Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑх ҫынсемсӗр пуҫне, пӗрле ӗҫлекенсем те чирлӗ ҫын патне пырсах ҫӳремелле.Поэтому, кроме близких, больного должны окружать заботой и вниманием и сослуживцы.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Паллах, сӗтел хушшинче ют ҫынсемсӗр ларма аванрах.
Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Халиччен асӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне унта ача ашшӗ тата «Макҫӑм пичче» (килтисем те, ютрисем те ӑна ҫапла чӗннӗ) кӑна пулнӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Симурден революци тунӑ буржуази ҫав революцире илнисенчен ытла урӑх ыйтман вӑхӑтра Говэн, малашнехине тимлӗн тишкерсе, чухӑн ҫынсемсӗр, вӑрҫӑсемсӗр йӗрке ҫинчен, обществӑн производительнӑй вӑйӗсене ӳстерсе, ҫӗршывӑн пӗтӗм пурнӑҫне ҫӗр хут лайӑхлатма пултарасси ҫинчен ӗмӗтленет.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Эпӗ хушамачӗсене асӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне, ыттисене саланма ыйтатӑп.Прошу расходиться, за исключением тех, чьи фамилии я перечислил.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Чи ҫывӑх ҫынсемсӗр пуҫне, ҫав васкамасӑр ӗҫлекен, ҫынсемпе хутшӑнма юратман тӑнлӑ счетовод ӗлӗкхи Чесноков, ватӑ коммунист тата Архангельск, Совечӗн депутачӗ пулнине никам та пӗлмест…
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тупӑ ҫынсемсӗр тӑрса юлчӗ, ҫӗнӗ наводчик шырама вӑхӑт ҫук, аманни вырӑнне Павлин хӑй тӑчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ӑна нихҫан та пӗтме пӗлмен, ватӑ ҫынсемсӗр пуҫне урӑх никама та савӑнтарман пӗр-пӗччен ӗҫлемелли ӗҫ тертлентерчӗ, анчах Василий унран татах та татах инҫерех пӑрӑнса кайни пуринчен те ытларах тарӑхтарчӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кирек те хӑш ялта та — пысӑк-и вӑл е пӗчӗккӗ-и — темиҫе ҫын ыттисенчен палӑрарах тӑраканнисем пулаҫҫӗ, вӗсемсӗр, ҫав ҫынсемсӗр, ял пурнӑҫне ӑнланса илме те йывӑр е пачах май ҫук.
Автортан // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пионерсен Ҫуртне чи аслӑ ачасемпе пысӑк ҫынсемсӗр пуҫне пурте галстукпа килеҫҫӗ-ҫке!В Дом пионеров все приходили с галстуками, если не считать взрослых и самых старших ребят.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӗчӗк ял ҫынсемсӗр тӑрса юлчӗ, Головень те утӑ сарайне пӑрахса, нумай вӑхӑт хушши таҫта ҫухалса ҫӳреме пуҫларӗ.
1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Степан, ют ҫынсемсӗр сӑмахлама май ҫуккине курса, кӑмӑл пур ҫӗртенех калаҫма чарӑнчӗ.Степан, видя, что поговорить без посторонних не удастся, неохотно прекратил разговор.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӑртлӑ ҫынсемсӗр те пурӑнма май килмест тата — сисместӗн те, утса пынӑ ҫӗртех ҫывӑрса каятӑн…Да и без колючих людей тоже жить нельзя — не заметишь, как сам заснешь на ходу…
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Килсемпе урамсене ҫынсемсӗр хӑварса, пурӑнмалли ҫурт-йӗрсене масар ҫинчи пек чӗмсӗр пушӑлӑхпа тултарса, хуторта темле хӑрушӑ мур хӑйӗн тискер урисемпе утса ҫӳренӗ тейӗн.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫынсемсӗр пурӑнма май ҫук…»
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫынсемсӗр пӗччен пурӑнма май ҫук…
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫынсем хӑвна ҫын тунине манса кайрӑн, ҫынсемсӗр кам эсӗ?
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Тӗрӗс, пӗлекен ҫынсемсӗр нимӗн те тӑваймӑн.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫынсемсӗр юлнӑ картишӗнче хӳрине татса янӑ чӑпар чӑхӑ ҫӳрет, хӑйне пусса повар ыран управляющи валли яшка пӗҫерсе пама шутлани ҫинчен пӗлмесӗр, ӑҫта ҫӑмарта тӑвам-ши тесе, тислӗке чавала-чавала какалать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Карапа курса кайсанах, ҫакна ӑнлантӑм: эпӗ ҫынсемсӗр ытла та хытӑ тунсӑхласа ҫитнӗ, манӑн вӗсен сӑн-пичӗсене тем пек курас килет, вӗсен сассисене илтесчӗ, аллисене пӑчӑртасчӗ, вӗсемпе калаҫасчӗ!
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.