Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑм кӑнтӑр кунӗнче хӑраса тӑмарӗ, шыв ярса тӑрса питне ҫутарнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫӳрекене пӳртнех илсе кӗчӗ.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пуп таврашӗсем вӗрентнӗ тӑрӑх, ангелсем ҫумӑр пӗлӗчӗсем тунӑ пулать, унтан ҫумӑрпа юра ҫутарнӑ, ҫанталӑк йӗркине тытса тӑнӑ, вӗрипе сивве валеҫсе тӑнӑ имӗш…
Птолемей ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Анчах дзотран тӑватӑ пулемёт ҫумӑр ҫутарнӑ пек персе тӑнӑ пирки атака хӑвачӗ чарӑннӑ, малта пыракан ротӑн ирӗксӗрех каялла чакса выртмалла пулнӑ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Фашистсен самолёчӗсем тек-текех сывлӑша вӗҫсе тухса ҫулсем ҫине бомбӑсем пӑрахнӑ, беженецсен ушкӑнӗсем ҫине тӑхлан ҫумӑр ҫутарнӑ.
1. Вӑрттӑн вӗлерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
6. Хӑйне пур енчен те тӑшман хӗснӗ чухне вӑл Ҫӳлти Турра тархасланӑ та — аслӑ Ҫӳлхуҫа илтнӗ ӑна: 7-8. суя тӗнлисем унӑн пӗтӗм кӑралне пӗлччӗр тесе, вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапӑҫнине, вӑл Пурне те Пултаракан ирӗкне тунине пӗлччӗр тесе, Вӑл тӑшманла халӑх ҫине хӑватлӑ вӑйӗпе чул евӗрлӗ пӑр ҫутарнӑ, хирӗҫ тӑракансене ту тайлӑмӗнче пӗтерсе пӑрахнӑ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ ӑслӑлӑха курнӑ, ӑна виҫсе тухнӑ, пӗлӳпе тӗрӗс ӑстӑна Вӑл ҫумӑр пек ҫутарнӑ, ӑслӑлӑх пӳрнӗ ҫынсенӗн чапне ҫӗклентернӗ.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл тӳпере тухӑҫ ҫилӗ хускатнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе кӑнтӑр ҫилӗ илсе килнӗ, 27. вӗсем ҫине, тусан хупӑрласа килнӗ пек, аш ҫутарнӑ, тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ вӗҫен кайӑк антарнӑ: 28. ҫавна вӗсен тапӑрнех, вӗсен килӗсем ҫывӑхнех ӳкернӗ, 29. вӗсем вара мӑй таран ҫинӗ, тӑранмаллипех тӑраннӑ; вӗсене хӑйсем ӗмӗтленнине панӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл ҫӳлти пӗлӗтсене хушнӑ та тӳпе алӑкӗсене уҫнӑ — 24. вӗсем ҫине апат валли манна ҫутарнӑ, вӗсене тӳпе ҫӑкӑрӗ панӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Турӑ, ҫунса выртакан ҫӗр ҫине Эсӗ тулӑх ҫумӑр ҫутарнӑ, ӑна, типсе кайнӑскере, ырӑлатнӑ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хырӑмне тултарнӑ чухнех ун ҫине Турӑ хаяр ҫиллине кӑларӗ, ҫумӑр ҫутарнӑ пек, унӑн ӳчӗ ҫине [чир-чӗр] ҫутарӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Моисей хӑйӗн туйине тӳпенелле тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа аслати авӑттарнӑ, пӑр ҫутарнӑ, тата ҫӗр ҫийӗн вут-ҫулӑм сарӑлнӑ; Ҫӳлхуҫа [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗ ҫине пӑр янӑ; 24. пӑр ҫунӑ, пӑр варринчен вут-ҫулӑм тапа-тапа тухнӑ, [пӑрӗ] питех те вӑйлӑ пулнӑ, Египет ҫӗрӗнче ҫын пурӑна пуҫланӑранпа та кун пекки пулман.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1