Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне тӳрре кӑлармасӑр, ытти ҫынсен «чавсине ҫыртма» хӑтланмасӑр.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Халӗ ӗнтӗ Левен Стервиза мӗн тери паха вӑрман тиесе тухса кайма ирӗк панӑшӑн та пӑшӑрханкаласа илет — чавса ҫывӑх та, ҫыртма ҫук.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кайран чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук пек ан пулса тухтӑр.
Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Лешӗ хӑрӑлтатма, тапкаланма тапратсан, хӑраса, «икӗ ураллӑ кӗсре» сиксе тӑрса ларчӗ, ҫухӑрашса, Левене питрен ҫутӑлтарма, чавкалама, ҫыртма тытӑнчӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Стасик ӳсӗрпе пакӑлтатнӑ чух чӗлхине ҫыртма хӑнӑхнӑ Тамара ҫакна илтнипе кӑртах сикрӗ, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вӗриленсе кайнине туйса илчӗ.
43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Мӗн тӑвас халь, чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук.
13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Марьепе Санюк дояркӑсем, Ҫинукпа Макка кӗтӳҫсем, ытти хӗрарӑмсем ҫитрӗҫ, ӳссе ҫитнӗ ачисенчен упранса юлнӑ кипкесем, ҫыртма йӗмсем, кӗпесем, теттесем илсе килсе тултарчӗҫ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Чавса ҫывӑх та, ҫыртма ҫук теҫҫӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
«Эх, чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Аллине ҫӑкӑр тытса пӗр чӑмлам ҫеҫ ҫыртма ӗлкӗрчӗ карчӑк, сасартӑк кантӑкран шаккани илтӗнчӗ.
Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапла пулать тепӗр чух: чавса ҫывӑх — ҫыртма ҫук.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
Шӑлне шатӑртаттаркаласа илет-ха Пурис, анчах ӗҫ-пуҫ ҫапла ҫаврӑнса тухнӑшӑн айӑпне юлташӗсем ҫине ҫеҫ сулса, йӑвантарса, ҫилӗ вутне вӗсен еннелле ҫеҫ вашкӑрттарса, пӗрӗхтерсе, хӑй чавсине ҫыртма та шутламасть.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ун пек чухне чавса та ҫывӑх, анчах ҫыртма ҫук…
Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre
«Асту, вӑл усал, ҫыртма пултарать», — тетӗп эпӗ асӑрхаттарса.
Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur
Чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук…
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл эрехе куҫ хупмасӑр ӳпӗнтерчӗ, ах! — тесе пуҫне сулларӗ те ҫыртма пикенчӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ҫыртма ҫыртмасть вӑл, унӑн пуҫне Парамун ятарласах йӗвен тӑхӑнтартать.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
— Каласа парсан, чӗлхӳне ҫыртма пултаратӑн-и?
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ку сана чӗлхене ҫыртма пӗлнӗшӗн пулать!
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.