Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫывракансем урлӑ хуллен каҫкаласа площадкӑна тухрӗ те, чугунҫул ҫине сиксе анчӗ.Осторожно перешагивая через спящих, выбрался на площадку, соскочил на полотно.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тепӗр кун, ирпе ултӑ сехет ҫитсен, ҫывракансем хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисене курса вӑранчӗҫ те, чи малтанах Австралин пӗчӗк ачи ҫинчен аса илчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫывракансем ҫине Егорушка ҫапла пӑхса тӑнӑ май кӗтмен ҫӗртен шӑппӑн юрлани илтӗнсе кайрӗ.В то время, как Егорушка смотрел на сонные лица, неожиданно послышалось тихое пение.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лашасем тулхӑра-тулхӑра апат ҫини те ҫывракансем харлаттарни ҫеҫ илтӗнме пуҫларӗ; таҫта ҫывӑхах мар пӗр текерлӗк йӗчӗ, хутран-ситрен чӗнмен хӑнасем кайнипе-кайманнине тӗрӗслеме вӗҫсе килнӗ виҫӗ шур качаки чийлеткелерӗҫ; пӗчӗкҫӗ юханшыв хуллен шӑнкӑртата-шӑнкӑртата юхрӗ, анчах ҫак сасӑсем пӗри те шӑплӑха пӑсмарӗҫ, хытса ларнӑ сывлӑша вӑратмарӗҫ, пачах урӑхла, ҫутҫанталӑка тӗлӗрме кӑна пулӑшрӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
- 1