Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куҫса килнӗ ҫынсемшӗн ӗҫ ҫав тери нумай пулчӗ, чи малтан, мӗн тумаллине те пӗлмерӗҫ: ҫурт-йӗрне тумалла-ши е сунара ҫӳремелле-ши, тесе аптраса ӳкрӗҫ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Унти ҫынсемшӗн нимех те мар ӗнтӗ, вӗсем унта хӑнӑхнӑ, аптрамаҫҫӗ, ҫӗнӗрен пыракан ҫыншӑн начар вара.Тамошним-то жителям ничего, не действует на них, а пришлому человеку приходится плохо.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Эсир кунпа шӳтлесе ан хӑтланӑр, унсӑрӑн эпир лайӑх ҫынсемшӗн сӗтпе пыл, япӑххисемшӗн — кашкӑрсем.Смотрите не рискуйте головой, для хороших мы и мед и молоко, а для плохих — волки!
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Татах тепӗр минут иртсен, вӑл юнашар сӗтел хушшинчи ҫынна куҫ хӗсрӗ те ӳсӗрӗлнӗ чухнехи сасӑпа: — Харпӑр хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫланӑ ҫынсемшӗн! Саншӑн, механик! — терӗ те куркине ҫӗклерӗ.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗр ушкӑнти е пӗр ҫемьери пӗрешкел ӑнлануллӑ икӗ ҫын юратнине пӗлтернӗ чух пӗр паллӑ чикке ҫити кӑна калаҫаҫҫӗ, ҫав чикӗрен тухса кайса калаҫни пустуй сӑмахсем ҫеҫ пулнине вӗсем иккӗшӗ те ӑнланаҫҫӗ; ӑҫта мухтасси пӗтсе тӑрӑхласси пуҫланнине, ӑҫта юрату пӗтсе юратанҫи туни пуҫланнине вӗсем иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах кураҫҫӗ, — ҫакӑ урӑх ӑнлануллӑ ҫынсемшӗн пачах тепӗр майлӑ курӑнма пултарать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал юратакан ҫынсемшӗн, — юратнӑ япала мӗн чухлӗ ырӑ туйӑм вӑратать, ҫавӑн чухлӗ кӑмӑллӑ; юратакан ҫынна вара ҫав ырӑ туйӑма сиссе тӑни, ҫав ырӑ туйӑмӑн палӑрӑвӗ савӑнтарать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне ырӑ тӑвакан мӗнпур ҫынсемшӗн (вӑл хӑйне йышӑнакансене ҫапла калать), ҫав шутра аннешӗн, пирӗншӗн, хӑйӗншӗн кӗлтурӗ, турӑран хӑйӗн йывӑр ҫылӑхӗсене каҫарма ыйтрӗ, ҫине-ҫинех: «Турӑҫӑм, каҫар ман тӑшмансене!» — тесе каларӗ, ӗхлетсе тӑчӗ те каллех ҫав сӑмахсене ҫине-ҫинех асӑнчӗ, урайне перӗннӗ май чӑкӑртатакан асап кӗпи йывӑррине пӑхмасӑр, темиҫе хут та пӗшкӗне-пӗшкӗне илчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сана ҫынсемшӗн тӑрӑшасси аптратать, пыйтӑсем ҫиеҫҫӗ сана, сивӗ санӑн вӑйна сӑрхӑнтарать.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫынсемшӗн пӗччен кӑна ответ тытать-им-ха вӑл?
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ун пек пулни ҫавнашкал тӗлсӗр-пуҫсӑр ҫынсемшӗн лайӑх-ха ӗнтӗ.
Пӗлетпӗр! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 10–12 с.
«Педагогическая поэма», кӗнекен авторӗпе унӑн геройӗсем пиншер, ҫӗршер пин ҫынсемшӗн хаклӑ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем хушшинче — иртнӗ вӑхӑтсенче беспризорник пулнӑ, кайран хӑйӗн учителӗн шанчӑклӑ тусӗ тата помошникӗ пулса тӑнӑ Семен Карабанов.
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫынсемшӗн пулманпа пӗрех туйӑннӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
— Хамӑр ялти ҫынсемшӗн хӗпӗртетӗп, ҫавӑнпа ярангӑран тухса кунта килтӗм те ӗнтӗ, ҫынсемпе пӗрле савӑнма.
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫак ҫын вӑл, шӑллӑм, уездра пурӑнакан ҫынсемшӗн чаплӑран та чаплӑ тата кирлӗрен те кирлӗ философ пулса тӑрать.Это, батя, замечательнейший и необходимейший философ для уездных жителей.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Манӑн тӑванӑмсем, чӑн малтан эпир чаплӑрах йӑхлӑ тата тасарах йӑхлӑ ҫынсемшӗн тӳлетпӗр, эсир, тӑвансем, каялла ӗҫлеме тавӑрӑнӑр та турӑ ырлӑхӗ ҫине шанса тӑрӑр!
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пурне те пӗрле хупакан тӗрмери ҫынсемшӗн мӗнле те пулин шанчӑксем пулнӑ-ха.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пурте ҫӗнӗ ку ҫынсемшӗн кунта: хӗвеллӗ тӳпе те, илемлӗ кантӑк хупписем те, пӳрт умӗнчи садра ешерекен чечексем те…Солнечное небо им нравилось, и весёленькие ставни у окон, и цветы в палисадниках.
Большевиксем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ашшӗ халӑха кирлӗ те усӑллӑ ӗҫ тунине Володя тахҫанах пӗлнӗ-ха, халь вара ҫынсемшӗн вӑл епле ырӑ ӗҫ тунине пушшех лайӑх ӑнланать.
Ашшӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Люся, юрату пулни мӗн тери пысӑк телей ҫынсемшӗн! — терӗм эпӗ, унӑн сӑмахӗсем кӑмӑла хуҫнипе.— Люся, какое счастье для людей, что существует любовь! — сказал я, растроганный ее словами.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ку вӑхӑтра совет ҫыннисем хушшинче ларса каҫ ирттересси прессӑри ҫынсемшӗн чаплӑ ӗҫчӗ.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.