Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак сӑмахсемпе пысӑк карачи вӗсенчен пӑрӑнса кремль картишӗпе шалалла, хан керменӗ еннелле, иртрӗ, мӑрсасем ним ӑнланмасӑр ҫӑварӗсене карса тӑрса юлчӗҫ.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Мӗн, ҫӑварӗсене карса кулса тӑраҫҫӗ вӗсем? — ҫиллине чараймасӑр ыйтрӗ Танук-нойон.
Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кирлӗ-кирлӗмаршӑн ҫынсен ҫӑварӗсене хупласа, тӗрмесене хупса, шухӑшламасӑр пурӑнма вӗрентесшӗн пулнӑ-ши халӑха ун чухнехи коммунист-пуҫлӑхсем?
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Пӗр вӑхӑта писательсем ҫӑварӗсене п… хыптарнӑ пек пулса ларчӗҫ.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ман пек ыйхӑ чӑптисем ҫывӑрса юлнӑ ав, урамра ҫӑварӗсене карса тӑраҫҫӗ.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Пурте ҫӑварӗсене карса пӑраххӑрӗҫ.
III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.
Хуласенче пулса курнӑ ҫамрӑксем текех ӗнтӗ килте тӗртсе тунӑ кӗпе-йӗм тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ, вӗсем фабрикӑра тӗртнӗ пустав пиншаксемпе шӑлаварсем, ҫутӑ кӑсуруклӑ карттуссем, пӗрмечеллӗ атӑсем тӑхӑнса янӑ, хӑшӗсем ҫӑварӗсене пирус та хыпнӑ, хурал пӳртне пухӑнса укҫалла картла та выляҫҫӗ вӗсем.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Пуш хирӗн пысӑк чӗринче этемӗн пӗчӗк чӗри талтлатать; ӳсен-тӑран мириадисем ыйхӑллӑн сывлаҫҫӗ; йӑл кулса — Стар вӗсен ҫурма уҫӑ пӗчӗкҫӗ ҫӑварӗсене курать, курӑк-чечек кӗпҫисен чӑштӑртатӑвне тӑнласа утать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Вӑл ҫывӑрасшӑн марччӗ, анчах ыйха путрӗ, вӑранчӗ те — йӗри-тавра хӗрарӑмсемпе ачасем кукленсе ларнӑ, тӗлӗннипе ҫӑварӗсене карнӑ та шурӑ ҫынна чӗмсӗррӗн тӗсеҫҫӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӳречесенче кӑсӑкланакан пуҫсем курӑнса кайрӗҫ; хӗрарӑмсем ҫӑварӗсене карса алӑк пусахи ҫине сике-сике тухаҫҫӗ, почтальона тӗсенӗн пире шӑтарасла тишкереҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Апла пулман пулсан, эпӗ, хамран ыйтакана хирӗҫ пурне те: ман аттене революционер пулнӑшӑн персе вӗлернӗ, тенӗ пулӑттӑм, пурте ҫӑварӗсене хупнӑ пулӗччӗҫ те, вара нихӑшӗ те ман ҫине пӳрнипе те тӗллесе кӑтартмӗччӗҫ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл шалтах аптӑранӑ шофер ирсӗррӗн ятлаҫнине илтмест, ҫавӑнпа та экипаж алӑкӗ патне пырса тӑчӗ; ун пичӗ умӗнчех — урах мар виҫӗ арҫын сӑнӗ, вӗсем ҫӑварӗсене карсах пӑрахнӑ, Давенант вӗсен ыйтӑвӗсемпе кӑшкӑрӑвне илтет, анчах ӑнланмасть.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Лешсем «тетӗшне» тивӗҫлипе тӗсес йӳтӗмпе чи малтанах пӳрнисене ҫӑварӗсене тӗплӗн чике-чике хучӗҫ, унтан — йӗрӗнчӗклӗн — хӑйсем хӑйӑртан пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫӗ патне таврӑнчӗҫ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Юнпа исленнӗ окопсенчен отделени командирӗсем, комиссарсем, снаряд ҫурӑлнӑ чухне ҫӗр айне пулса хӑлхасӑрланнӑ боецсем ҫӗклене-ҫӗклене тухаҫҫӗ, вӗсем тӑпрапа сапӑннӑ ҫилӗллӗ хаяр куҫӗсене тасата-тасата, хуралса пӗтнӗ ҫӑварӗсене кара-кара кӑшкӑрса, ҫӗр ҫӑтман ҫӗлен-калтасене хирӗҫ такӑна-такӑна чупаҫҫӗ, тӑшман окопне чупса ҫитсе, — тӑвӑр ҫухавипе пӑвӑннӑ ансӑр кӑкӑрлӑ нимӗҫ офицерне, Украина салоне кӳпсе хырӑмне сарнӑ хӗп хӗрлӗ унтер-офицерне, — халӗ ӗнтӗ револьверне те нимӗҫле шанчӑкпа мар ҫавӑркалаканскерне, тата — турӑ каҫартӑр — куҫлӑх тӑхӑннӑ, пысӑк сӑмсаллӑ типшӗм нимӗҫ рядовойне, юнлӑ буржуази вилӗм шӑтӑкӗ шырама Дон хирӗсене янӑскерне, — ыраш кӗлтине сенӗкпе тӑрӑнтарнӑ пек, тӑват кӗтеслӗ штыксемпе чике-чике тӑрӑнтараҫҫӗ…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Акӑ итлекенсем ҫӑварӗсене уҫаҫҫӗ те вӗсен: «Ха-ха!» — хыттӑн ахӑлтатса кулнӑ сассисем ҫуртсен хӑрӑмланнӑ ҫивиттийӗ айӗпе аслати евӗр кӗмсӗртетсе каяҫҫӗ, вара унӑн куҫӗсем шӳтлӗ сӑмах каланипе пӗрӗнсе пӑха пуҫлаҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Праҫниксенче, каҫпала, хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем урамсем тӑрӑх юрласа ҫӳреҫҫӗ, юрланӑ чух ҫӑварӗсене кайӑк чӗпписем пек уҫаҫҫӗ те, ӳсӗрӗлнӗ ҫынсем пек тунсӑхлӑн кулаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Шӑшисем ун кӗввине ҫӑварӗсене карса пӑрахсах итлеҫҫӗ.
Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Паян вӗсем пуҫӗсене ҫӗклеме те, ҫӑварӗсене уҫма та хӑяймаҫҫӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Курак чӗпписем ҫӑварӗсене сарлака карса пӑрахаҫҫӗ те ҫурма ҫара ҫуначӗсемпе ҫапкаланаҫҫӗ.Воронята широко раскрывают клюв и машут полуголыми крылышками.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Амӑшӗ йӑви патне вӗҫсе ҫитсенех унӑн чӗпписем ҫӑварӗсене карса: «Ка!» тесе пӗтӗм сасӑпа ҫухӑраҫҫӗ.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.