Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халсӑрланнӑ алӑсене ҫирӗплетӗр, чӗтрекен чӗркуҫҫисене хытарӑр; 4. хавшак чунлисене калӑр: «тӗреклӗ тӑрӑр, ан хӑрӑр; акӑ сирӗн Туррӑр, ӗнтӗ тавӑру, Турӑ тавӑрасси килет; Вӑл килӗ, ҫӑлӗ сире».
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пирӗн унта юханшывсем вырӑнне, алтса тунӑ шыв ҫулӗсем вырӑнне аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр пулӗ; унта кӗсменлӗ пӗр кимӗ те кӗреймӗ, пысӑк карап та иртеймӗ: 22. Ҫӳлхуҫа — пирӗн тӳре, Ҫӳлхуҫа — пирӗн саккунҫӑ, Ҫӳлхуҫа — пирӗн патша; Вӑл пире ҫӑлӗ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тӳпе те, ҫӗр те, тинӗссем те, унта мӗн ҫӳрекенни те — пурте Ӑна мухтаччӑр; 36. Турӑ Сиона ҫӑлӗ, Иуда хулисене ҫӗнӗрен туса лартӗ, унта вырӑнаҫӗҫ, Сион вӗсен еткерӗ пулӗ, 37. Унӑн чурисенӗн ӑрӑвӗ ӑна еткерлӗхе илӗ, унта Унӑн ятне юратакансем вырӑнаҫӗҫ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлти Турра, хама ырӑлӑх кӑтартакан Турра, тархаслам; 4. Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхне, Хӑйӗн чӑнлӑхне ярӗ: ҫӳлтен ярӗ те ҫӑлӗ мана; мана хыпса ҫӑтма ӗмӗтленекене намӑса хӑварӗ.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Турра тархаслӑп та — Ҫӳлхуҫа мана ҫӑлӗ.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тӳрӗ ҫынсен ҫӑлӑнӑҫӗ Ҫӳлхуҫаран килет, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра вӗсен хӳтлӗхӗ — Турӑ; 40. Ҫӳлхуҫа вӗсене пулӑшӗ, вӗсене хӑтарӗ; усал ҫынсенчен хӑтарӗ вӗсене, ҫӑлӗ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ӑна шанса тӑраҫҫӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сарра патне ҫывӑхарас умӗн иксӗр те тӑрӑр та ырӑ кӑмӑллӑ Турра тархаслӑр, Вӑл ҫӑлӗ, ҫырлахӗ сире.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иоав вара Давид патӗнчен тухнӑ та хӑйӗн ҫыннисене Авенир хыҫҫӑн ӑна хӑваласа ҫитме янӑ; вӗсем ӑна Сир ҫӑлӗ патӗнчен каялла илсе килнӗ, Давида ҫакӑн ҫинчен пӗлтермен.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ хӑвачӗпе Лехӑри пӗр путӑкран ҫӑл тапса тухнӑ, Самсон тӑраниччен шыв ӗҫнӗ те сывлӑшне ҫавӑрса янӑ, ҫавӑнпа ку вырӑна Йӑлӑнаканӑн ҫӑлӗ тесе ят панӑ, Лехӑра ӑна паян кун та курма пулать.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иероваал, вӑлах Гедеон, тата унпа пӗрле пынӑ халӑх ир-ирех тӑнӑ та Харод ҫӑлӗ патӗнче тапӑра йӗркеленсе тӑнӑ; мадиансен тапӑрӗ вара вӗсенчен ҫурҫӗр енчи айлӑмра Море сӑрчӗ патӗнче тӑнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унтан таврӑнсассӑн, вӗсем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласассӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрейсене те ҫӗмӗрсе тухнӑ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ной пурӑнӑҫӗн ултҫӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш [27] кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ; 12. вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫунӑ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.