Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑлтарах (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан малалла кайма та пӑртак ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ.

А потом уж и ехать дальше, куда Бог велит…

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Прохора ҫӑмӑлтарах пулса килчӗ, каллех малалла утса кайрӗ.

Прохору стало легче, и он снова пошел.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Унталла кайсан пире, большевиксен ункине татса тухса, Екатеринодар ҫывӑхӗнчи отрядпа пӗрлешме ҫӑмӑлтарах, — вӗҫлет вӑл хӑйӗн сӑмахне.

— В данном направлении нам легче всего прорвать большевистское кольцо и соединиться с отрядом, действующим под Екатеринодаром, — закончил он.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑшӑ кулӑ хыҫҫӑн калаҫу ансатрах, ҫӑмӑлтарах, хӑюллӑрах ҫаврӑнса кайрӗ.

От улыбки стала как-то проще, доступней, земней.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрлӗ машинӑсемпе ҫав вӑя ӑҫта ярас тенӗ, ҫавӑнта яма пулать — лампочкӑна та, мотора та, сало шӑриклеме плитана та, чейнике те, хӗрарӑмсене ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, утюга та кӗртме пулать…

С помощью таких разных приспособлений эту громадную силу можно направить куда хошь — и в лампочку, и в мотор, и в плитку, чтобы на ней сало жарить, и в чайник, и дажеть в утюг, чтобы было бабам облегчение…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӑмӑлтарах ӗҫе куҫармалла мар-ши — лаша е вӑкӑр хӑвалама?».

Может быть, перевести на более легкую работу — управлять быками или лошадьми?»

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Авланасчӗ сан, Сережа, — терӗ вӑл, — пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ.

— Женился бы ты, Сережа, — заговорила она, — вот оно тебе и легче жилось бы.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ушкӑнӗпе пурӑнма ҫӑмӑлтарах, тата эпир старикпе ку тӗнчере нумай пурӑнас ҫынсем мар.

Гуртом жить легче, да и мы с батьком жильцы на этом свете уже недолгие…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл хӑй валли тухса ҫӳремелле мар, ҫӑмӑлтарах ӗҫ ыйтнӑ.

Он попросил себе легкую, не связанную с разъездами работу.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗнтен ҫӑмӑлтарах килӗ-ши сире? — йӗкӗлтесе ыйтрӗ Сергей Платонович.

— Чем же это вам полегчает? — язвительно спросил Сергей Платонович.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кам пӗлет, пире, тен, ҫӑмӑлтарах та килӗ?..

А нам, могет быть, что и полегчает от этого?..

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урапасен ӳречисенчен тытса, ҫӑмӑлтарах аманнӑ салтаксем утса пыраҫҫӗ.

Цепляясь со всех сторон за грядушки повозок, тянулись около раненые.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Халӗ ҫӑмӑлтарах ӗнтӗ…

— Теперь уже легче…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виҫҫӗн калаҫса, йӗркине туйма ҫӑмӑлтарах пулӗ, кайран вара, станицӑна таврӑнсан, калаҫса тӑма кирлӗ те мар, ӗҫне тӑвасси ҫеҫ юлать…

Втроем беседуя, будет легче прийти к порядку, а потом, вернувшись в станицу, разговор уже нужен не будет, остается только дело сделать…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малта ӗҫ нумай, анчах сире ҫӑмӑлтарах пулӗ…

Впереди — немало работы, но вам теперь легче…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку ӗҫ ҫӑмӑлтарах, ҫамрӑк вӑкӑрсене ӳстермелле ҫеҫ.

Тут мы можем легко выйти из положения, если начнем выращивать молодых бычков.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыран ҫӑмӑлтарах пулать…

А завтра будет посвободнее…

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Давыдкӑна хӗрхенес кӑмӑлӗ ҫӗнтерчӗ, хӑйне ҫӑмӑлтарах туйса, шалча ҫапса тытнӑ шурӑ хӳме ҫумӗпе утса кайрӗ вӑл.

Жалость к Давыдке взяла верх, с чувством облегчения он зашагал около белого частокола.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑр ҫӗклемсене ывӑтса пыма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, вӑл сенӗк аврине кӑкӗнчерехрен тытрӗ, хӑвӑрт сывлама пуҫларӗ.

Он короче перехватил вилы, чтоб легче было метать тяжелые вороха хлеба, порывисто дышал.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑмӑлтарах шухӑшлӑ чиперкке ӗнтӗ хӑйӗн тантӑшӗсемпе шӳт тума та пуҫларӗ.

И ветреная красавица уже шутила со своими подругами.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней