Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫухатас (тĕпĕ: ҫухат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑр йӗре ҫухатас пулать.

И как следует запутать следы.

Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Ыттисем пуҫӗсене ҫухатас пекех инҫетелле тарса пӗтрӗҫ.

Остальные бежали, очертя голову, в разные стороны.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Савӑнса ӳкнӗ хӗрачасем, пралуксене куҫран ҫухатас мар тесе пӗрмаях ҫӳлелле пӑхса, тӗттӗмленекен вӑрман тӑрӑх чупаҫҫӗ.

Радостные, поглядывая всё время наверх, чтобы не потерять провод, бегут девочки по темнеющему лесу.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ӑна ҫухатас мар тесе, унӑн мӗн те пулсан шутласа кӑлармалла пулнӑ.

Надо бы что-нибудь придумать, чтобы не терять рукавиц.

Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Вӑхӑта пӗр ҫекунд та ҫухатас мар, чупас Ухмахсен Ҫӗршывне! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Карабас Барабас, сухалӗ вӗҫне васкаса кӗсъине чиксе, ҫӗлӗкпе хунарне ярса илсе.

«Не теряя ни секунды, бежать в Страну Дураков! — закричал Карабас Барабас, торопливо засовывая конец бороды в карман, хватая шапку и фонарь.

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӗсем ӑна куҫран ҫухатас мар тесе йӗпе курӑк ҫинче питех те ҫӳлелле йӑкӑлт та йӑкӑлт сиксе пыраҫҫӗ.

Они высоко подскакивали из мокрой травы, чтобы увидеть Буратино.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хӑйӗн йӗрне ҫухатас тесе, фарӑсене сӳнтерсе лартрӗ, пӗр-пӗр чул юпана е хӳмене пырса ҫапӑнасран та хӑрамарӗ.

Заметая следы, выключил фары, с риском врезаться в какой-нибудь каменный столб или в забор.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Кун пек ҫынна ҫухатма йывӑр, ҫапах та… ним тума ҫук, ҫухатас пулать.

— Жаль терять такого парня, но… что делать, придется.

12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫакнашкал туйӑм мана хӗпӗртеттерчӗ, эпӗ ӑна ҫухатас мар тесе тӑрӑшрӑм, ҫавӑнпа пуҫа килсе кӗрекен мӗнпур шухӑшсене чара-чара лартрӑм тата темрен хӑрасшӑн пултӑм.

Я даже находил наслаждение в сознании этого состояния и старался удержать его, останавливая все мысли, которые мне приходили в голову, и усиливаясь чего-то бояться.

VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ҫав самантра хӑрушӑ сӑнлӑччӗ пулас, мӗншӗн тесен Сен-Жером, хӑйӗн куҫӗсене ман куҫсемпе тӗл пуласран тартса, ман патӑма хӑвӑрт пычӗ те алӑран ярса тытрӗ; анчах унӑн алли перӗннине сиснӗ-сисменех эпӗ, ҫилӗ тӑвӑлса килнипе тӑна ҫухатас патнех ҫитсе, алла туртса вӗҫертрӗм те ӑна ачан мӗнпур вӑйӗпе ҫапрӑм.

Я должен был быть страшен в эту минуту, потому что St.-Jérôme, избегая моего взгляда, быстро подошел ко мне и схватил за руку; но только что я почувствовал прикосновение его руки, мне сделалось так дурно, что я, не помня себя от злобы, вырвал руку и из всех моих детских сил ударил его.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Утать, патаккипе ҫула хыпашлать, малта пыракан пулӑҫсене куҫран ҫухатас мар тесе тӑрӑшать.

Шагал, проверял на ощупь дорогу шестом, старался не упускать из виду рыбаков впереди.

Каллех ют ҫӗрте // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Дунай леш енчи айлӑмсенче е Словаки тӑвӗсем ҫинче унӑн та Юрий Брянский пек вилсе юлмалла пултӑр, — анчах вӑл тӑнне ҫухатас умӗн те хӑйне кукӑр-макӑр ҫулпа илсе ҫӳременшӗн, аслӑ ҫар ретне, тӳрӗ магистраль ҫине тӑратнӑшӑн шӑпине тав тӑвӗ.

И пусть он упадет, как Юрий Брянский, в задунайских низинах или в словацких горах, — он и последним проблеском сознания будет благодарить судьбу за то, что она не водила его зигзагами, а поставила в ряды великой армии на прямую магистраль.

XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Анчах вӑрман касаканпа унӑн арӑмӗ, хӑйсен ачисене аташтарса ҫухатас тесе, вӑрмана улталаса илсе кайни ҫинчен вуланӑ чух Серёжа пурпӗрех хумханмасӑр лараймасть.

Но все-таки он не может перенести, как это дровосек и его жена обманом завели своих детей в лес, чтобы они там заблудились и не вернулись никогда.

Кам-ха вӑл Сережа тата ӑҫта пурӑнаканскер // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Эп вӗсене ҫав тери упраса, ҫул ҫинче тӑкса ярас мар, ӳкерсе ҫухатас мар, тесе илсе килтӗм…

— Я их так бережно нес, чтоб не пролить, не обронить на дороге.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Юлашки кунсенче эпӗ ӑс-тӑна ҫухатас патнех ҫитрӗм.

Я чуть не лишился рассудка в эти последние дни.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Айра курӑнакан ҫӗре куҫран ҫухатас мар тесе, эпӗ тӗтре айӗпе вӗҫсе пыма шутларӑм.

Я решил итти под туманом, не теряя из виду земли.

Саранчасемпе кӗрешни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Сӑнчӑрсенчен пуҫне, эпир урӑх нимӗн те ҫухатас ҫук.

Кроме цепей, нам терять нечего.

XXVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Пытанса тӑракан кулӑна ҫухатас мар тесе пулас, куҫӗсене вӑл хӗссе пӑхать.

Они всегда были прищурены, словно затем, чтобы случайно не потерять запрятавшуюся в них лукавую улыбку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Сирӗн, тен, хӑнӑхнӑ ӑшӑ вырӑна ҫухатас килмен пулӗ, вара эсир, участокран килнӗ юлташа, сире халӗ ҫеҫ савса тухса кайнӑскере, улталаса янӑ пек, ҫӗнӗ начальнике те улталарӑр пулӗ.

Вам, видимо, не хотелось терять теплого, насиженного места, и вы втерли новому начальнику очки, совсем так, как этому товарищу с участка: он ушел, очарованный вами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

«Эпӗ хамӑн ырӑ ятӑма ҫухатам, — тесе шухӑшланӑ креолка, — аттене, туссене, пурне те, пурне те ҫухатам, — анчах ӑна ҫухатас марччӗ.

«Пусть я потеряю свое доброе имя, — подумала креолка, — потеряю отца, друзей, все — только не его!

LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней