Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫухатман (тĕпĕ: ҫухат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑнне ҫухатман, ҫаврӑнса ӳкесрен хӑраса наҫилкке хӗррисенчен ҫатӑрласа тытнӑ.

Однако он был в сознании и, боясь вывалиться, крепко держался за края носилок.

IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

— Ҫук, вуннӑшӗпех ҫухатман эпӗ.

— Нет, потерял-то я не все.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ним те ҫухатман эпӗ, тупнӑ ҫеҫ.

Я не потерял, а нашел.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл, «Гаус» бригӑн капитанӗ, Англинчен тухнӑскер, 1828 ҫулта Хӗвелтухӑҫ сӑмсахӑн ҫыранӗсем патне пырса чарӑннӑ та, Энараро ҫулпуҫ сутӑнчӑклӑ хӑтланнине пула, чут ҫеҫ пуҫне ҫухатман.

капитан английского брига «Гаус», приставший к берегам Восточного мыса в 1828 году, чуть не погиб от предательства вождя Энараро.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ҫапах та сӳнми хастарлӑха ҫухатман.

Но вы не утеряли все-таки незатухающего энтузиазма.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл тӗрӗс, анчах уншӑн эпӗ рабочи ятне ҫухатман.

Это верно, но от этого я рабочей совести не растерял.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл хӑйӗн вӑйне ҫухатман, анчах халӗ темӗнле тарӑнрах илтӗнет.

Не теряя силы, стала какой-то более глубокой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ывӑннӑ пулсан та паттӑрлӑха ҫухатман ҫулҫӳревҫӗсем январӗн 23-мӗшӗнче ирпе татах ҫула тапранчӗҫ.

23 января утром усталые, но не потерявшие бодрости путешественники выступили в поход.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чуниллисем ӑна вилчӗ тесе шутланӑ, анчах хӑй вӑл ҫапах та тӑнне ҫухатман.

Он не потерял сознания, хотя убийцы считали его, мёртвым.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Джон Мангельсӑн ӑна-кӑна пӑхса тӑрасси ҫук мачтӑсемпе паруссен чӑтӑм-тӳсӗмлӗхне ҫухатман чухне вӑл ҫаплипех дрейф тытса пыма шутларӗ.

Но у Джона Мангльса не было выбора, и он решил дрейфовать до тех пор, пока держат мачты и паруса.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эсӗ шанчӑкна ҫухатман, тӗллев патне ҫирӗппӗн утнӑ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫухатман, — ӑнланаймарӗ Женя.

— Нет, — не поняла Женя.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Лайӑхрах асӑрханса, ҫын ҫӳрекен сукмак хӗррипе ӳсекен шур мӑйӑх текен курӑка куҫран ҫухатман пулсан, Мӗтри тахҫанах ӗнтӗ Настя халӗ ҫеҫ пырса ҫитнӗ вырӑнта пулнӑ пулӗччӗ.

Не сплошай он, не упусти из виду траву белоус на тропе человеческой, он давным-давно бы уже был на том месте, куда пришла только теперь Настя.

IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Вӑл ҫапах та пуҫне ҫухатман.

Она, однако, не потеряла головы.

XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Тепӗр тесен, хӑй виҫине вӑл отставкӑна тухсан та нимӗн чухлӗ те ҫухатман: ытти дворянсем пехотӑра служить тунӑ тесе шутласран ҫар мундирӗ евӗрлӗ ҫӳллӗ пилӗклӗ фракпа тата шпорлӑ атӑсемпе ҫӳренӗ, мӑйӑхне ӳстернӗ; вӑл пехотӑна курайман, пехота тесе калас вырӑнне те пехтура е тепӗр чух пехонтари тенӗ.

Впрочем, он этим ничуть не уронил своего весу: носил фрак с высокою талией на манер военного мундира, на сапогах шпоры и под носом усы, потому что без того дворяне могли бы подумать, что он служил в пехоте, которую он презрительно называл иногда пехтурой, а иногда пехонтарией.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Хӑвна ху ҫухатман пулсан та шырама пулать, ачамккӑ, — тӗкӗр этемсене хӳтӗленӗн ҫитӗннӗ ҫынла каласа хуратӑп эпӗ.

— Человек всегда ищет себя, даже если не терял, — пытаюсь рассуждать я, словно хочу защитить зеркальных человечков.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Унран ӑшӑ сӗт шӑрши тата темӗнле тӑванла, кӑмӑллӑ шӑршӑ кӗрет, — тем шӑрши вӑл: те сивӗре ҫӳресе шӑннӑ пит ҫӑмартисем, те пасарса кайнӑ ҫӳҫ шӑрши, те ӑна пуҫран ачашлакан, ӗне ӑшшине халӗ те ҫухатман алӑсен шӑрши.

От нее пахнет парным молоком и еще чем-то неуловимо родным и приятным — то ли нахолодавшими после мороза щеками, то ли запущенными инеем волосами, то ли ласковыми, еще отдающими теплом коровы руками, гладящими его по голове.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫук, хамӑн ӳсӗр ухмаха пула винтовкӑпа лашана ҫухатман пулсан, ҫӳреттӗмччех пуль сана станица тӑрӑх шыраса!

Нет, кабы не потерял я коня с винтовкой при моей пьяной слабости, черта с два я пошел бы тебя искать по станице!

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурӑнас ҫулӗсем чакса пынӑ май Пантелей кӗреленсе, вушарланса пынӑ: сарӑлса кайнӑ, кӑштах пӗкӗрӗлсе кӗнӗ, ҫапах та йӗркеллӗ старик нӗрне ҫухатман.

Под уклон сползавших годков закряжистел Пантелей Прокофьевич: раздался в ширину, чуть ссутулился, но все же выглядел стариком складным.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пирӗн ҫар хаяр, анчах тӑшмана тивӗҫлипе курайманнипе вӑйлӑ, ҫавӑнпа пӗрлех кирек мӗнле пулсан та, вӑл этемлӗхӗн ытти туйӑмӗсене те ҫухатман, ҫухатмасть те.

А наша армия, сильная своей суровой, но справедливой ненавистью к врагу, в любых обстоятельствах не теряет и не потеряет других высоких человеческих чувств.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней