Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку чип-чипер ҫанталӑкра, тӑнӑҫ вӑхӑтра, тӑп-тӑр кӑнтӑр кунӗнче (каҫсерен вӑл ҫынсемпе пӗрле выртса ҫывӑрнӑ), хӗр таҫта янк анса кайрӗ тейӗн.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Енчӗпек те вӑраннӑ, сывланинченех паллӑ, ахаль ҫеҫ ҫывӑрнӑ пек туса выртать.Ендебек тоже проснулась — это было слышно по ее дыханию, но делала вид, будто спит.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗр эрне пӗрле пурӑнӑпӑр та яла таврӑнӑпӑр тенӗскер, Ваҫук ҫывӑрнӑ чух тухнӑ та тарнӑ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Аттепе ҫывӑрап пуль тесе вӑл… сан ҫумӑнта ҫывӑрнӑ.— Она, наверно, думала с отцом рядом спит, а оказалось с тобой…
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑйпе юнашар ҫывӑрнӑ ача ҫӗре аннипе вӑранчӗ Янтул.Яндул проснулся, услышав, как спавший с ним рядом малец попытался соскользнуть с печи.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫавсен «ырлӑхӗпе», хӑй ҫамрӑк чух, хуҫан ватӑ хӗрӗпе ҫывӑрнӑ вӑл.Ведь из-за них он переспал по молодости со старой одноглазой хозяйской дочерью.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эп сана пӗрре-пӗрре… ҫывӑрнӑ чух пуртӑпа касатӑп, — терӗ вӑл, ҫак хушӑра вилсе чӗрӗлнӗскер, хӑйсен тарҫи ҫине сехӗрленсе те кураймасӑр пӑхса, — е тыттарса яратӑп.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ир-ирех, ҫынсем тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӑл вӑлтисене хатӗрлет те пулла васкать.
Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/
Яка Илле, шыв вӑкри пек, пуҫне катка хӗррине кӑларса хунӑ та, те ҫывӑрса кайнӑ, те юри ҫывӑрнӑ пек пулса выртать — йӑшӑлт та тумасть.
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӳпе — е мӗн те пулин илме кармашсан, е тулта ҫывӑрнӑ чух ӑнсӑртран курӑнса кайнӑ.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Арӑм, — шухӑшлать Яриле минтер ҫинче ҫывӑрнӑ чухyехи пек аллине пуҫ айне хӗстерсе.«Жена… — вновь нащупал главную мысль Яриле, подложив под голову руку.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫапла вара упӑшкапа иксӗмӗр хушӑри юлашки ҫип татӑлчӗ, ют ҫын ман упӑшка, ман хуҫа пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен хӗрарӑм арҫынпа ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн унӑн чури пулса тӑрать.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Салакайӑк килчӗ пуль тесе Михапар юриех ҫывӑрнӑ пек туса выртрӗ.Мигабар, решив, что это пришел Салагаик. притворился спящим.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кулава ҫывӑрнӑ чухне сылтӑм пит ҫӑмартийӗ ҫине йӗрленсе юлнӑ сӑхман ҫӗвӗкне сӑтӑркалать.Голова молча потирает оставшийся на щеке рубец от старого кафтана, на котором он спал.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Унӑн Миккие тытса хӗнесси килнӗ, анчах хӗнеме вӑйӗ ҫитмен, аттине вӑрласа мӗн те пулин тӑвасшӑн пулнӑ, Микки аттине вӑрлаттарман: вӑл ӑна кашни каҫах пуҫелӗк айне хурса ҫывӑрнӑ.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каҫхине выртмара сахал ҫывӑрнӑ эп.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Давай ҫавӑн пек тӑвар: вӑл ҫывӑрнӑ хваттер санӑн та, манӑн та пултӑр.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вара сирӗн патӑрта ҫывӑрнӑ пулать-ши? —
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Юрӗ ӗнтӗ, Кӗтерне, ан ятла, куҫа хупнӑччӗ те, ҫывӑрнӑ кайнӑ», — текелесех ирттерсе ячӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вара калаҫӑва ҫывӑрнӑ чухнехи пек пуҫне сӗнксе ларакан Бурнаш хутшӑнчӗ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.