Поиск
Шырав ĕçĕ:
Бранка… вӑл чӑлха ҫыхать пулӗ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Катенька, диван ҫине ларса, мӗн те пулин ҫыхать е вулать, йӑмӑх ҫутӑра витӗр курӑннӑн туйӑнакан шап-шурӑ аллине чӑтӑмсӑррӑн сулкаласа, шӑнасене хӑвалать е, ылтӑн тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗ ӑшне лексе ҫӑтӑлтатакан шӑнаран хӑтӑлас шутпа, пит-куҫне пӗркелентерсе, пуҫне чӗтретет.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл яланах мӗн те пулин тӑвать: е чӑлха ҫыхать, е хӑйӗн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче чакаланать, е кӗпе-йӗм шутне ҫырать тата эпӗ: «генерала тухас пулсан, ытарма ҫук хитре хӗре качча илетӗп, хам валли ҫӳрен лаша туянатӑп, кӗленче ҫурт туса лартатӑп та Карл Иваныч тӑванӗсене Саксонирен ҫырупа чӗнсе илетӗп» тенине е ҫавнашкал пули-пулми сӑмахсене итленӗ май: «ҫапла, улпутӑм, ҫапла» текелетчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Врач хӑй пациенчӗн пульсне хыпашласа пӑхать, компресс хурать, суранӗсене ҫыхать, сайра хутра вара куҫлӑхӗ урлӑ шкул директорӗ ҫинелле пӑхкаласа илет.
Палламан ача хайне тӗлӗнмелле тыткалани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫӳҫне пӗр вӗҫсӗр хӑюсем улӑштара-улӑштара ҫыхать, тепӗр чухне тата пуҫне кӗрен бантиклӑ шлепке тӑхӑнса ярать.То меняла ленты в волосах, а то напяливала на голову шляпку с розовым бантом.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Владимир Ильич кӗнекесем ҫыхать, Женька, мӗскӗннӗн ачашланкаласа, йынӑша-йынӑша илет: «Ӑнлантарса парӑр, мӗн кунта сирӗн?» — тенӗн тинкерет.
Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вальӑн ҫак сисӗмсӗрлӗхӗ, туйӑмсӑрлӑхӗ, тӗлӗнмелле, мана алӑ-ураран ҫыхать, вӗчӗрхентерет те кӑштах.И меня тяготило, даже, пожалуй, немного раздражало это Валино непонимание, ее нечувствительность.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Малтан юлташӗн суранне ҫуса ҫыхать, кайран хӑйӗнне.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Хӑй ҫыхать, пуҫӗпе сулкалать — «Йӗркесӗр калаҫатӑн, земляк», — тет.Она перевязывает, а сама головой качает: нехорошо, дескать, земляк, говоришь.
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.
Бездоля пулемётчик, Ҫӗпӗр ҫынни, ӗҫчен те хӑватлӑскер, чӗрки ҫинче выртакан шурӑ чечекӗсенчен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхать.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Шовкун асӑрхануллӑн ҫыхать.
XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Паша инке хӑй валли ҫӑмран кофта ҫыхать.
Канӑҫсӑрлӑх // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Настя асанне нихҫан та иртӗхтермест, вӑл шурӑ тутӑрпа ҫӳрет, ҫыхасса тутӑрне янах айӗнчен ҫыхать.
Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Воронцов пукан ҫинче ларать, санротӑри илемсӗр те ҫиллес фельдшерица унӑн суранне ҫыхать.Воронцов сидел на стуле, а некрасивая сердитая фельдшерица из санроты делала ему перевязку.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл, татӑлса анас мар тесе, хӑйне васкамасӑр, май пур таран ҫирӗпрех ҫыхать.А он спокойно обвязывал себя, как можно крепче, чтобы не сорваться.
XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Артамоновсем никампа та паллашма тӑрӑшмарӗҫ, вӗсен хуҫалӑхне пӗр самӑр карчӑк тирпейлесе тӑрать, — вӑл ялан хура тум тӑхӑнса сӳрет, пуҫне те хура тутӑр ҫыхать, тутӑр вӗҫӗсем мӑйрака пек тӑсӑлса тӑраҫҫӗ, калаҫасса темле хупӑрах сасӑпа, сахал тата ӑнланмаллах мар калаҫать, ҫавӑнпа та вӑл вырӑс мар пек туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Люда минӑсене мӑн хырӑмӗ айне вырнаҫтарса ҫыхать те пальто тӑхӑнать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ольга, Подскребовӑн шурса кайнӑ питне ҫынсенчен пытарас тесе, шӑлне тутӑрпа ҫыхать те каллех Наумова патне ертсе каять.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ватта сулӑннӑ хӗрарӑм мӑкӑртаткаласа япалисене ҫыхать: вӑл хӑйӗн хуҫалӑхне пӑрахса каясшӑн мар иккен.Пожилая хозяйка сердито упаковывала вещи: ей не хотелось бросать свое хозяйство.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Анчах Леночка икӗ ҫыншӑн ӗҫлет: кӗлте те ҫыхать, сурат та тӑвать, ҫавӑнпа вӑл ҫулакансенчен таҫта кая юлса пырать.Но Леночка работала за двоих: вязала снопы и складывала и сильно отстала от косцов.
Алӑ ҫинчи пирвайхи хӑмпӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.