чиксе, мана хулпуҫҫинчен лӑпкаса, нимӗнех те пулман пек, ҫӗкленсе каларӗ:
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хуралҫӑ сӗлкӗшшӗн ҫӗкленсе хӑйӗн ӳпли патнелле сӗнкӗлтетрӗ.
Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.
Вӑл ҫаврӑнчӗ; хыҫалта юлнӑ калинкке вырӑнӗнче — кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленсе ларнӑ ҫӳллӗ хӳме.Он обернулся, но увидел сзади вместо оставленной калитки высокое, внезапно выросшее заграждение.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Тепӗр самантран вӑл каялла ҫаврӑнчӗ, анчах хӑй кӗнӗ ҫӗрте нимӗн те курмасть — ҫурӑмӗ хыҫӗнче яка, хура стена ҫӗкленсе ларнӑ, вӑл ӑна, Джиса, ҫурӑмӗнчен тӗкнӗн туйӑнать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
— Хуҫӑлса ан ӳк, — терӗ Ассоль пукан ҫинчен ҫӗкленсе.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Сасартӑк лару-тӑру улшӑнчӗ — асаплану хӑмпи шӑтрӗ: арҫын сӑнлӑ хӗр хӑйӗн умӗнчи шӑккалата шӑршла-шӑршла эхлетрӗ те — пухӑннӑ халӑха йыхравлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, хӑюллӑн ҫӗкленсе Жиль патне пырса тӑчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Вӑрӑ васкаса чӳречене уҫрӗ, пысӑках мар шкатулкӑна ҫула май ҫаклатса тытрӗ те пахчаналла чӑмрӗ, унта кашкӑр ҫырлин хытӑ тӗмӗ ҫине лекнипе ҫӗкленсе илчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
— Вӑл инҫетри ҫӗр-шывра вилнӗ, — хуравларӗ Галеран пуҫ тайса уйрӑлмашкӑн ҫӗкленсе, — эпӗ вара унран шӳтлӗ ҫак парнене сире тавӑрса пама ыйтса янӑ ҫыру илтӗм.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Генерал вӑтам пӳллӗ, сылтӑм хул пуҫҫи чӑн-чӑн маррӑн ҫӗкленсе тӑнӑран питӗ тӳррӗн курӑнать; хул пуҫҫине Ингальт-Гауз патӗнчи ҫапӑҫура амантса тӗпретнӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫапла-и? — ҫӗртен ҫӗкленсе чӗнчӗ Ботредж.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ытлашши ҫӗкленсе кайнӑран ахӑр — унӑн сулахай пит ҫӑмарти ҫине ҫап-ҫутӑ хӗрлӗ пӑнчӑ тухса ларчӗ, вӑл куҫ кӗтесӗне тӑнлавне ҫитиех сарӑлчӗ; пит ҫӑмарти чӗтренсе ҫӳҫенет тейӗн — ӑна хӑй сисмесӗрех хыттӑн сӑтӑрать:
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Галерана шыраса тупнӑ, — васкавлӑн хуравларӗ Факрегед, вырӑн ҫинчен ҫӗкленсе алӑк патне пычӗ, Тиррей енне ҫурӑмпа тӑрать.— Уже разыскали Галерана, — поспешно ответил Факрегед, вставая, отходя к двери и стоя к ней спиной.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кунсӑр пуҫне эпӗ маузера ҫакӑншӑн та юрататтӑм: вӑл ман ҫумра чухне манӑн темӗнле кӑмӑлӑм хавассӑн хумханнипе чунӑм ҫӗкленсе каятчӗ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӑвара карсах эпӗ Чавка патӗнче тӗлӗнсе пӑхса тӑратӑп, Баскаковшӑн сасартӑк хавасланса манӑн пӗтӗм кӑмӑлӑм ҫӗкленсе кайрӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Малта инҫетре пӗлӗт айӗнче ҫӗкленсе капланнӑ уҫӑмлӑ сенкер ту курӑнать, — горизонтри чи ҫӳллӗ вырӑн, — унтан фермер хушса хучӗ:
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Дарль умӗнче, кивӗ сӑран кресло ҫинче, мӑнтӑр старик ларать: минтерсенчен тӗршӗннӗ, аллинче — ҫӳхе туя, пӗр куҫне хӗснӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, хаяррӑн тӑртаннӑ куҫ харшисен айӗнчен сарӑ-хӑмӑр куҫӗсем чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ: сулахаййи — ҫурма уҫӑ хушӑкӗнчен сивлеккӗн, наркӑмӑшлӑ йӑлтӑрккапа тулнӑскер; сылтӑмми вара — тӑшман ҫине пӑхма уҫнӑскер — шӑтарасла, куҫ харши айӗпе, кӑштах йӗкӗлтевлӗн тата ырӑ маррӑн ҫӗкленсе.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
— Чартак ҫине улӑх! — ҫӗкленсе кӑшкӑрчӗ Грифит.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Ашкӑнчӑк ҫил ачи ури айнелле хирӗҫ килекен пӗчӗкҫӗ ҫил чӗппи ыткӑнчӗ; ҫавна пула пысӑках мар ҫавра ҫил ҫури ҫӗкленсе манӑн куҫӑмсене ҫӳпӗлерӗ.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Вӑл хӑйне аса илӳпе тӗреклетрӗ; шанӑҫ пӗтнӗ кунсем Ашри вил тӑпринчен ҫӗкленсе Гнора хаяр вӑйӑ картипе ҫавӑрса хуптӗрлерӗҫ; тӗрӗслӗх ун енче.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.